Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗрре вӗҫсе курсассӑн, этем ҫӳлеллех туртӑнакан пулать.
Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Мӑнукӗ кунта ҫӳренине курсассӑн пӑшала урӑх вырӑна куҫарса хума та пултарӗ.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Хӗр-полковнике курсассӑн ҫакскер пуҫне аяккалла пӑрчӗ, асӑрхаман пек пулчӗ, хӑйӗн ҫыннисене Атӑл хӗррине часрах кайса унта кам пур ҫавна илсе килме хушрӗ.
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗсем, салтаксене курсассӑн, хӑйсене Улатӑртан Сюльдяшов вӑйпут патне янине пӗлтерчӗҫ.
Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫакна курсассӑн Савантер вут хӑрушлӑхӗ хӑйшӗн те иккенне ӑнланса илчӗ.
Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗсем аллисене ҫыхнӑ драгунсене курсассӑн хыттӑн кӑшкӑрашма, унтан вӗсене хӗнеме пикенчӗҫ.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Укаслӑва хӗр тумӗпе курсассӑн вӗсем, тӗлӗнсе, пӗр саманта чарӑнса тӑчӗҫ, вара ӑна ыталаса илчӗҫ:
Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫав хушӑра, хӑйсен умне таҫтан сиктерсе тухнӑ юланутҫӑсене курсассӑн, вӗсене харӑс перес тесе, салтаксем чупа-чупа пӗр йӗркене тӑма тытӑнчӗҫ.
Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ара, ҫӑкӑра кун пек каснине курсассӑн сана никам та арҫын теес ҫук, эсӗ хӗрупраҫ иккенне пӗлӗҫ пурте.
Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӗр хӑй ҫине ҫапла тери нумай ҫын сӑнаса пӑхнине курсассӑн сасартӑк вӑтанса кайрӗ, сиси-сисми хусканупа кӗпине тӳрлетсе аялалла туртрӗ.
Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Юр пек шурӑ урхамах кӳсе хӑйне тытма тӑнине курсассӑн пуҫне силлесе илчӗ те ҫур утӑм пек каялла чакрӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тинӗс шывне курсассӑн Аса килчӗ аслӑ Атӑл, Санӑн сӑнна курсассӑн Ҫӗкленсе кайрӗ ӑс-хапӑл.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Хӑй роттинче служить тунӑ Урхана курсассӑн Орловӑн палланипе аса килчӗ тус-йышӗ.
VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Мӗн калӗҫ-ши мана курсассӑн?
XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Курсассӑн калӑн:
XXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Катмар кермен; илемӗпе, Курсассӑн, илӗртӗ те тӗнтӗ.
XIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Анчах та тупрӑм эп кунта, Тӑван ялта, сана курсассӑн.
XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
«Курсассӑн, ним те шеллеместӗп, Вӑл ыр туни ялан умра.
X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Пырать юмахӗ ӗлӗкрен: Ҫытар ҫинче курсан куян — Пулатӑн пуринчен пуян, Курсассӑн урнӑ упана — Качча каятӑн юпана, Куҫу умне тухсан эсрел — Ҫӑвать тет ҫумӑр чӗресрен, Тухсассӑн тӑвӑл, вӑйлӑ ҫил — Пулать ҫӗн каччӑ, ҫӗнӗ кил».
IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Сахал пулман пуль калаҫу, — Курсассӑн, — пирӗн хушӑра Сивӗ чухне е ӑшӑра, Е улӑхра, е ҫул ҫинче…
II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.