Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

каятчӗ (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лупас айӗнчен чӑлтӑртти-чӑлтӑртти сиксе тухнӑ путек чутах ун урлӑ каҫса каятчӗ.

Помоги переводом

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Кушак ҫуринчен шикленетчӗ вӑл малтанах, ун патӗнчен пӑрӑна-пӑрӑна каятчӗ.

Помоги переводом

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Чӑнах та, вӗҫӗнче чутах чыхӑнса каятчӗ, ҫавах та ҫине тӑрсах черккене пушатрӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Тарӑхнӑ самантра пӗлӗшӗмӗн шӗпӗнӗ пӗрлӗхен пек хӗреле-хӗреле каятчӗ.

Помоги переводом

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Атте киле куллен пыра-пыра каятчӗ, вӗренме мӗн кирлине иле-иле паратчӗ: е тетрадь, е кӗнеке, е кӑранташ, е тумтир.

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чылай чух, чӳречерен урамалла пӑхса, пурнӑҫ пирки пуплеме тытӑнатчӗ, вара Аркадий Давыдович хӑй ҫырнӑ пӗр-пӗр кӗнекене вуланӑнах туйӑна-туйӑна каятчӗ.

Помоги переводом

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Гильманов-бухгалтер интернатри Мишша Алмазов сӑвӑсене такӑнмасӑр вуланӑн, ракетӑн гидро-электро-пневмо системисенчи хӑш-хӑш детальсемпе агрегатсем «пуск» кнопкӑна пуснӑ хыҫҫӑн ҫеккунтӑн миҫемӗш пайӗнче ӗҫлеме тытӑннине тутӑ мӑйӑра шӗкӗлченӗ евӗр шӗкӗлчесе тухатчӗ, вӗсем пӗтӗмӗшле мӗнле операци тунине ыйт — е ҫухалса каятчӗ, е хӑвӑрт ӑнлантараймастчӗ.

Помоги переводом

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӗсем куҫкӗрет кулма та мӑшкӑллама пуҫласан, пӗчӗк Ваҫукӑн, ним тӑвайман енне, тӗнчере мӗн пуррине пӗтӗмпех лутӑркаса тӑкас килекен пулса каятчӗ.

Помоги переводом

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Председатель ҫынсемпе вӑрҫса туллашса чӗтрене еретчӗ те «эпӗ нервнӑй больной!» тесе ҫуйӑхатчӗ, ҫӑва тухсанах вара, хӗрсе ӗҫ пынӑ вӑхӑтра, колхоз укҫипе икшер уйӑха курорта туха-туха каятчӗ.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Инҫетрен-инҫетрен пӗччен купӑс сасси илтӗне-илтӗне каятчӗ те каллех лӑпланатчӗ.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Мӗншӗннине хам та пӗлместӗп, анчах Нина Васильевна алӑран тытсанах, манӑн ыратни те иртсе каятчӗ, кичемлӗх те таҫта кайса кӗретчӗ.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Мускавран ытларах Ленинградпа интересленетчӗ, ун ҫинчен каласа панӑ чух шухӑша каятчӗ.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ун чухне вӑл палламалла мар улшӑнса каятчӗ.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӑл пирӗнпе, — чирлисемпе, — пӗчӗк ача пекех ахӑлтатса кулнӑ ҫӗртех, сасартӑк кулма чарӑнатчӗ те, тӗксӗмленсе каятчӗ, тем аса илсе, йывӑррӑн сывлатчӗ.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫав музыка мана пӗрре пӗлӗтелле вӗҫтерсе каятчӗ, вара манӑн ҫунатсем вӑйсӑрланнӑ пек пулатчӗҫ те, эпӗ каллех ҫӗрелле аннӑ пек туяттӑм.

Помоги переводом

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пирӗн поезд малалла каятчӗ, эпир пӗр ҫутӑсӑр станцӑсемпе разъездсем, темӗнле шӑплӑха путнӑ пысӑк хуласем витӗр тухрӑмӑр.

Помоги переводом

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хӑш чухне вӑл, ывӑнса ҫитнӗскер, ларнӑ ҫӗртех таянса ҫывӑрса каятчӗ.

Помоги переводом

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Анчах «сестра» пурне те таса чӗрепе ӗненетчӗ, «тата мӗнпе пулӑшам-ши?» — тенӗ пек, йӗри-тавра пӑхкаласа илетчӗ те пысӑк сестрасем патне «канашлама» каятчӗ.

Помоги переводом

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Михха урамра е урӑх ҫӗрте тӗл пулсан, вӑл ун ҫинелле ҫаврӑнса пӑхмасӑр иртсе каятчӗ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑш чухне — хам пек ачасемпе пӗрле кӗтӳ кӗтме кайсан — кунӗ сисӗнмесӗрех иртсе каятчӗ.

Помоги переводом

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней