Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Тен, кам пӗлет, Иван вилнӗшӗн ку нимӗҫе айӑпламалла та мар пуль.
Хумкка нимӗҫпе калаҫать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Хӑшне айӑпламалла та хӑшне «тавтапуҫ» темелле халь ман аттепе аннерен?
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Вырӑссене чи малтан ясакшӑн айӑпламалла.
15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Уншӑн ӑна питӗ хытӑ айӑпламалла…
10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Каҫару ыйтма ан хӑрӑр, кайран йӑнӑшсемшӗн хӑвӑра айӑпламалла ан пултӑр.Не бойтесь лишний раз извиниться, чтобы потом не корить себя за ошибки.
43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Куншӑн сана мар, мана айӑпламалла.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Калаҫу малтанхи шая ҫӗкленнӗшӗн, ҫапла майпа унта Детрей хутшӑнассине сирсе янӑшӑн, — ара, ӑна авалхи кӑнттам профессишӗн айӑпламалла, — кӑмӑллӑ Ева пӳлӗмрен тухрӗ, Гаренн вара туслӑх пирки тата темиҫе сӑмах каларӗ, унӑн шухӑшӗпе — вӑл туслӑх хитре йӗркесӗрлӗх иккенне ҫителӗклех ҫирӗплетсе пачӗ.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Эсир тата… хӑвӑра айӑпламалла мар пулин те — хӑвӑр пирки шанманлӑх кӑларса тӑратма тӑрӑшрӑр.К тому же вы старались если не обвинить себя, то внушить подозрение.
XXIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эппин, ӑна икӗ тискер ӗҫе хутшӑннӑшӑн айӑпламалла…
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эппин Аристотель — турра ӗненмен ҫын, ӑна хытӑ айӑпламалла! — тенӗ вӗсем.
Фаэтон халапӗ // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Сенат Тит Сервилиан каланине йышӑннӑ, Ҫавӑнпа пӗрлех Спартакпа Эномайӑн пуҫӗсемшӗн икӗ талант награда парасси ҫинчен декрет кӑларнӑ, ҫулпуҫсене иккӗшне те тата вӗсен юлташӗсене те хӗрес ҫине пӑталаса вӗлермелле тунӑ; кам та пулин пӑлхавҫӑсене пулӑшать пулсан, ҫавӑншӑн ӑна пит хытӑ айӑпламалла тесе йышӑннӑ.
XI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кама айӑпламалла ҫакӑн пек килсе тухнишӗн?
Аннепех пурнӑҫ лайӑхчӗ // Валентина Элиме. Килти архив
— Пурне те тӗплӗн пӑхса тухӑр, пӗтӗмпех ҫырса хурӑпӑр, ҫул вӗҫӗнче ахальтен айӑпламалла ан пултӑр сире.— Осмотрите всё до тонкости, и точно всё запишем, чтоб в конце года зря не цепляться.
42 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Мӗнле-ха вӑл, апла пулсан, мана судпа айӑпламалла тухать? — кӑшкӑрса ячӗ Андрианов.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Пӑхӑнакансен кӑлтӑкӗсене чӑтса ирттерме пӗлес пулать, куҫкӗрет преступленисемшӗн кӑна айӑпламалла.— Выявлять надо недостатки подчиненных и наказывать прямые преступления.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Унӑн арӑмӗ начар хуҫа пулнӑшӑн мӗншӗн-ха татах ӑна айӑпламалла?Зачем ставить ему в вину еще и то, что его жена — плохая хозяйка?
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Ӑна тивӗҫлипе айӑпламалла! — тесе кӑшкӑрчӗҫ халӑх хушшинчен.
LXIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Пире «шурӑ» индеец Ванди ҫаратса каять пулсан, пирӗн хамӑра хамӑр ҫеҫ айӑпламалла; пачах ют ҫынна хамӑр пӗчӗк ачалла шаннӑшӑн ҫеҫ пирӗн тӳсмелле пулӗ.
III сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Урамра ҫынна таптанӑ хыҫҫӑн тарма хӑтланнӑ, хӑй ӑнсӑртран амантнӑ ҫынна урамах пӑрахса хӑварнӑ ямшӑка та хытӑ айӑпламалла.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
«Тӗрӗс мар тунине йышӑнсан, мӗншӗн айӑпӑн ҫурри пӗтет?» — ыйтрӑм та эпӗ, Лидия Николаевна: «Ҫын хӑй каласа парать пулсан, вӑл хӑй айӑплине туйни пулать, ҫавӑнпа ӑна хытӑ айӑплама юрамасть. Пӑркаланать, суять пулсан, вӑл нимӗн те ӑнланмасть, ҫав йӑнӑша ӳлӗмрен тепӗр хут тума пултарать, ҫавӑнпа ӑна айӑпламалла», — терӗ.
Ҫӗнӗ шкул // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.