Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

калаҫкаласа (тĕпĕ: калаҫкала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӑваттӑмӗш классен бригадине салатса янӑ курӑнать, — каллех сӑмах хушрӗ Степа, калаҫкаласа пырсан юлташне те ӗҫлеме ҫӑмӑлрах пуласса шанса.

Помоги переводом

«Пӑшӑл пӑтти» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Уяв чухнехи пек капӑр тумланнӑ хӑнасем, хаваслӑн калаҫкаласа, шӳт туса, ача ашшӗпе амӑшне саламлама тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Эпилог // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ун хыҫҫӑн пӑхса юлнӑ шурфовщиксем ҫынна эрех епле улӑштарса яма пултарни ҫинчен калаҫкаласа саланчӗҫ.

Помоги переводом

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Чуста хунӑччӗ, йӳҫсе анчӗ пулӗ, — ҫапла калаҫкаласа, Верук амӑшӗ картишӗнчен тухрӗ.

Помоги переводом

IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ҫапла калаҫкаласа, эпир Веруксен тӗлне ҫитрӗмӗр.

Помоги переводом

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Калаҫкаласа пырса Акриппин кинемей пурӑнакан пӳрт умне ҫитнине сиссе те юлаймарӑмӑр.

Помоги переводом

Ниме // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 263–265 с.

Алӑк патӗнче ӑна Савельич маҫтӑр хирӗҫ пулса алӑ пачӗ, вара вӗсем иккӗш кӑштах калаҫкаласа илчӗҫ те кулкаласа уйрӑлса кайрӗҫ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тинӑпа кинемей ҫапла калаҫкаласа ларнӑ вӑхӑтра ҫывӑхрах шӑв-шав илтӗнме пуҫларӗ.

Помоги переводом

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Чӑрмантарас теменччӗ те, пӗр килнӗ-килнӗ, ларасах эппин, — килӗнче темле пысӑк ӗҫ юлнӑ пек, ӑна хистесех тытса чарнӑ пек калаҫкаласа, хулӑн тутӑрне салтса сак ҫине пӑрахрӗ Укань, кӗрӗк тӳмисене вӗҫертрӗ, пушаннӑ чӗрҫитти кантрине туртарах ҫыхрӗ те, сивӗ ҫапса тӑракан пӑрланнӑ чӳречерен пӑрӑнса, сӗтел хушшинех кӗрсе ларчӗ.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗли-пӗлми чӗлхипе вырӑсла калаҫкаласа, арҫынла пысӑк аллисемпе урана тирекен хӑмӑл ҫинче выртакан ыраша тӑпӑл-тӑпӑл ҫавӑрса илет те, пилӗкӗ тӗлне тытса, пӗтӗрнӗ ыраш тунипе ҫирӗппӗн тӗвӗлесе ҫыхать.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫапла калаҫкаласа выртнӑ хыҫҫӑн Ҫтаппан вырӑн ҫинчен тӑчӗ.

Помоги переводом

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем ҫапла калаҫкаласа общежити тӗлне ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урамра тӗл пулнӑ городовойпа та калаҫкаласа илчӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла пӗччен калаҫкаласа Хреҫҫи каялла ҫемҫе тӗк тӳшек ҫине, ӑшӑ виткӗч айне кӗрсе выртрӗ.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

— Пӗркун Первомайскра, канашлӑва кайсан, Сятровпа калаҫкаласа илме тӳр килчӗ те, сана темскер пит асӑнать вӑл.

Помоги переводом

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫапла калаҫкаласа шӳтлекелесе тӑнӑ хыҫҫӑн ачасем килӗсене саланас терӗҫ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫапла калаҫкаласа, майӗпенех Магдальсен килӗ тӗлне ҫитрӗҫ вӗсем.

Помоги переводом

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кун пек чухне, паллах, кӗтӳҫсемпе калаҫкаласа ҫеҫ пӑхни нимех те мар.

Помоги переводом

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Кур-ха эс ӑна, вырӑн ҫук тет… — калаҫкаласа салтӑнчӗ Данил Макарович люксра.

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Килте кӑшт калаҫкаласа ларӑпӑр та цирк курма кайӑпӑр.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней