Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пуҫласса вӑл каллех псалом вулакан пономарь пекех пуҫларӗ.
5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пастор псалом юрласа ячӗ, кӗҫех ун сасси ҫумне ыттисем те хутшӑнчӗҫ, кашни хӑй пӗлнӗ пек юрлать.Пастор запел псалом, и все присутствующие его подхватили, каждый на свой лад.
Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Старик ҫав-ҫавах пӳлӗм тӑрӑх уткаланӑ, е ҫурма сасӑпа псалом юрланӑ, е каччӑпа мӗнле пулмалли ҫинчен хӗрне ӑс панӑ.
XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сӑпайлӑ та хӑюсӑр Архипӗ мӗн ачаранпах пӗтӗм хула пӗлсе тӑрать, вӑл Николай Чудотворец чиркӗвӗнче псалом вулаканни пулнине те пурте астӑваҫҫӗ-ха, ӑна Хипа тесе чӗнетчӗҫ тата хӑй вӑхӑтӗнче преосвященнӑй Агафангел шӳт туса хӑтланнинчен нумай кулкаласа пурӑнчӗҫ: ҫав Агафангел, Хипа ашшӗн, питех те ырӑ кӑмӑллӑ тиечукӑн, Василий Никитич Кореневӑн хушаматне улӑштарса, ӑна кулӑшла та килӗшӳсӗр Вопияльский хушамат панӑ, мӗншӗн тесен, Коренев, владыко патне ҫитернӗ хӑйӗн пӗр темлескер прошенийӗнче «вопию» сӑмаха темиҫе хутчен ҫырнӑ пулнӑ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вӑл дворникрен васкасах уйрӑлса кайрӗ те, тепӗр темиҫе минутран, ниҫта кайма пӗлмесӗр, каллех ашшӗн пӳлӗмне таврӑнчӗ, унта, хӗрарӑм-манах вырӑнне тӑрса, псалом вулама тытӑнчӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл «аминь» тенӗ-теменех халӑх хушшинче тахӑшӗ псалом юрлама тытӑнчӗ, ун хыҫҫӑн пурте хыттӑн кӑшкӑрса юрларӗҫ, вара манӑн чун ҫӗкленсе, хавасланса кайрӗ, чиркӳрен тухнӑ чухнехи пекех.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Н.Викторова библиотекарь Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ кӗнекесен куравӗпе паллаштарчӗ, чиркӳ настоятелӗ Алексей атте килнӗ ҫынсене 90-мӗш псалом парнелерӗ.
Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
13. Сирӗнтен кам та пулин йывӑр асап курать пулсан, кӗлтутӑр; кам та пулин савӑнӑҫлӑ пулсан, псалом юрлатӑр.13. Злостраждет ли кто из вас, пусть молится. Весел ли кто, пусть поет псалмы.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Псалом кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «унӑн ҫурчӗ-йӗрӗ пушанса юлтӑр, унта пурӑнакан та ан пултӑр» тенӗ; тата: «унӑн тивӗҫлӗхне тепӗри илтӗр» тенӗ.
Ап ӗҫс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42-43. Псалом кӗнекинче Давид хӑй ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар» тенӗ.
Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗнтӗ хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫине, Пурне те Тытса Тӑракана, Ҫӳлти Турра, пуҫҫапмашкӑн пӗтӗм халӑх пӗр харӑс ҫӗре ӳкнӗ; 20. псалом юрлакансем вара Ӑна янӑравлӑн мухтанӑ; сӑваплӑ Ҫурт талккӑшӗпе ытарайми юрӑ хӑватлӑн янӑранӑ, 21. Ҫӳлхуҫана мухтаса юрланӑ вӑхӑтра пӗтӗм халӑх Ырӑлӑхлӑ Ҫӳлти Турра кӗлтуса тӑнӑ, кӗлӗ пӗтичченех ҫапла тунӑ вӗсем.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Парне вырӑнӗ умне вӑл псалом юрлакансене тӑратнӑ, вӗсем хӑйсен сассипе юрра илем кӳрсе тӑнӑ.11. И поставил пред жертвенником песнопевцев, чтобы голосом их услаждать песнопение.
Сир 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй ҫӗр ҫинчисем, пурте Ҫӳлхуҫана мухтӑр; хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илӗр, савӑнӑр, хӗпӗртӗр, юрлӑр; 5. Ҫӳлхуҫана кӗсле каласа мухтӑр, кӗсле каласа, псалом юрласа мухтавлӑр; 6. Ҫӳлхуҫа Патша умӗнче трупа кӑшкӑртса, мӑйрака кӑшкӑртса хавасланӑр.
Пс 97 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Псалом [Давидӑн].
Пс 97 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Псалом.
Пс 91 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Псалом.
Пс 87 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Псалом.
Пс 86 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Псалом.
Пс 84 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Псалом.
Пс 83 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Псалом юрлӑр, тӳнкӗр тытӑр, ытарайми сасӑллӑ кӗслепе псалтирь тытӑр; 4. ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче, палӑртнӑ вӑхӑтра, хамӑр уяв кунӗнче, трупа кӑшкӑртӑр: 5. ҫакӑ вӑл Израильшӗн саккун пулать, Иаков Турри панӑ йӗрке пулать.
Пс 80 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2