Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл пин те тӑхӑрҫӗр вунтӑваттӑмӗш ҫулта пуҫланнӑ империализм вӑрҫинчен йывӑр аманса таврӑннӑ.
III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Хадича Тагировнан та ашшӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчен таврӑнайман, хӗрача «атте» сӑмаха та калайман, ашшӗ сӑнне те астумасть.
«Атте» сӑмаха калама пӳрмен // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... lama-prmen
Граждан вӑрҫинчен аманса таврӑннӑ ашшӗ 50 ҫултах пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
"Турӑ мана хӗр пачӗ" // Альбина КАПИТОНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50253-tur- ... -kh-r-pach
Ун чухне вӑл Францирен ҫӗршывӑн пӗрремӗш аслӑ вӑрҫинчен таврӑннӑ пулнӑ.
Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.
Граждан вӑрҫинчен таврӑнсан, вӑкӑр пек мӗкӗрсе ҫӳретчӗ ялта.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Чаккас ҫынни Юман Йӑкӑначӗ, граждан вӑрҫинчен таврӑнсан, Улатӑра милицие ӗҫлеме кӗнӗ.
8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Патша вӑрҫинчен Элекҫей савӑнӑҫлӑ хыпарпа таврӑнчӗ.
Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.
Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчен Ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ хыҫҫӑн йӗрке хуралӗнче службӑра тӑнӑ ветерансене халалланӑ.
Асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%b0%d1% ... 80%d0%bda/
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчен хӑрах алӑсӑр таврӑннӑ Николай Смелов, демобилизациленнӗ хыҫҫӑн тӑван ялӗнчи Ишекри шкулта математика вӗрентсе пурӑннӑскер, йӗркеленӗ ҫак сӑваплӑ ӗҫе.
Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.
Граждан вӑрҫинчен таврӑнайман юлташсен йывӑрпа пурӑнакан ҫемйисем те пур пирӗн.
Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Чылайӑшӗ Хусан вӑрҫинчен таврӑнман, ялта чирлесе е ватлӑха пула ҫӗре кӗнисем те сахал мар.
13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
(Кӑна кӑшкӑраканнисем турккӑ вӑрҫинчен хӑрах урине ҫухатса таврӑннӑ Тӑрна Хӗлипӗпе унӑн тусӗсем пулнӑ.)
Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчен таврӑнсан кил хуҫи нумай пурӑнайман, йывӑр чирлесе вилнӗ.
Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчен Ҫӗнтерӳпе таврӑнсан Кулинене шыраса тупнӑ та мӑшӑрӗ пулма ыйтнӑ.
Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/
Тал-Мӑрса патша вӑрҫинчен аманса килнӗ Георгий хӗрес кавалерӗ-ҫке!
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ҫавӑнпа типӗ те тӗве какайӗ, — ӑнлантарса пачӗ театр администраторӗ, граждан вӑрҫинчен аманса килнӗскер.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Яппун вӑрҫинчен таврӑннисем, иртнӗ ҫул, студентсем хистенипе, уретнике хӑйне кантур ҫуртне хупса лартнӑччӗ, ҫапла вара Тимофей Николаевича арестлесрен хӑтарнӑччӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Мӗн тӑвас тейӗн, самани ҫавӑн пек: яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ салтаксем халӑха чей вӗретсе ӗҫме вӗрентнӗ, ҫитменнине — сахӑрсӑрах, хӑшӗ-пӗри сахӑр вырӑнне пӑрӑҫ та ярса ӗҫнӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Сӑпани астӑвать-ха упӑшки Веня патша вӑрҫинчен мӗнле юпӑнчӑпа таврӑннинe, ӑна кунпа танлаштармалли те ҫук.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах сисмесӗрех ун ҫинчен шухӑшлама тытӑнать те, хайхи куҫ умне Веняпа Хӗлимун тытӑҫса кайни, вӑл, лашана хӑварса чупса пырса, иккӗшӗн хушшине кӗрсе тӑни, Веня нимӗн тӑвайман енне перӗнсе вилни мар, е унччен нумай ҫул маларах тин ҫеҫ-ха яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ Хӗлимун вӑйӑра ӑна ташлама чӗнсе кӑларни, кайран, уйӑх ҫутинче юмахри Йӑван-паттӑр пек таса та хӑватлӑ курӑнаканскер, унпа шӑнкӑр валак умӗнче шӑкӑл татса калаҫса тӑни, е тата чылай ҫулсем иртсен, Веня ӗнтӗ тӗнче вӑрҫи фронтне кайсан, Хӗлимунӑн, хӑйӗн вӑрттӑн ӗҫӗпе яла килнӗскерӗн, кӗтмен ҫӗртен ирӗксӗрех Сӑпани килӗнче ҫӗр каҫма тивни, ҫав ҫӗрле вара Сӑпани, хӑй мӗн хӑтланни пирки пач шухӑшламасӑр, пуҫне ҫухатсах, сасартӑк унпа юнашар пырса выртса ҫылӑха кӗни тухса тӑрать…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.