Поиск
Шырав ĕçĕ:
Арҫынӗ ҫинчи драпран ҫӗленӗ кӗске пальти те, шалаварӗ те шупкарах хура; уринче — кӑвак ҫӑмран йӑваланӑ чусӑнкки; пуҫӗ ҫине ондатра тирӗнчен ҫӗленӗ мулаххай пусаркаласа лартнӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ун хыҫӗнче пӗр ҫӳллӗ ҫын, кӑкӑрӗ сарлака унӑн, сухалӗ пысӑк, жандармсенни пек, пальти те хӑйӗн мар, михӗ пек ҫакӑнса тӑрать.Высокий, грудастый, усатый, бачки жандармские, мешком висит, явственно не со своего плеча, пальто.
XXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Шпик ун хыҫҫӑн пӳлӗме хӑвӑрт йӑпшӑнса кӗчӗ, ҫав тери савӑнса кайрӗ: тумтирсем ҫакмалли вырӑнта темӗн чухлӗ кӗрӗк, вӗсем хушшинче — мамӑк хурса ҫӗлетнӗ рабочи куртки тата «Ӗне Виллин» пальти, вӑл уҫҫӑнах курӑнса тӑрать, мӗншӗн тесен йӑлли татӑлнӑ пирки ӑна тӳрех ҫухинчен ҫакса янӑ.
IV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Пальти ҫӗнӗ те мар, ак ҫакӑнта, сулахай енче, пӗр тӳми ҫук, — кӑшкӑрчӗ Петя-шахтӗр.— Пальто даже не новое! — выкрикнул шахтер Петя, — и пуговицы одной нема вот здесь, слева.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Тӑхӑниччен, ӑна пальти ҫумне шаккакаласа, юрне тасатрӗ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Ак кунта ман кӗрӗкпе вӑрӑм хӑлхаллӑ шурӑ тир ҫӗлӗк ҫакӑнса тӑрать, ак кунта — аттен пальти, кунта — аннен кӗрӗкӗ…»
Соньӑн ҫӗнӗ тусӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пальти Вальӑн, тӗрӗссипе каласан, аслӑрах.
1 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Хома генерал пальти ҫине, мӑй ҫумне тачӑ ҫыпҫӑнса тӑракан шап-шурӑ ҫуха ҫине хӑраса пӑхать.Хома испуганно смотрел на генеральское пальто, на белоснежный воротничок, туго подпиравший шею.
XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Унӑн пальти ҫул ҫинче ҫӗтӗлсе пӗтрӗ, ун ҫумне куршанчӑксем ҫыпҫӑнса тулчӗҫ; хывмасӑрах ҫывӑрнӑ шлепки тахҫанах хӑйӗн хурмине ҫухатрӗ.
5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Татьяна ним чӗнмесӗрех тутӑрне хӑйӗн куҫӗсем патне тытрӗ, унӑн шӗвӗр хулпуҫҫийӗсем чӗтреме тытӑнчӗҫ, хура пальти хулпуҫҫисем ҫинчен юхса аннӑ пек пулчӗ, вара ҫак ырхан, вӑрӑм мӑйлӑ хӗрарӑм ирӗлме тытӑннӑ пек туйӑнчӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Эпӗ ҫилленсе пӗр сӑмах чӗнмесӗр ун ҫине пӑхса тӑратӑп: пальти те вӗр-ҫӗнӗччӗ, халь ҫеҫ илсе панӑччӗ.Я похолодела и молча смотрела на него: пальто было совсем новое, только что купленное.
Ҫӗнӗ пальто // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Приютра панӑ кӗске пальти кӑкӑрӗ патӗнче хире-хирӗҫ те ҫитмен.Короткое выцветшее приютское пальтишко не сходилось на груди.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Картузӗ ӑна пӗчӗккӗ, пальти ҫӗр ҫумӗнченех сӗтӗрӗнет, аллисем ҫаннинчен курӑнмаҫҫӗ пулин те, кӑкӑрӗ патӗнчен хӗсет.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Пальти хыҫӗ ҫеҫ йӗпеннӗ, нимӗн усси те пулман.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Куратӑп, Матрюн пальти патне кармашать.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Матки мухтанса кӑтартнӑ-ха ман арӑма: ӑна валли хӗрарӑм пальти темлескер илсе килнӗ, тет, темиҫе платье, унтан татах тем-тем япаласем.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пальти ҫаннисене ҫил лӑскать, вӗсем темӗнле тӳрккес хаярлӑхпа ҫурӑмран хӗнеҫҫӗ.Рукава пальто трепал ветер и с каким-то диким остервенением хлестал ими по спине.
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Пальти тӳмисене вӗҫертсе янӑ хӗр ҫаплах ҫул ҫинче тӑрать, тӳпенелле пӑхать.Девчушка в распахнутом пальто по-прежнему стоит на дороге и смотрит в небо.
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ҫамки ҫине ун-кун сапаланнӑ вӗлтӗркке ҫӳҫлӗ хӗр, пальти тӳмисене вӗҫертсе янӑскер, чарӑнса тӑчӗ, куҫне хӗскеле-хӗскеле тӳпере тӑрие шырарӗ, темшӗн кулса илчӗ, вара ҫапла каҫӑрӑлса тӑнипех хытса кайрӗ.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ксени пӗрре Иннокентийӗн яка хырнӑ, ҫилпе хӗрелсе кайнӑ ҫиллес пичӗ ҫине, тепре ун типӗ юр пӗрчисем ҫыпҫӑнмасӑр, шуса анакан тӗттӗм хӑмӑр сӑран пальти ҫинӗ пӑхрӗ, Иннокентий нимӗн те ыйтса пӗлменнинчен тӗлӗнчӗ.
17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
- 1
- 2