Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

иртмӗ (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумай та вӑхӑт иртмӗ, паян кӳлӗ тавра йывӑҫ лартнӑ маттур ачасем трактор, комбайн ҫине ларӗҫ, сеялка хыҫне тӑрӗҫ.

Помоги переводом

Сӑртри палӑк // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

«Нумай та вӑхӑт иртмӗ, Упа тӑвӗ ҫине нефть уҫлакан насус вырнаҫтарӗҫ.

Помоги переводом

Сочинени // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Ӗненӗр, эсир ыркӑмӑллӑх кӑтартни ахаль иртмӗ, кӗҫех «ҫимӗҫне» пама тытӑнӗ.

Поверьте, ваше благородное поведение не останется незамеченным и вскоре принесёт положительные плоды.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Нумаях та вӑхӑт иртмӗ, Шупашкарти пӗтӗм предприятисем, апла пулсан — пӗтӗм хула коммунизмла ӗҫлеме, пурӑнма тытӑнӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмӗ, пирӗн заводри ытти бригадӑсем те, каярахпа цехсем те, юлашкинчен пӗтӗм завод та коммунизмла ӗҫлеме пуҫлӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Кӑшт та вӑхӑт иртмӗ, пӗчӗкскерсем шӑкӑртаттарса та ҫитӗҫ.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Кун пек пулсан, нумай та вӑхӑт иртмӗ, ҫӗр ҫине ҫӗнӗ чӗрчунсем килӗҫ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмӗ, пӗрремӗш шӑнкӑрав сас парса ачасемпе вӗрентекенсене классене йыхравлӗ.

Помоги переводом

Умра — ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%83%d0%b ... %bb%d3%97/

Вӑхӑт нумай та иртмӗ — кӗҫех чӑваш театрӗн сцени ҫинче те балет искусствине курса савӑнма пулӗ: пиллӗкмӗш ҫул ӗнтӗ Ленинградри А.Я. Ваганова ячӗпе хисепленекен хореографи училищинче чӑвашсен балет студинӗ ӗҫлет.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Бизнес-партнерсемпе тӗлпулу кӗтнӗ пек иртмӗ, айӑпӗ - объективлӑ мар хаклав е суя сӑмах.

Встречи с бизнес-партнёрами могут пройти не так, как хотелось бы, виной тому необъективная оценка или ложь.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах пӗчӗк кӑлтӑксемсӗр иртмӗ.

Однако, без мелких проблем и препятствий не обойдётся.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

«Вырӑс кимми вырӑнсӑр Атӑл тӑрӑх аташать; Иртмӗ халӗ парӑмсӑр: Тӑван тухать: тавлашать», — «Атте тухать атмапа, Эпир виҫҫӗн виҫепе, Утмӑл тантӑш тукшанпа, Хӗрсем ҫинҫе ҫилӗкпе».

Помоги переводом

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Нумай та вӑхӑт иртмӗ, ял-йыша медицина пулӑшӑвне хӑтлӑ условисенче пама тытӑнӑпӑр».

Помоги переводом

Фельдшерпа акушер пункчӗсем ҫӗнелеҫҫӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/03/17/%d1%84%d0% ... %d0%b5cce/

Сывлӑх пулсан, пуҫа та ал-урана ырӑ ӗҫе кӗртсен, телейӗ те пӑрӑнса иртмӗ.

Помоги переводом

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Нумай вӑхӑт иртмӗ, ку ҫар пирӗн пата… персе ҫитӗ.

Помоги переводом

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йӑмрасемпе тирӗк йывӑҫҫисем кӑчӑкӑ кӑларма тапратнӑ, нумай та вӑхӑт иртмӗ, ватӑ йӑмрасем, ҫулҫӑ сарса, яла каллех симӗс тумпа хупласа лартӗҫ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку эрне ӑнӑҫлах иртмӗ.

На этой неделе не очень благоприятное влияние.

29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эрне лӑпках иртмӗ.

Предстоят хлопотливая и суетная неделя.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Нумай вӑхӑт иртмӗ — трахома ҫеҫ мар, туберкулез та, тифсем те, чечче те, ытти сикекен чирсем те ҫамрӑк специалистсене парӑнӗҫ!

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ак нумай та вӑхӑт иртмӗ, ӑна та тӑван килтен аякка-аякка ӑсатӗҫ, ун ҫамрӑк аллине те ҫынсене вӗлерме хӗҫ тыттарӗҫ, выльӑха пусма ҫавӑтса кайнӑ пек, вӑрҫа хӑваласа кайӗҫ.

Помоги переводом

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней