Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, французла питӗ начар пӗлекенскер, тытӑнчӑклӑн калаҫса, хамӑн тусӑм фон Дöнгоф барон хушнипе килтӗм; сирӗн Дöнгоф баронран, ӗнер ӑна мӑшкӑл туса вӑрҫнӑшӑн каҫару ыйтмалла пулать, фон Занин барон каҫару ыйтасшӑн мар пулсан, фон Дöнгоф барон ӑна хирӗҫ тухма хатӗр, тесе пӗлтерчӗ, Санин ӑна хӑй каҫару ыйтма шутламанни ҫинчен, анчах хирӗҫ тухма хатӗрри ҫинчен ответлерӗ.
XVII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Пӗлетӗн-ҫке: ҫылӑха кӗместӗн — каҫару ыйтмастӑн, каҫару ыйтмастӑн — ҫӑлӑнӑҫ тупмастӑн…Знаешь: не согрешишь — не покаешься, не покаешься — не спасешься…
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл: эпӗ тӑшмансенчен нихҫан та каҫару ыйтмӑп, тенӗ; арестленисене пурне те тӑшмантан каҫару ыйтма сӗнмен.
Ку — вӑл пулнӑ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Хӑй мӗнпе кӑна кӳрентерме пултарнӑ, ҫавсемшӗн пуриншӗн те кил-ҫуртри мӗнпур ҫынсенчен каҫару ыйтнӑ; хӑйне хӗрхеннӗшӗн пире пурне те епле тав тумаллине пӗлменни ҫинчен калама тата, эхер вӑл хӑйӗн тӑмсайлӑхне пула кама та пулин кӳрентернӗ пулсан, пиртен каҫару ыйтма хӑйӗн пачӑшкине, Василий аттене, хушса хӑварнӑ, «эпӗ нихҫан та вӑрӑ пулман, хам валли улпутӑн ҫиппине те тытса курман», — тенӗ Наталья Савишна.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсем пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑраҫҫӗ, Владимир Михайлович ют ҫын ӗҫне хутшӑннӑшӑн каҫару ыйтма шутламасть те пулас (тӗрӗссипе каласан, эпӗ вӑл каҫару ыйтатех пулӗ, яланхи йӑла ҫӗнтеретех пулӗ, тенӗччӗ — вӑл пуринпе те ытла йӗркеллӗ калаҫатчӗ-ҫке-ха).
57 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вилес умӗн вӑл хай карчӑкӗнчен каҫару ыйтнӑ, ӑна катка-пичке ӑстипе варлӑ пурӑннишӗн каҫарнӑ; ывӑлӗпе ун ачисенчен каҫару ыйтнӑ, вӗсене ырӑ суннӑ та ытлашши ҫӑвар катӑлнӑшӑн, тата йӑлӑхтарса ҫитернӗ пурнӑҫран урӑх пурнӑҫа куҫнӑшӑн вӑл чӑннипе хӗпӗртесе вилнӗ.
X // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
«Тытӑнса тӑнӑшӑн каҫару ыйтрӗ, питӗ пысӑк каҫару ыйтрӗ», тесе калама хушрӗ.Говорит: «Передай извинения, что задержался. Очень большие извинения».
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Акӑ тӑвӑл вӑхӑтӗнчи мӗскӗннӗн шӑхӑрнӑ сасӑ пек, тискер ӗрлевпе юнашарах унӑн хӑлхинче вӑл каҫару ыйтса калакан сӑмахсем, хӑйӗн тӗлсӗр-палсӑр каланӑ, халсӑрланса пыран сӑмахӗсем; тархасласа, тилмӗрсе, каллех каҫару ыйтса, пӗр вӗҫӗмсӗр каланӑ сӑмахсем янӑраса каяҫҫӗ…
Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Малтанах вӑл: Тёма боннӑран каҫару ыйтасшӑн пулас-ха, тесе шухӑшлать, Тёмӑран аслӑраххи пулса, хӑйне тивӗҫ ирӗкпе калаҫма пуҫлать; каҫару ыйтма халь ӗнтӗ кая юлни ҫинчен, пӗр айӑп тунӑ хыҫҫӑн Тёма татах, ҫавӑн чухлех, айӑпа кӗни ҫинчен каласа ӑнлантарать ӑна.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
— Апла пулсассӑн, эпӗ сирӗнтен каҫару ҫеҫ ыйтатӑп: эпӗ сире епле кӳрентернине эсир халӗ те лайӑх туйса тӑратӑр-ха… ответ ан парӑр халь мана, сирӗн каҫарӑва тивӗҫлӗ пулмалӑх вӑхӑт хӑварӑр мана!
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ача-пӑчасем е тата ушкӑнта камӑн та пулин ури ҫине пуссан, каҫару ыйтаҫҫӗ, кунта каҫару ыйтни пулӑшмасть, — терӗ Ольга, каллех питне тутӑрпа сулкаласа.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑйӗн йӑнӑшӗсене шута илсе каҫару ыйтас вырӑнне Виктор пулни-иртнишӗн пӗтӗмпех, пӗр сӑлтавсӑрах Нинӑна айӑплать иккен!
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
— Следователь каҫару ыйтрӗ «Ӗҫлӗр, урӑх чӑрмантармастпӑр», — терӗ.
IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Тӑван ялпа сывпуллашрӗ-ши вӑл, ялйышран каҫару ыйтрӗ-ши?
XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
— Ҫапла, — терӗ Алексей Матвеевич кӑштах лӑплансан, унтан пӗрре анне, тепре ман ҫине пӑхрӗ те, ытла та хӗрсе кайнӑшӑн каҫару ыйтнӑ пек, ӑшшӑн, кӑмӑллӑн кулса илчӗ.
XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Пирӗн чӗремӗрсенӗн куҫӗсене уҫсамччӗ: хамӑр мӗн туса пурӑннине хамӑрах курар та ӳкӗнсе Санран каҫару ыйтар.
Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Шыв ҫывӑхне ларса, вӑл йӗркесӗр хӑтланнӑшӑн Алюнаран каҫару ыйтрӗ.
VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Е ҫав ҫапӑ купи пӑхса ларать, е тӳпене тинкерет, пайташӑн пуҫне минретни пирки каҫару ыйтать.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Сан умра, манӑн хаклӑ Алюна, мана каҫару ҫук ҫак тӗнчере.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Лартӑр мана тӗрмене, ку тӗрӗс пулать, ирӗкре мана каҫару пулас ҫук!
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.