Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах пуласшӑн мар вӑл сӳтӗк: Парӑнтарасшӑн барона Халь дипломатиллӗ ӑспа, Пӗркентересшӗн шур пӑспа: Аваннине сӑнатӑр, куртӑр, Начаррине курсан ан култӑр.
XXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Амӑшӗ киле таврӑннӑ пулсан, хӑй пӗлӗ мӗн тусан аваннине.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Негрсенчен тавар татах пама ыйтсан ял королӗ, ҫав тери ӳсӗрскер, шур эрех питех те аваннине евитлет, енчен те ӑна пӗр пичке эрех парас тӑк хӑвалав сунарӗ йӗркелеме, ҫак ӗҫе хӑйне пӑхӑнакан пин-пин ҫынна явӑҫтарма хатӗр.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Халиччен курман-илтмен пурлӑха курсан ырӑ хуҫа шалт тӗлӗнсе каять, пуринчен ытла тата хуҫи пулманран тӗлӗнет, хуҫи кӑна мар-ха, тарҫи те ҫук; музыка ҫаплах татти-сыпписӗр илтӗнет, ҫавӑн чух вӑл хӑй ҫинчен ҫапла шухӑшлать: «Аваннине аван та, анчах ҫимелли ҫук», тет.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Ҫук, эсӗ халиччен унран аваннине курман, ҫавӑнпа ҫакӑн пек ҫулӑхнӑ та…Нет, это только потому ты привязался к ней, что лучше ее не видал…
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫулсем иртнӗҫемӗн, хамӑр пурӑнакан тӗнчене лайӑхрах пӗлсе пынӑ май, эпир — мӗн тӑвайӑн! — аваннине кӑна мар курма вӗренетпӗр-ҫке…С годами, узнавая окружающий нас мир, мы — увы! — узнаем не только хорошее…
6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Хӑйӗн проекчӗ аваннине ҫирӗплетсе пама пултарайман чухне Васильев мӗн чухлӗ тавлашусем, кӳренӳсем тӳссе ирттермерӗ пулӗ, ҫакӑн чухне вӑл хӑйӗн ӗмӗчӗсем те ҫухалаҫҫӗ пулӗ тесе шутланӑччӗ!
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Тарҫӑ каланӑ: «Пӗрне астивнипех пурте аваннине ӑҫтан пӗлӗп?» — тенӗ.«Как я узнаю,— сказал слуга,— что они все хороши,— если отведаю только одну?»
Чи аван улмасем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Пӗр-икӗ сехет шухӑшласа ларнӑ хыҫҫӑн, ӑсра малашнехи начаррипе аваннине — ах, начарри ытларах ҫав! — тишкерсе тухнӑ хыҫҫӑн ҫирӗп шухӑш тытса лӑпланнӑ Дик Сэнд ура ҫине тӑчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ыттисем валли мӗн те пулин аваннине тума тӑрӑшнӑ чухне лайӑххи пурпӗрех сан енне ҫаврӑнать».Когда стараешься что-нибудь хорошее сделать для других, это хорошее непременно обернется на тебя».
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Эпӗ ун ҫинчен аваннине шухӑшласшӑн мар халӗ, ӑна пӗтӗм вӑйпах ҫиленесшӗн халӗ эпӗ, вӑл мӗн каланине пӗтӗмпех сиенсӗрлетес тесе, тӑшмана ҫиленнӗ пек ҫиленесшӗн!»
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Мойше каҫсерен ӑҫта вырӑнаҫса ларсан аваннине пӗлет — Сарра-аппӑшӗн чӗрҫи ҫинче!Мойше знает, где лучше всего сидеть вечером, — на коленях тети Сарры!
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Анчах этем хӑй ӗмӗрӗнче нимӗн аваннине те, ним ыррине те тумасть пулсан, вӑл вилет.Только когда человек за свою жизнь не сделает ничего хорошего, не совершит доброго дела, он умирает.
Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
— Аваннине хам та пӗлетӗп…
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Васкавлӑскер, сухалӗпе уссине тап-таса хырнӑскер, праҫник чухнехи пек савӑнӑҫлӑскер тата аллине портфель тытнӑскер, вӑл ҫийӗнчех сӑра мӗнле аваннине, жалобӑсем пуррипе ҫуккине ыйтса пӗлчӗ, унтан актив килнӗ ятпа хӑш магазина епле тавар илсе килни ҫинчен пӗлтерчӗ, калаҫу вӗҫӗнче хӑйне валли сӑра тултарттарчӗ.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Темӗнле художник ҫакӑн пек урамсенче пурӑнма пит аваннине асӑрханӑ.Некоему художнику удалось открыть весьма ценное свойство этой улицы.
Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.
Аннепе юнашар тӑратӑн ху, анчах хӑвпа пӗрле, хӑв ҫумӑнтах анне пулни ҫав тери аваннине туймастӑн: кӑшт кичем пулсанах, ун ҫумне тӗршӗнетӗн.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пӗлетӗн-и эпӗ мӗнле аваннине?
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Итле-ха, — терӗм эпӗ, вӑл халӗ лайӑх кӑмӑллине кура, — сана мӗн тесе чӗнсен аваннине пӗлместеп, ӑна пӗлесшӗнех те мар…
Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ӑна пуҫтарса тирпейленӗ чух та тӑпри ҫинче никам та пӗр сӑмах шарламан, мӗншӗн тесен, вилнӗ ҫын ҫинчен аван мар калаҫни — кӑмӑлсӑр, аваннине калаҫма сӑлтавӗ пулман.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
- 1
- 2