Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шӑв-шава кура чупса пынӑ кондуктор, Тамара каласа парсан мӗн пулса иртнине ӑнлансан, Пашӑна: «Тумланӑр, — терӗ. — Кӗҫҫе питсем! Тумланӑр часрах — станцӑртан иртсе каятӑр ак».
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Алӑсем, урасем, питсем шӑнса кайнӑ.
Кӑнтӑр полюсӗ патне кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Питсем хуп-хура.
Качакалла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/244
Питсем тӗксӗм сарӑ, йывӑҫран касса тунӑ пек хускалми…
Шурча пупӗ (Малалли) // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ах, кӗҫҫе питсем, ӑншӑртсем, вупӑр пусса каясскерсем!..
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ҫак самантрах пирӗн питсем ҫине кӑнтӑртан килсе лекрӗ.
Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.
Йывӑҫ турачӗсем питсем ҫине ҫапӑнса юлчӗҫ, урасем ҫинҫе туратсене ҫакланчӗҫ.
XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Фома, тарӑннӑн сывласа илсе, итлекенсен пичӗсем ҫине, — сасартӑк, темӗнле, шыҫӑннӑ пек тулса кайнӑ питсем ҫине, — калама ҫук курайманлӑхпа пӑхса ҫаврӑннӑ…
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома хӑйӗн умӗнчи сухаллӑ питсем ҫине тинкерсе тӑнӑ, унӑн вӗсене темӗнле кӳренмелли сӑмахсем калас килнӗ.Фома смотрел на бородатые лица пред собой и чувствовал в себе желание сказать им что-нибудь обидное.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӗҫпе кӑмӑлланнӑ сасӑсем, мухтанчӑклӑ шав унӑн тавра ҫӗкленсе тӑнӑ; ачашшӑн ятлаҫкаласа, тарланӑ питсем ҫинче кулӑ вылятса, ӑна мужиксем таччӑн ҫавӑрса илнӗ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Питсем хӗрелсе илемленчӗҫ, чӗресем хаваспа тулчӗҫ.
XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫак тӗтӗм ӑшӗнчи ют питсем ӑна председателӗн опытсӑрлӑхӗнчен кулнӑ пек туйӑнчӗ.
XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Терраса хӗррипе карапсем ише-ише иртеҫҫӗ, вӗсенчен шӗвӗр сӑмсаллӑ питсем тимлӗн тинкереҫҫӗ.Мимо террасы проплывали корабли, проплывали высматривающие востроносые лица.
Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Пуриншӗн те пӗр евӗрлӗ, тусанлӑ тумтирпе хупланнӑ ырхан кӗлеткесем, шӗвӗр сӑмсаллӑ, пӗркеленчӗк, кушӑхса типнӗ питсем, кустӑрмасен мӗлтлетӗвне, шахтӑсен сӗмлӗхне ӗмӗрӗпе хӑнӑхнӑ хуйхӑллӑ куҫсем, савӑнӑҫпа хӑюлӑхра кӑнттамрах имшер алӑсем, — алӑсем, питсем, кӑвайт хӗлхемӗллӗ куҫсем, — Тӳпе ывӑлӗ еннелле тӑсӑлаҫҫӗ.
Лару-тӑру улшӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Унран карап палуби ҫине тӗрлӗ тӗслӗ хут таткисем, чечексем пӑрахаҫҫӗ, хумханчӑк ҫамрӑк питсем усӑна-усӑна тӗсеҫҫӗ.
Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Унӑн пичӗ — тарӑн шухӑша палӑртакан тӗлӗнмелле питсенчен пӗри, унашкал питсем хӑйсене пӗрремӗш хут курнӑ хыҫҫӑн темиҫе сехетрен сирӗн куҫӑр умӗнчех сасартӑк пач урӑхла пулса тӑраҫҫӗ.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах таврара — хӗрелсе кайнӑ питсем, сывлӑшра хаваслӑ, чарӑнма пӗлми шав тӑрать.А вокруг столько румяных лиц, и в воздухе такой веселый, несмолкающий гомон!
7 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫунакан ҫу бакӗсенчен пирӗн питсем, алӑсем ҫине ҫӑра хӑрӑм ларать, сывлама пылак та йӗклентерет.Густая копоть горящих маслобаков опускается на наши лица, руки; дышать сладко и тошно.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тусан, ҫӑвара кӗрсе, шӑл хушшинче кӑчӑртатать, вӑл питсем, тумтирсем, лаша ҫурӑмӗсем ҫине сийӗн-сийӗн ларать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Каллех шлемсем айӗнчен питсем тӑрӑх вӗри тар юхма тапратрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.