Поиск
Шырав ĕçĕ:
Темиҫе кун асапланса та ӑшран хӗлӗх сине тухман туйӑмсем, халӗ сасартӑк ҫирӗп йӗркене пӑхӑнса, кӗвӗллӗн янраса, нота хучӗсем тӑрӑх чупса кайрӗҫ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Йӑвинчен хӑратса кӑларнӑ курак пек шапӑлтатса ҫӗкленнӗ кулла та кӗвӗллӗн кусса кайнӑ ҫинҫе сасса кӑна ӑнланмалла: вӗсене хаваслӑ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Залри пассажирсемшӗн ку ӑнсӑрт, тулӑксӑр, пуклашка пурнӑҫӑн кукрашки, чӑнах та, тӳлевсӗр кӑтартакан камитех пулчӗ ӗнтӗ: пӗрисем чӑхлатаҫҫӗ, теприсем пӗр кӗвӗллӗн кусса кайнӑ ҫинҫе саспа ихӗлтетеҫҫӗ, варне хӗҫлентерсе, ӑна ик аллипе ҫӑтӑр-ҫӑтӑр тытса ахӑлтатакан та пур.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Йӗркипех вырнаҫтарнӑ станоксен шавӗ пӗр кӗвӗллӗн янӑраса тӑрать.
3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Мӑтьшу шывӗ вӑй-хӑватлӑн, Кӗвӗллӗн шӑнкӑртатать.
Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.
Уншӑнах хуткупӑс калама пӑрахаймӑн: тутисем кулас вырӑнне ҫилленнӗ пек пӗрӗннӗ пулсан та, аллисем мах паман — шӑнкӑравлӑ тальянкӑна вылятнӑ кӑна, урисем, ташлакансем ҫук пулсан та, пӗр кӗвӗллӗн тӗпӗртетнӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫак сасӑ ҫав тери ҫӳле ҫӗкленсе саланчӗ, ахрӑмла вӗҫсе вӑрмана шуйхатрӗ, ҫав самантрах пурте пӗр кӗвӗллӗн юрлама пуҫларӗҫ.Голос этот достиг высшего напряжения, эхом пролетел в лесу, и тотчас пение стало общим.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Тепӗр чух юрри-пуплевӗ ыйту евӗр — тӳлек те сӑпайлӑ; е хистеве аса илтерет; чӑн та, ӑна нимӗнле кайӑк та хуравлаймасть, ҫавӑнпах-тӑр вӑл уҫӑмлӑн, таса кӗвӗллӗн, хыпаланмасӑр татах ыйтать, ӳкӗтлет, ӑнлантарать… — акӑ Джесси хӑй сисмесӗрех шӑпчӑкӑн юрӑ ҫаврӑнӑшӗсенче интонацие тивӗҫтерекен сӑмахсем тӗшмӗртме пуҫларӗ.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Урайне кивӗ кавир сарнӑ, стенасен ҫумӗнчи ҫыхнӑ пукансем ҫинче тӑватӑ ҫын ларать; тепӗр иккӗшӗ аллисене хыҫалалла тытнӑ та кӗтесрен кӗтеселле хутлать-кумать; ларакансенчен пӗрин чӗр куҫҫи ҫинче цитра, — водевиль арине калать; унӑн кӳрши урисене тӑсса хунӑ, аллисем кӗсйисенче, арие питех те ӑстан, кӗвӗллӗн шӑхӑрса евӗрлет.
III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Ку ҫаврӑну нумайлӑха ахӑр, мӗншӗн тесен тамалу пачах сисӗнмест, пӗрре янӑскер — ҫиллӗ ҫанталӑкри арман чулӗлле пӗр кӗвӗллӗн, хӑвӑрттӑн кӑлтӑртатать те кӑлтӑртатать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӗсене ҫавӑрса пӑрахсан ал тупанӗ ҫине йӑлтӑркка юхӑм капӑррӑн тӑкӑнчӗ те Дюрок унпа выляма пикенчӗ — асамлӑ ҫак янӑравпа пӗр кӗвӗллӗн пупле-пупле укҫисене ывӑта-ывӑта айкашать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Курӑк хушшинче хӑмӑр, йӗпкӗн хӗрлӗ тата кӑвак чечексем чӳхенеҫҫӗ; мӑклӑ тунасенчен чӑлханнӑ тӗкӗл тура тунсӑхлӑн, пӗр кӗвӗллӗн сӗрлет; инҫетри ҫутӑ пайӑркисен авӑрӗнчен вӗҫсе каҫнӑ кайӑк ушкӑнӗ негрсен оркестрне евӗрлесе кӑшкӑрашать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Ан ҫиллен ӗн-тӗ, Мукуҫ мучи, ан вӑрҫ, — айӑпа кӗнӗн, калас тенине йӑвашраххӑн пӗр кӗвӗллӗн тӑстарчӗ-тӑстарчӗ те йӗкӗт, юлашкинчен, старике каллех шалт тӗлӗнтерсе ярса, уҫӑ сассипе кӑлтӑр-р кулса ячӗ.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Урокӗсене те кал-кал, пӗр кӗвӗллӗн ирттерет Кронид Евграфович, ӑнлантарасса та материала тӗплӗн, пӗлӳллӗн ӑнлантарать.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫапла вӗт, пепкемҫӗм, ҫапла-и? — те ыйхи тӗлӗшне, те чӗркемре чылай вӑхӑт выртнипе кӑмӑлсӑрланнӑн сасартӑк хыттӑн сас панӑ ачине сӑлкара сиктернӗ евӗр «и-и-и, и-и-и» тесе, тӑрӑшсах кӗвӗллӗн сиктерме тытӑнчӗ Нина.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сулахай алли Фоман ҫӳлелле ҫӗкленсе тӑнӑ, сылтӑммипе лӑсканӑ май, вӑл кӗвӗллӗн: — Куҫ хыҫӗнче — ан вӑрҫ, куҫран кала, куҫран кала, куҫран кала… — тесе такмакланӑ.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тух та, ак, ташша, тӑрӑст! тап та карта варрине купӑс ҫеммипе кӗвӗллӗн пу-уҫла-а урай хӑмине ӗшелентерме, лара-тӑра пӗлмен каччӑсен чӗрисене алӑри тутӑр вӗҫӗпе вӗл те вӗл ҫӳҫентерсе.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӳрнӗ телейпе хӑпартланса, ӑс-пӳ, чӗре пӗр кӗвӗллӗн ҫунат ҫапнӑ самантсем.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗр кӗвӗллӗн шакӑлтатаҫҫӗ пӑлан чӗрнисем, шӑваҫҫӗ те шӑваҫҫӗ умлӑн-хыҫлӑн нартӑсем, вӗҫӗ-хӗрри курӑнмасть.Мерно постукивают копыта оленей, бегут и бегут упряжки бесконечной цепью, одна за другой.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пӗрмай майӗпен сулкаланса пӗр кӗвӗллӗн юрланипе, амӑш чӗркуҫҫийӗн ӑшшипе Чочой ерипен ҫывӑрса кайрӗ.Монотонное пение, ритмичное покачивание и тепло, идущее от колен матери, постепенно усыпили Чочоя.
Пӑрлӑ чикӗ леш енче // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
- 1
- 2