Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӳршӗри (тĕпĕ: кӳршӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӳршӗри районсенчи хӑнасем те хутшӑннӑ мероприятире бизнес аталанӑвӗн малашлӑхне сӳтсе явнӑ, ӑнӑҫлӑ опытпа паллаштарнӑ, оратор искусствипе ӑсталӑх класӗ ирттернӗ.

Помоги переводом

Районти хӗрарӑм-предпринимательсем усӑллӑ тӗлпулӑва хутшӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... nn-3800628

Пуҫламӑш пӗлӗве ялта илет, ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула кӳршӗри Мучелей ялӗнче пӗтерет, 1935 ҫулта Хусана каять, унта педагогика институчӗ ҫумӗнчи рабфака вӗренме кӗрет.

Помоги переводом

Шараф Мударрисӑн музей-кӗтесӗ уҫӑлчӗ // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... ktes-ucalc

Кунта пирӗн районтан ҫеҫ мар, кӳршӗри районсенчен те пултарулӑх коллективӗсем концертсемпе килеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ырлӑхпа шанӑҫ ҫурчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... ch-3794851

Хапха алӑкне майӗпен уҫса кӗтӗмӗр те хамӑр кӳршӗри Петӗрпе Хӗветӗр хыпалансах вут татнине куртӑмӑр.

Помоги переводом

Ниме // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 263–265 с.

Пирӗн кӳршӗри Ҫеменсем анкартинче ҫӗр улми кӑлараҫҫӗ.

Помоги переводом

Чи маттурри — Урине // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 262–263 с.

Кӳршӗри Ҫеркей те ав амӑшӗпе ҫеҫ пурӑнать.

Помоги переводом

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Кӳршӗри Ултутти кинемей, Вихтӗр мӗнле ӗҫленине ҫу каҫипе сӑнаса пурӑннӑскер, витресемпе пӗве хӗрне чупакана тытса чарать.

Помоги переводом

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫурри уҫӑ хапхаран кӳршӗри Кӗнатисен амӑшӗ, хӑрах аллине куҫӗ тӗлне тытса пӑхаканскер, курӑнса каять.

Помоги переводом

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ан вӗҫкӗнлен! — калаҫма та парасшӑн мар ӑна кӳршӗри Хветут Кӗнати.

Помоги переводом

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Асламӑшӗпе кӳршӗри кинеми сӗтел хушшине кӗрсе ларнӑ та тулӑ суйлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кӳршӗри Кӗнети кампа пурӑнать?

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хатӗрленӗ тавара уфимец Пушкӑртстанри тата кӳршӗри регионсен территорийӗнче «вӑрттӑн саклат» урлӑ сутасшӑн пулнӑ.

Помоги переводом

Уфара пурӑнакан СНТра нарколаборатори организациленӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/narkotiksene ... en-3779621

Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?

Помоги переводом

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

«Аннен кӳршӗри пахчаран ҫӗр улми кӑларса килмелле вӗт, тулли миххе киле ниепле те пӗччен ҫитереес ҫук.

Помоги переводом

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

Кӳршӗри Ваҫли тетен, ав, хуп-хура.

Помоги переводом

Эпилог // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ӗнер кӑна, ав, амӑшӗ кӳрсе килнӗ виҫӗ каска вутта кӳршӗри Ваҫҫапа, вуннӑ тултарнӑскерпе, иртен пуҫласа каҫчен качӑртаттарса аран-аран татса пӗтерчӗҫ.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Хӑш-пӗр ҫӗнӗлӗхӗсем кӳршӗри мӑкшӑ, тутар, вырӑс этнос ушкӑнӗсем витӗм кӳнипе те ҫуралма пултарнӑ.

Помоги переводом

Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Тен ӑна кӳршӗри халӑхсенчен йышӑннӑ пулӗ, каярахпа вӑл хӗрсен туй тумӗн курӑмлӑ пайӗ пулса тӑнӑ.

Помоги переводом

Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Чӑвашсем шӑрҫи-тенкине, кӳршӗри мӑкшӑсемпе марисем пек, хурӑн хуппи е хуп ҫине ҫӗлесе ҫыпӑҫтарман.

Помоги переводом

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Юлашки вӑхӑтра кӳршӗри колхозра е МТСра ӗҫлетчӗ.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней