Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Шашша пичче тимӗр автан илсе пачӗ мана, пӑх-ха, Хӗветӗр пичче! — терӗ те Павлуш, ҫӑварӗнчен кӑларма пӗлмен автан сассилллӗ шӑхличӗпе виҫӗ хутчен шӑхӑртса илчӗ.
Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ак хӑйсен хӗрлӗ автанӗ авӑтса яни те илтӗнсе кайрӗ: ун сассине вӑл ҫӗр автан хушшинчен те уйӑрса илет.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Калас пулать, кил-ҫурт таврашӗ земство управин членӗн пуян ҫынсенчен кая мар: малти пӳртне хӑма ҫапса хӳтӗленӗ, кӗтессисене ярӑмӑн-ярӑмӑн кӗске хӑмапа витсе хитрелетнӗ, ҫиелтен ҫутӑ кӑвак сӑрӑпа илемлетнӗ; пӳрт ҫийӗ — хӗҫтимӗр; мӑрйи тӑрринче авӑнчӑк хӳреллӗ автан кӳлепи (ку автанӗ вара шак та ҫиле хирӗҫ ҫаврӑна-ҫаврӑна халь авӑтса ярас пек пуҫне каҫӑртса ларать).
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Чул сарнӑ ҫул, улма-ҫырла хуппипе, улӑмпа тата хаҫат таткисемпе ҫӳпӗленсе пӗтнӗскер, хунар юписен тӗпӗсене ҫап-ҫутӑ ҫаврашкасемпе ытамланӑ; ҫынсем кумаҫҫӗ; сӑмса кӑкӗ таранччен пӗркеннӗ ҫӳллӗ хӗрарӑмсем вӑраххӑн иртеҫҫӗ; вӗсен нӳрӗ йӑлтӑрккапа карӑннӑ хура куҫӗсем йӑлӑхтармӑш чӑптапа ҫарамас ачасен кӗтӗвӗ патне тата апельсин шывне ӗҫнӗ май сухалне шӑлкаласа ларакан таса мар автан — ҫемье автанӗ — патне васкаҫҫӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Аппӑшӗ каланине автан итлемест, пӑр ҫинче ярӑнма тытӑнать; пӑрӗ ҫурӑлать те хайхи автан шывалла анах каять.Не послушался петушок сестры; покатился по льду, лед проломился, и петушок — бултых в воду!
Тӑхтама пӗл // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 19–21 с.
Урамри чӳрече хыҫӗнче автан авӑтрӗ, йытӑ вӗрсе ячӗ, Емельяновӑн вара хӑйсем калаҫни мачча ҫине нимӗн те ан илтӗнтӗр тесе, йытта ҫаплах вӗртересси, автана хытӑрах та нумайрах авӑттарасси килчӗ.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Анчах ниҫта та аякра автан авӑтни илтӗнмест: хулара та, унӑн ҫаратса пӗтернӗ таврашӗнче те тахҫанах ӗнтӗ пӗр автан та юлман.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
— Эх, автан, автан! — тенӗ кушак аҫи.
Турра ӗненекен кушак аҫи ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Анчах, автан ухмах иккенне пурте пӗлсе тӑнӑ пирки, вӑл автан ҫине никам та ҫавӑрӑнса пӑхмарӗ.Но так как всем было известно, что петух дурак, то на этого петуха никто не обратил внимания.
Буратино ылтӑн ҫӑраҫҫи вӑрттӑнлӑхне пӗлет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Унтан ывӑҫ тупанӗпе ҫамкинчен пуҫласа ӗнсине ҫити шӑлса илчӗ, — ҫавна пула сайра ҫӳҫӗсем пӗр тӗлте пухӑнса автан киккирикӗ пек пулса тӑчӗҫ, — ҫамки ҫинчи хутламӗсене аялалла антарчӗ, янахне ҫӳлелле ҫӗклерӗ те тӳрех ҫапӑҫма юратакан, анчах тӗсне ҫухатнӑ, сӑхса пӗтернӗ киккириклӗ автан пек пулса тӑчӗ.
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
Ҫурӑм-пуҫпе хир чӑххисем уҫланкӑсенче ҫисе ҫӳреҫҫӗ: хӑш чухне чӗпӗ амӑшӗ чӗпписемпе ҫисе ҫӳрет, хӑш чухне автанӗпе чӑххи ҫӳреҫҫӗ, хӑш чухне тата темиҫе автан пӗрле ҫисе ҫӳреҫҫӗ.
Хир чӑххисем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Таҫта ял вӗҫӗнче кӑна автан авӑтни илтӗнсе кайрӗ, анчах, ялта ытти автансем пӗтӗмпех вилсе пӗтнӗ пекех, ӑна хирӗҫ нихӑшӗ те сасӑ памарӗҫ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ӑна валли Валентина Угреньтен резина автан илсе килсен, Дуняшка пуҫне чалӑштарса автана пур енчен те пӑхса ҫаврӑнчӗ, вара Авдотья сассипе ҫемҫе кӑмӑлпа ҫапла персе ячӗ:
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хаваслӑ хӗрлӗармеец вара, автана силлесе, Ильиничнӑна ҫапла хуравланӑ: «Ку автан, асанне, — тенӗ вӑл, — совет влаҫне хирӗҫ авӑтса пурӑннӑ, ҫавӑншӑн эпир ӑна пусса ҫиме йышӑнтӑмӑр!
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ирина автан ҫунаттине хуҫса илчӗ те, автана тытнӑ чухне чӑхсене хӑратса пӗтерни ҫинчен каласа, кула-кула ҫирӗ.Ирина, отломив крылышко, со смехом рассказывала, как она ловила петуха и распугала всех кур.
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Эпӗ апла та капла: «Тархасшӑн ӳкӗте кӗрӗр, тетӗп, урисем унӑн парне илес тиханни пек, анчах утасса автан юрттипе утать вӑл… утти автанӑн пек унӑн», тетӗп.
4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Юлашкинчен инҫетри станицӑра пӗрремӗш автан авӑтни илтӗнсе кайрӗ, ун хыҫҫӑн тепӗр автан тӑсарах авӑтса ячӗ, ӑна итлесе ыттисем те шарлаттарса авӑтма пуҫларӗҫ.
VIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Тепӗр чух ӑна ҫамрӑк автан пусма хушатӑн та, вӑл пур — хӑравҫӑ — унта та, урама чупса тухса, пӗр-пӗр иртен-ҫӳрене автан мӑйне касса татма ертсе кӗрет: тумлам юн курма хӑрать…
XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Агафья Матвеевна унӑн апат-ҫимӗҫӗ, кӗпе-йӗмӗ, пӳлӗмӗсем пирки мӗншӗн хыпаланса тӑрмашнине Обломов тавҫӑрса илеймерӗ, — кил хуҫи арӑмӗн кӑмӑлӗ ахаль ҫапла пулӗ, терӗ; пӗрремӗш хут курсанах Обломов ҫав кӑмӑла асӑрханӑччӗ: ун чухне Акулина пӳлӗме автан йӑтса кӗчӗ, кил хуҫи арӑмӗ, лешӗ ытлашши вырӑнсӑр хӑтланнинчен именчӗ пулин те, ҫапах ӑна: лавккаҫа ку автанне мар, кӑваккине памалла, тесе калама ӗлкӗрчӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кӳршӗри автансене пурне те хӑрататчӗ ҫак автан.
Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980