Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗрӳшӗ (тĕпĕ: кӗрӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каялла тухса кайиччен вӑл хӗрӗпе кӗрӳшӗ пурӑнакан ҫурт тавралла уткаласа ҫаврӑнса: — Ак кунта, ачамсем, ҫерем пусса умма лартмалла, — тесе «кӑтарту» пама та ӳркенсе тӑмасть.

Помоги переводом

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӑҫтан пӗлнӗ-ши Левенӗн хуняма карчӑкӗ хӗрӗпе кӗрӳшӗ хушшинче пулса иртнӗ ӑнсӑртран кӗмсӗрте?..

Помоги переводом

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тамарӑна-и? — йӑпӑр-япӑр тӑрса ларать кӗрӳшӗ.

Помоги переводом

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кӗрӳшӗ ни вилӗ, ни чӗрӗ таврӑнчӗ килне.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юратнӑ кӗрӳшӗ сываххи ун чӗрине ҫемҫетрӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнел общинин пухӑвӗнче кӗрӳшӗ, Миххана хирӗҫ тӑрса, хӑй пурнӑҫне аркатнӑшӑн Наҫтик те питех кӳренет.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗрӳшӗ ӑҫта пытаннине каласа памасан Ҫӗпӗре пуҫ ярассипе миҫе хут чӗтретмерӗҫ пуль!

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах кӗрӳшӗ Сантӑр шанӑҫне тӳрре кӑларма мар, малтанхинчен те ытларах тилӗртрӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ кӗрӳшӗ шыва пӑрахнӑ чул пек ҫухални тӑватӑ уйӑх та ытла иртрӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Василий Александровичӑн (кукаҫи) кӗрӳшӗ (аслӑ хӗрӗн упӑшки) хӑйӗн тӑрӑшулӑхӗпе Мишша тетене кӑмӑла кайнине пула ҫамрӑк ҫемье кашни кун пыл тутана пуҫланӑ.

Помоги переводом

Утар // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 102–103 с.

Юратман кӗрӳшӗ те айван пулман иккен.

Помоги переводом

Ҫуллӑ пӑтӑ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 36 с.

Анчах чеелле хӑналать: юратнӑ кӗрӳшӗ умне ҫу чышкӑнтарать те чышкӑнтарать, теприн умне пӗрре те ямасть.

Помоги переводом

Ҫуллӑ пӑтӑ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 36 с.

Кӗтмен ҫӗртен юратман кӗрӳшӗ те персе ҫитет.

Помоги переводом

Ҫуллӑ пӑтӑ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 36 с.

Карчӑк патне юратнӑ кӗрӳшӗ пырать.

Помоги переводом

Ҫуллӑ пӑтӑ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 36 с.

Яльчиков кӗрӳшӗ ҫине тулли кӑмӑлпа пӑхса тӑчӗ, юлашкинчен ҫапла каларӗ:

Помоги переводом

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Асӑннӑ тӗлпулӑва Тепловсен хӗрӗсем Галина, Татьяна тата Зоя, кӗрӳшӗ Николай Кисапов та хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

Мунчана кӗрӳшӗ йӑтса кайса ҫӑвӑнтарать.

Помоги переводом

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

«Мана кӗтсе ывӑнтӑн пуль, шуйттан кӗрӳшӗ!

Помоги переводом

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Ҫавӑн чухне хӑйӗн пирки вӑл тӗрӗсех каланӑтӑр: хӗрӗпе кӗрӳшӗ хушшинче сиксе тухнӑ пӑтӑрмах ҫинчен те лӑпкӑнах калаҫса ларчӗ:

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кӗрӳшӗ завода ҫӗнӗрен ура ҫине тӑратас тесе ҫине тӑрсах тӑрӑшать пулин те, нимӗн те ӗҫ кӑлараймасть, вара унӑн ӑна ик-виҫӗ ҫултанах хупмалла пулать.

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней