Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑтра ҫилхеллӗ, кӗске хӳреллӗ вӗҫкӗн тихасем, хӑмӑт мӗнне пӗлменскерсем, амӑшӗсем ҫумӗнче тапӑртаттарса ҫӳреҫҫӗ: пӗрре тӗпӗртти-тепӗртти сикеҫҫӗ, тепре, амӑшӗсем айне кукленсех, ҫиллийӗсенчи пур-ҫук сӗте лачкама тытӑнаҫҫӗ.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
(«Философсем» тенӗрен, ҫакна хӑш-пӗрисем вӗҫкӗн шухӑш вырӑнне хума та пӑхрӗҫ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Вӑл капитализм самани хӑварнӑ хура енсене, харпӑр хӑйшӗн кӑна хыпса ҫунакансене, «хамӑр пурӑнса пултӑр» текенсене, ӗҫлемесӗрех тутлӑ ҫиме юратакан харам пырсене, вӑрӑсене, вӗҫкӗн ҫапкаланчӑксене, йӑпӑлти бюрократсене, «сӗрме» пӑхакансене, кахалсене халӑх куҫӗ умне кӑларать.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Мӗн шуйттанӗшӗн ҫав вӗҫкӗн ача, нейлон куртка тӑхӑннӑ пижон, ун патне шӑнкӑравлама шут тытнӑ-ха?
17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ҫын ачисем пек вӗҫкӗн мар, шулака мар.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
— Эй, вӗҫкӗн! — илтӗнчӗ хӗр сасси.
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
«Ах, ытлашши ҫӑмӑлттай-ҫке эс, ытлашши вӗҫкӗн!
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫавӑнпа та халапсем Итлемешкӗн вӗҫкӗн пек, Ҫавӑнпа та хастарсем Пулассинчен иртнӗ пек..
XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Тӑнлантараҫҫӗ курнисем ҫинчен Ентимӗрӗн ҫынӗсем халӑх варринче: Тумтиррисем таса, куҫӗсем вичкӗн, Сӑмаххисем итлекеншӗн вӗҫкӗн.
XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Кш-ша! — терӗм ҫакна, чечек ҫыххипе сулса, — ӑҫтан килсе лекрӗн кунта, вӗҫкӗн кайӑк?!
Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.
Пӗр пӗлтерӳ тӗлӗнчен вара куҫӗсем ниепле те вӗҫкӗн ҫил ачилле чупса-вӗҫсе иртесшӗн пулмарӗҫ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Тепӗр сехет пек исленчӗҫ-ши, ҫӑвӑнчӗҫ-ши вӗсем пӑчӑр-пӑчӑр вӗри тарпа, ҫук-ши, ҫулмалли те пыл хурт вӗллисем тавра кӑна юлнӑччӗ, хӗвеланӑҫӗнчен тем вӑхӑтра кусса-пӗтӗрӗнсе ҫитнӗ вӗҫкӗн сивӗ ҫил ачисем, пӑвӑннӑ сывлӑша сирсе вашкӑрттарса, таврара алпастӑланса чупма, арҫуриленсе пӗтӗрӗнме, йывӑҫсене лӑскама, вӑл-ку хӑрӑк-харӑка, хавшак япалана хуҫма, ҫӗкле-ҫӗкле ывӑтма, вӑйкӑнтарма пуҫларӗҫ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Каҫӑрӑлса, хӑпартланса ҫӳрет вара, вӗҫкӗн каччӑ пек.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Пӗрре те вӗҫкӗн мар вӑл, ҫапах куҫа илӗртет.
11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
«Вӗҫкӗн, — тет Аттеней ун ҫине сивӗ куҫпа пӑхса.
2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ывӑлне мӗн кирлӗ пулчӗ тата, леш вӗҫкӗн Атапая?
1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Шухӑшласа пӑх тенӗрен ҫакна калам: ху шухӑшласа пӑх, Тукай ӗмпӳ (сӑмахпа мӗнле вылять ку вӗҫкӗн, пӗрре ҫӗрпӳ тет Тукая, ҫавӑнтах ӑна ӗлӗкхи пек ӗмпӳ туса хурать).
14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тукай астӑвасса вӗҫкӗн те чарусӑр ача кӑначчӗ-ха ывӑлӗ, тепӗр чухне Хусана ашшӗпе ермешсе пыратчӗ, халь ав мӗнле ӳссе, тӗрекленсе, килпетленсе кайнӑ.
14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Мӗн пытармалли, Иливана хӑй пек хӗр ача кирлӗ, пуҫтах та вӗҫкӗн марри, сӑпаййи, хурапа шурра ӑнланаканни.
9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Патша, Иван Васильевич, манса хӑвармарӗ пире, ку, вӗҫкӗн Салтыков, тиркерӗ пулать.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.