Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӑпӑрт сăмах пирĕн базăра пур.
йӑпӑрт (тĕпĕ: йӑпӑрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Полина ӑна асӑрхамасть те тейӗн — вӑл халӗ йӑпӑрт та йӑпӑрт куҫ хӳрипе Ула Тимӗре сӗртӗнкелесе илет.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Шӑп кӑна ларӑр ҫакӑнта, эпӗ йӑпӑрт кӗрсе тухам-ха, — вӑрӑм тенкел ҫине кӑтартрӗ Роза Степановна.

Помоги переводом

Чуну таса пулсан // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

«Ҫумра сехет пулни, хӑть мӗн кала та, аван иккен, — савӑнсах шухӑшларӗ ача, лашине ятарласа тунӑ, вырӑна кӑкарса, — йӑпӑрт пӑхса илетӗн те хӑҫан каймалли-килмеллине те, мӗн чухлӗ кӗтмеллине те пӗлетӗн».

Помоги переводом

III // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Хӑяккӑн ларакан Миргалим чӑтаймарӗ, хӗрарӑм ҫине хапсӑнчӑклӑн йӑпӑрт пӑхса илчӗ, вара каллех пирус мӑкӑрлантарма пикенчӗ.

Помоги переводом

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Санька пуҫне усрӗ те хӗрелсе кайрӗ, унтан юнашар ларакан пиччӗшӗ ҫине «ма каламастӑн?» тенӗн, йӑпӑрт пӑхса илчӗ.

Помоги переводом

VIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Ҫтаппанӑн тирӗк тӗпӗ курӑнма пуҫласанах, ун патне Машка-Милашка йӑпӑрт пырса тӑчӗ, ним шарламасӑрах ашлӑ шӳрпе хушса пачӗ.

Помоги переводом

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Аван, аван, — терӗ Коростылева хуллентерех, страница ҫине йӑпӑрт кӑна пӑхса илсе.

Помоги переводом

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кашни меллӗ самантрах йӑпӑрт пӑхса илет ун ҫине, ҫавӑнпа Якурпа юнашар утма тем пекех кӑмӑллӑ ӑна.

Помоги переводом

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Петюкпа иксӗмӗр ик енчен тытса кунталла ҫавӑтса килме пуҫласан тин сӑмах хушрӗ: «Ярӑр мана, эп вӑрӑ та, шульӑк та мар. Йӑпӑрт пӗр хӗрарӑм патне кӗрсе тухасшӑнччӗ ҫеҫ, урӑх пӗр шухӑш та пулман манӑн», — терӗ.

Помоги переводом

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Вучах пӑхкала-ха, эппин, — кайса килем йӑпӑрт.

Помоги переводом

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Йӑпӑрт ҫеҫ пӑха-пӑха илет.

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Славик йӑпӑрт каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хушӑран вӑл йӑпӑрт ҫеҫ каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те, ача айӑплӑн куҫне тартнине кура, йӑл кулса илчӗ, кӗлеткипе алхасуллӑн вылянса утрӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Славик ҫурӑмне мечӗк пек пиҫӗ япала сӗртӗнсе илчӗ те, ҫӗре Эльвира сиксе анчӗ, кукленсе ларса, платйипе туртса тӳрлетрӗ, пӑлханса кайнӑ арҫын ача ҫине йӑпӑрт пӑхса илчӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Эльвира тарнӑ ачана ӗмӗтлӗн савакан куҫпа ӑсатать, Георги ҫине йӑпӑрт пӑхса илет.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Киле кайса килем-ха йӑпӑрт

Помоги переводом

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

— Кам вӑл Софья Лорен? — хаҫатран пуҫне ҫӗклемесӗрех йӑпӑрт ман енне пӑхса илчӗ вӑл.

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Сасартӑк картиш варрипе шап-шурӑ япала ҫӑмха пек кусса иртрӗ те йӑпӑрт! ҫеҫ ҫенӗк алӑкӗ умне хӑпарса ларчӗ — кушак ҫури иккен: ачашшӑн мяуклатса илчӗ…

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Уҫӑр-ха йӑпӑрт.

Помоги переводом

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Эп м-мӗн, эп анчах-им, — йӑпӑрт ҫеҫ пӑхса илчӗ Микола Сима енне.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней