Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пикенчӗ (тĕпĕ: пикен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах малтан, — Толя Ирӑна ярса тытса чуптума пикенчӗ.

Помоги переводом

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Наташа каллех ҫӗлеме пикенчӗ.

Помоги переводом

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Хӑяккӑн ларакан Миргалим чӑтаймарӗ, хӗрарӑм ҫине хапсӑнчӑклӑн йӑпӑрт пӑхса илчӗ, вара каллех пирус мӑкӑрлантарма пикенчӗ.

Помоги переводом

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Хама йӳнӗ ӳкет, — «чармак куҫ» ҫине-ҫинех икӗ стакан тултарса ӗҫрӗ те сивӗннӗ шӳрпене васкасах ҫиме пикенчӗ.

Помоги переводом

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Халӗ те акӑ, Тольӑпа сӑмахсӑрах килӗшсе, Игорь ӑна пулӑшма пикенчӗ.

Помоги переводом

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

— Акӑ пулчӗ те чифир, — терӗ вӑл, тулли куркана пиншак аркийӗпе тытса, вара тикӗт пек хуп-хура шыва вӗре-вӗре ӗҫме пикенчӗ.

Помоги переводом

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Йӗкӗр ывӑҫӗпе ӑса-ӑса, Игорь ӑна эхлете-эхлете ӗҫме пикенчӗ.

Помоги переводом

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Тарзан ҫӳллӗ курӑкпа йывӑҫ тӗмисене чаштӑрттарса татӑк-кӗсӗке шырама пикенчӗ, тупӑнаканнисене кап-кап хыпма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Чӗрнисем ҫивӗч унӑн, пӑра чавса, урисем ҫине тӑчӗ, Тетее хӑвалама пикенчӗ.

Помоги переводом

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Сасартӑк Узин Алюна ҫине сиксе ӳкрӗ, лешӗ унран хӑтӑлма пикенчӗ, Узин ҫакнашкал ухмаха ернине курманччӗ вӑл.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Шӳтлеме пикенчӗ вӑл, тӳрӗ хуравсенчен пӑрӑнма тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хыттӑн ыталарӗ те унӑн кӗсйине тем чикме пикенчӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Лӑпланса, Левен каллех унчченхи вырӑна пырса ларчӗ, ҫӗнӗ хаваспа вулама пикенчӗ.

Помоги переводом

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Малтан темле юрӑсен альбомӗ пекки пуль тенӗччӗ, анчах та вырӑнӑн-вырӑнӑн строфасене тем тӗрлӗ тӳрлетсе пӗтернине, хуша-хуша ҫырнисене курсан: «Хӑ, поэтесса пулса тухмарӗ пуль тата ку ман апӑрша?» — терӗ лесник, шутсӑр тӗлӗнсе, вара вулама пикенчӗ.

Помоги переводом

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чарма пикенчӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Анчах халӑхӑмӑр хӑраса тӑмарӗ, ҫанӑ тавӑрса ӗҫне пикенчӗ, вара, вӑхӑт нумай та иртмерӗ, эпир вӑрҫӑчченхинчен лайӑхрах пурӑнма тытӑнтӑмӑр, малалла каяс ҫул ҫинче ҫӗнӗ тапхӑра ура ярса пусрӑмӑр.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫак вӑхӑтра Венюк тӗттӗме тарма пикенчӗ, анчах ӗлкӗреймерӗ, Апуҫ пӗрре сиксех ачана ярса тытрӗ.

Помоги переводом

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Венюк купӑсне ярса тытма пикенчӗ.

Помоги переводом

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Эй, эсӗ пиччӳ пирки ан пӑшӑрхан, — ҫунатлантарма пикенчӗ Апуҫ Актая.

Помоги переводом

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Эсӗ ман пиччене ан тӗкӗн! — пӑрӑнса утма пикенчӗ Актай.

Помоги переводом

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней