Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

картусне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урапа ҫинчен ҫӑмӑллӑн сиксе анса, куҫӗнчи пӗчӗк шанӑҫпа, анчах та ҫийӗнчех ӑна сӳнтерсе, таҫта та пулса курнӑ кавалерист-буденовец картусне ӗмӗтленнӗ алӑсенчен илчӗ те темшӗн ӑна тӑхӑнмарӗ, кӳреннӗ пек урапа ҫине пӑрахса каллех, ларас килмен пек купарчине урапа ҫинчи улӑм пӗрчисене перӗнтерчӗ.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Радик кӗске сӑмсаллӑ картусне тӑхӑнчӗ те, юлташӗсене каласа, ҫывӑхри столовӑйне апат ҫиме кайрӗ.

Помоги переводом

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Алексей пӗр ҫӗре, хӑйӗн юлташӗсем курӑнакан ушкӑна кӗрет, тепӗр ҫӗртен картусне кӑшт хускатса пуҫ тайса ҫеҫ иртсе каять.

Помоги переводом

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Айда, Укахви, ӑсатса хӑваратпӑр ӑна, — тет вӑл, картусне тӑхӑнса.

Помоги переводом

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫӗсене курма ҫук, Мӗтри картусне ҫамки ҫинех антарса лартнӑ.

Помоги переводом

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑл, салтак картусне пусарса лартса, машина патнелле пӑрӑнчӗ.

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анна Ивановна чупса пырса ун картусне илчӗ те ӑна камака хыҫӗнчи пӑта ҫине ҫакрӗ, унтан каллех ҫӗрулмм шуратма пикенчӗ.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сире килсе чӑрмантарас терӗм, — картусне ҫакма вырӑн шырарӗ Ятман.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кабир Гайнуллович, — картусне тӳрлетсе ун патнелле тепӗр утӑм турӗ Сахрун.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унтан картусне хывса ҫутӑ та сарлака ҫамкине алтутрипе шӑлса типӗтрӗ.

Помоги переводом

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑйӗн заместителӗн калаҫу мехелне пӗлсе ҫитнӗ тата вӑл мӗнле пӑхкаланинченех ун шухӑш-кӑмӑлне йӑнӑшмасӑр тавҫӑракан пулнӑ Левентей Михала тем каласшӑн иккенне сисрӗ те картусне илме тӑнӑ ҫӗртен хӑйӗн вырӑнне ларчӗ.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Федька картусне пусарах тӑхӑнчӗ, кӗнекисене йӗпенесрен хӗвне чикрӗ те тухса кайрӗ.

Федька нахлобучил фуражку, сунул книги за пазуху, чтобы не промокли, и ушел.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Мана вӗсем ҫурӑмран тӑпра муклашкипе икӗ хутчен шаплаттарчӗҫ, Тимкӑн картусне шыва ҫапса ӳкерчӗҫ.

Уже дважды я получил комом по спине, а у Тимки сшибло фуражку в воду.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Епле-ха, апла, нимӗн калаҫмасӑр-тумасӑр сасартӑках шут тытса, картусне тӑхӑнтӑр та фронта тухса кайтӑр-ха?

Не может же быть, чтобы человек вдруг, сразу, ни с того ни с сего — вздумал, надел картуз и отправился на фронт.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Бахвалов, картусне илсе, ҫаннипе ҫамкине шӑлса илчӗ.

Бахвалов снял картуз, рукавом вытер лоб.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Чи умӗнчен пыраканӗ, хӳхӗм ҫӳрен ӑйӑр ҫине утланнӑ самӑр ҫын, картусне хӑлхисем ҫинех пусса лартнӑскер тата полковникле ылттӑн погон ҫакнӑскер, кӑшкӑрашса, кӑвакарнӑ мӑйӑхӗсене чӑмласа, хӗҫне енчен енне вылятса, Ворошилов патнеллех вӑркӑнтарса пырать.

Передний, на великолепном рыжем жеребце, тучный, в фуражке, съехавшей на ухо, в золотых полковничьих погонах, крича и давясь седыми усами, устремился на Ворошилова, крутя клинком.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ворошилов, хутсем ҫинче выртакан картусне кармашса илчӗ те, ӑна пуҫӗ ҫине пусса лартрӗ.

Ворошилов потянулся за фуражкой, лежавшей на бумагах, глубоко надел.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Сывӑ-и, Иона Ларионович, — тет вӑл хулӑн сасӑпа, лаши ҫинчен анмасӑрах картусне хывса сулласа, унтан куҫӗпе Агриппина аллинчи витре ҫине кӑтартать те: — Ну, чылай тытрӑр-и? — тесе ыйтать.

— Здорово, Иона Ларионович, — густо сказал он, не слезая с коня, — только тряхнул фуражкой и подмигнул на ведро в руке Агриппины: — Ну как улов?

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Юлашкинчен: «эсӗ кӑвак, эпӗ, тусӑм, ватӑ» тенӗ сӑмахсене вуланӑ хыҫҫӑн вӑл картусне хывнӑ та, хӑйӗн кӑвак ҫӳҫӗсене кӑтартнӑ.

И, читая последние слова: «Ты сер, а я, приятель, сед», снял фуражку, открывая свои седины.

V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ҫурҫӗр ҫитеспе перекат патне ишсе пытӑмӑр, пушӑ баржӑна чулсем ҫинче ларакан баржа ҫумне илсе пырса тӑратрӑмӑр; эртел старости — шатра питлӗ чее, усал сӑмахсемпе ҫеҫ калаҫакан пит те сиенлӗ старик, шӗвӗр сӑмсаллӑскер, вичкӗн куҫлӑскер, кукша пуҫӗ ҫинчен йӗпе картусне туртса антарчӗ те хӗрарӑм сасси пек ҫемҫе сасӑпа кӑшкӑрчӗ:

К полуночи доплыли до переката, причалили пустую баржу борт о борт к сидевшей на камнях; артельный староста, ядовитый старичишка, рябой хитрец и сквернослов, с глазами и носом коршуна, сорвав с лысого черепа мокрый картуз, крикнул высоким, бабьим голосом:

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней