Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чылай ывӑнчӗ Саша, кӗтӗвӗ кӗртиччен маларах кайрӗ, ывӑннипе сурӑх ҫитерме те анаймарӗ улӑха.
Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77
Кӑҫал та пӑру кӗтӗвӗ пӑхать те Илюк, ҫавӑнталла чупать Саша.
Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77
Куҫран ҫухалать Мускав ачи, ҫук вӑл, ҫара уран ял ачи чупать тейӗн ав пӑру кӗтӗвӗ еннелле.
Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77
Урнӑ тискер кайӑк кӗтӗвӗ.
IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Зубрсен кӗтӗвӗ ҫулталӑкра 54 000 тонна углеродпа вараланнине сиенсӗрлетет.Стадо зубров компенсирует выбросы 54 000 тонн углерода в года.
Румынинчи зубрсем планетӑна климат улшӑнӑвӗнчен сыхлама пултараҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/38193.html
Кашкӑрсен ҫул-пуҫӗ кӗтӗвӗ тавра яртлаттарса ҫаврӑнать те Вӗтхурӑн ҫырминелле юрттарать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Шурӑ сурӑх кӗтӗвӗ пек пӑс алӑкран урай тӑрӑх кӗпӗрленсе кӗнине асӑрхамарӗ-ха вӑл.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Лаша кӗтӗвӗ хыҫӗнче чӗлӗм паккаса пыраканскер, чарӑнса тӑрсах ӑна пуҫ тайрӗ.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ирпе ирех Ҫӗпритуна хӑй ҫулӗпе кӑларса ярас тенӗскер, татах чарӑнса тӑчӗ Кулюкка: «Чим-ха. Пуйтарса хӑваратӑп терӗ вӗт. Ҫынна хӑвалама яланах пулӗ. Малтан сӑнаса пӑхас мар-ши? Мӗне кирлӗ-ха ӑна кӗреҫе? Пытарнӑ мулӗ ҫук-ши вӗсен ялта? Вӑрӑм Палюкӑн ылтӑнӗ нумай, тетчӗҫ. Чӑнах та… Ҫӗпритун ылтӑнне тупас пулсан, мӗнле майпа хам алла ҫавӑрса илес-ха ӑна? Мулӗ ӑҫтине ҫеҫ пӗлесчӗ, хӑйне мӗн тумаллине пӗлӗттӗм… Ҫапкаланчӑка шыракан-тӑвакан пулас ҫук» — ҫитмӗл ҫичӗ шухӑш, хура курак кӗтӗвӗ пек, ҫаврӑнса явӑнчӗ Кулюкка пуҫӗнче.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кашни тухмассерен лаша витине тем чухлӗ пушмак пӑру, хур кӗтӗвӗ хӑваласа хупать.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫул тӑрӑх ҫумӑр шывӗ анаталла юхнӑ йӗр, ҫӗлен кӗтӗвӗ шуса иртнӗ пек, палӑрса выртать.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Мӗнле васкатсан та, кӗпер тӗлне ҫитеспе салтак кӗтӗвӗ вӑрӑма тӑсӑлса кайрӗ, ҫавӑнпа малтисене чарса тӑратрӗҫ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑрманхӗрри Шӑхальсен пилӗк-ултӑ кӗтӗвӗ вӑрманти Хуравай ҫырмисенче ҫӳретчӗ, Нӑрваш Шӑхальпе Пулевей Шӑхальсен кӗтӳлӗхӗсем Мишер вӑрманӗ (Юхма юхан шыв ҫак вырӑнтан ҫул пуҫлать) ҫумӗнче Кӳпӗрле енчеччӗ.
Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.
Кашни урамӑн хӑйӗн кӗтӗвӗ пулнӑ.
Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.
Атте мана кӗтӗве ҫӳреме ятарласа кӗскерех пушӑ та, ӗнесем валли хулӑн пушӑ, сурӑх кӗтӗвӗ валли ҫӳхереххине, инҫене каякан сасӑ кӑлараканнине, явса парсаччӗ.
Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.
Пӗр кунхине амӑшӗ вырӑнне ыраш вырса ҫапнӑ-тӗшӗленӗ ана ҫине сурӑх кӗтӗвӗ кӗтме тухнӑччӗ.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Эпир сурӑх кӗтӗвӗ пекех вӗт.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Колхоз кӗлетӗнчен шӑшисен юлашки кӗтӗвӗ тарса пӗтнӗ — иртнӗ кӗркуннерен вӑл пушанчӗ.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
«Ванюш, салам!» — тесе ҫырма ӗлкӗрчӗ, ҫавӑнтах лаша кӗтӗвӗ пек пӗри тепринчен йывӑртарах та йӳҫӗрех шухӑшсем пусса илчӗҫ те кӑранташ унӑн аллинчен тухса ӳкрӗ.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ял кӗтӗвӗ Сӑхӑт тӑрӑх ҫӳресе тӑранса ҫитеймест.
Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.