Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах ачасен савӑнӑҫӗнче кӗвӗҫӳ туйӑмӗ те сахал пулман, — ҫак туйӑм — ҫунатлӑ чӗрчунсем ҫапла ирӗккӗн ҫеҫ ҫӗр ҫинчен тапранса, тап-таса лӑпкӑ анлӑха, хӗвел ҫутипе тулнӑ ҫӳллӗхе вӗҫсе кайнӑ пирки килекен кӗвӗҫӳ пулнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тепӗр енчен, ӑна ҫапла тума хӑйне хӗрхенменни ҫеҫ мар, чӗринче пытарса тӑракан кӗвӗҫӳ те хӗтӗртет, ҫак кӗвӗҫӳ ӑна акӑш-макӑш асаплантарать.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Василие, ҫамрӑкранах хӗрарӑмсен тимлӗхӗпе иртӗхнӗскере, кӗвӗҫӳ тискер япала пек туйӑннӑ, анчах вӑл хӑйне мӗн чухлӗ ҫемҫешкерех тытнӑ, кӗвӗҫӳ, ӑна ҫавӑн чухлӗ ытларах ҫавӑрса илнӗ, ҫавӑн чухлӗ хытӑрах ыраттарнӑ.
8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Теней килне пӑлхануллӑ таврӑнчӗ, ниепле те лӑпланаймарӗ, унӑн чунне кӗвӗҫӳ кӑшларӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Кӗвӗҫӳ кӑварӗ вӑл самантлӑха та сӳнмест, тӗлкӗшет те тӗлкӗшет, пуҫа сӗрӗмпе ҫаптарса, хӑш чух вӑя пӗтерсех ярать.
Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Роман ҫапла вӗҫленет: кӗвӗҫӳ туйӑмне пула Фаришта, унӑн ҫулҫӳревӗсене шизофренин ҫивӗчленнӗ эпизочӗсем пек хаклама май пур, Аллилуйя альпинисткӑна вӗлерет, кайран хӑйӗн ҫине алӑ хурать.
«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC
Таҫта шалта кӗвӗҫӳ нӑрри чавалансан та, хӑйне лӑплантарма тӑрӑшрӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Унта мӗн чухлӗ курайманлӑх та килӗштерменлӗх, хапсӑну та кӗвӗҫӳ, юратури улӑштару, пӗр-пӗрне таптаса хурас, вилӗм сунас кӑмӑл-туйӑм.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Дубовсен умӗнчен иртнӗ чухне пуҫларӗ кӗвӗҫӳ юррине — тӑсать те тӑсать ав.
43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Хура кӗвӗҫӳ те, япӑх ӑмсану та унӑн яланхи пекех хӗрлӗ пичӗ ҫинче, чӑн-чӑн савӑнӑҫсӑр пуҫне Ваҫиле тупаймарӗ.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫапла тунипе вӑл сасартӑк кӗвӗҫӳ туйӑмӗ ҫуралнӑ Ваҫилене лӑплантарчӗ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Кун ҫутипе кӗвӗҫӳ мӗлки пӗчӗкленнӗ, анчах та кӑнтӑрла вӑл каллех пысӑкланнӑ.С утра тень-зависть увядала, но после полудня она снова вырастала.
Мӗншӗн-ха? // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/332
Хыҫран вара яланах кӗвӗҫӳ мӗлки ҫӳренӗ.
Мӗншӗн-ха? // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/332
Ӑш-чикре кӗвӗҫӳ ҫав териех йӳҫсе-тӑкӑнса тӑрать пулсан, мӗн телейӗ ӗнтӗ ун пек ҫыннӑн?
XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Апла тӑк Игнат Петрович чӗлхине кӗвӗҫӳ кӑна ҫивӗчлетмест.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Кӗвӗҫӳ суккӑрлатса хаярлатать сана, ху та тахҫан поэт е писатель пулма ӗмӗтленнӗ-ҫке!
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Варя ятлӑ хӗршӗн Любимовпа Арасланов хормейстер хушшинче кӗвӗҫӳ пуҫланать.
Николай Айзман пьесисем // А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 83 с.
Чунӗ тарӑхма тытӑнать, унӑн пуҫне темле ют шухӑш килсе кӗрет: кӳлешӳ-и вӑл е кӗвӗҫӳ — ҫакна Тарас хӑй те лайӑххӑн ӑнланаймасть.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Чун-чӗрӳ санӑн, суя паттӑрлӑх «сӑмсахӗнче пуҫна та кӑкӑрна каҫӑртса тӑраканскерӗн», — тутӑх тивнӗ яка чул; ӑшна, ӑс-пуҫна ҫӑткӑнлӑх, хаярлӑх, кӗвӗҫӳ, чикӗсӗр кӗрмеклӗх нӑкӑланса тулнӑ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫавӑн пек пулсан ҫеҫ уйрӑм ҫынсен хушшинче кӑна мар, патшалӑхсем, халӑхсем хушшинчи ӑнланманлӑх, курайманлӑх, кӗвӗҫӳ, хирӗҫтӑрусем, хӑйне ҫеҫ пысӑка хуни, ҫӑткӑнлӑх ҫуратакан вӑрҫӑ-харҫӑ майӗпен пурнӑҫран тухса пӗтӗҫ те яланлӑхах пӑчланӗҫ…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.