Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

перет (тĕпĕ: пер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗчӗк палаткӑра эмел шӑрши сӑмсана перет.

Помоги переводом

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Сывлӑх начар тесе пӑлахая перет тата.

Помоги переводом

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

— Вӑт, Мукунни пекех, пуҫунтан тар шӑрши перет

Помоги переводом

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Суха пуҫӗн хӑрах туртине, ҫӗршӗннипе хуҫӑлнӑскерне, улӑштарать малтан, купташкасене пуртӑпа ҫапа-ҫапа пӗлтӗрхи тӑпраран тасатать, хӗрарӑмсем тем тӗрлӗ муталаса ҫыхса пӗтернӗ пӑркӑч-пӑявсемпе вуншар тӗвӗллӗ кантрасене каса-каса перет те тин ҫеҫ хӑй явнине ҫыхса пӑрать, вара тӑрӑ тӳпери хӗвел ҫине пӑхса илсе суха пуҫӗн кӗленче пек ҫуталса, якалса кайнӑ шӗшкӗ авринчен ярса тытать.

Помоги переводом

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хӑйӗнчен французсен духийӗн шӑрши перет, Кирее чӑтма ҫукла пӳлӗнтерет.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Кӳр-ха ӑна кунта, — Симон Васильевич Левен кӑларса тыттарнӑ хута чӗрпӗк-чӗрпӗк пуличчен ҫурать те урна енне перет; сасартӑк вӑйланса килсе тухнӑ ҫил ҫаврӑмӗ вӗтӗ-вӗтӗ хутсене вӑрман еннелле вӗҫтерсе илсе каять.

Помоги переводом

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тахӑшӗн плащне сарса хунӑ та ял ҫыннисем ҫимелли-ӗҫмелли хатӗрлеҫҫӗ: пӗри симӗс сухан тасаткаласа хурать; тепри мойва пулӑ банкине ҫӗҫӗпе касса уҫма хӑтланать, ҫӗҫҫи мӑка, касмасть; эрех кӗленчин хӑлхине шӑлпа ҫыртса пӑраканни те кунтах; шофер, хӑйне ҫӗр патши пек мӑнкӑмӑллӑн тыткаласа, шӑлӗ хушшине курӑк вӗҫӗпе чакаласа выртать, урисене лӑс-лӑс силлесе, пушмакне хывса перет, пӗрре Маруҫ ҫине, тепре Левен ҫине темлерех пӑхса илет.

Помоги переводом

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Тем аван мар япала шӑрши перет вӑл ҫарапакартсенчен.

Помоги переводом

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Паян мӗн-ма пӗлмене перет Терен?

Помоги переводом

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левен шӑрпӑк тивертет те бензинпа сапнӑ вырӑна перет, унтан вӑйӗ ҫитнӗ таран вирхӗнет каялла.

Помоги переводом

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тӑмана эс, хир тӑмани! — аллинчи юрӗпе упӑшкине питӗнчен шап перет.

Помоги переводом

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хе, пӗлмӗше перет тата, — аслашшӗ чӗлӗмне туртса кӑларать.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Фельдшерсенчен эмелпе виле шӑрши ытларах перет, теҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Улисса кинпе ывӑла курас! — хӑй сӑмахнех перет Хумкка, пӗр утӑм та чакасшӑн мар.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Нимӗҫ те перет пуль?..

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗрлӗрен калаҫса пӑхрӗ вӑл унпа, анчах Ҫимунӗ хӑйӗннех перет.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑлӑх тенипе пӗрлех ытла чухӑна перет.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Бензинпа тӗрлӗ ҫунӑк шӑрши перет.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑш чухне клише йывӑҫ ҫине тӳрӗ мар ҫапӑннӑ пек, хӗр ӑна йӑтать те ятлаҫа-ятлаҫа виҫҫӗмӗш хутран пӗрремӗшне, шутласан ун ӗҫӗ те мар-ха, смена маҫтӑрне ҫеҫ пӗлтермелле, вӗҫсе ҫитет, тарӑхнӑн алӑрине сӗтел ҫине перет: «Татах чалӑш!» тесе.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

(Сӗтелти укҫисене кӑларса перет.)

Помоги переводом

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней