Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑрах ураллӑ та хӑрах куҫлӑскер, вӑл хӑйне мӗнле те пулин хӗрарӑм юратма пултарасси ҫинчен шутлама та хӑяйман, ҫынсемпе те калаҫман.
2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Хӑрах урасӑр, хӑрах куҫсӑр.
2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Хӑрах уринче ҫӑматӑ унӑн, хӑрах ури — ҫарранах.
X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Вӑл ҫӗрех перӗнсе тӑракан йӗс тӗслӗ ҫӑра ҫӳҫӗн хӑрах енчи сӗвемне сирсе, хӑрах куҫӗпе килкарта алӑкӗ еннелле пӑхса илчӗ те ура ҫине сиксе тӑчӗ.
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Ачан хӑрах пичӗ, хӑрах хулӗ, аякӗ, пӗҫҫи ирӗлсех кайнӑ…
Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.
Санӑн та, Васса, хӑрах йӑран, манӑн та хӑрах йӑран, манӑн санӑннинчен ансӑртарах пек, — тет Спанюк, анине утӑмлакаласа илсе.
Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Хӑрах куҫӗпе вӑл умӗнчи катӑлнӑ уйӑха курать, хӑрах хӑлхипе шӑпчӑк юррине итлет, сӑмсипе тусан шӑршине туять, асӗнче — арӑмӗн сӑнӗ.
Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Яланах салхуллӑ, тутисене усӑнтарса ҫӳрекен хӑрах куҫлӑ Максим, шахтӑра взрыв пулнипе хӑрах куҫӗ сиксе тухнӑскер, ҫапла каласа паратчӗ:
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ашшӗ питӗ перекетлӗ ҫын пулнине Эмиль лайӑх пӗлет, ҫавӑнпа та ҫапла шухӑшларӗ, паянтан пуҫласа лешӗ хӑрах пушмакне тӑхӑнса теприне перекетлесшӗн ӗнтӗ, ыран хӑрах пушмак тепӗр урине тӑхӑнӗ.
Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Труби вара хальхи бинокль евӗрлӗрех пулнӑ темелле, анчах вӑл бинокль пек мӑшӑр трубаллӑ мар, хӑрах трубаллӑ кӑна пулнӑ, ҫапла вара, ун витӗр пӑхас тесен, хӑрах куҫпа ҫеҫ пӑхма пулнӑ, тепӗр куҫа хупласа тӑмалла пулнӑ.
Телескоппа обсерватори // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Городничий хӑрах куҫлӑ Иван Ивановичпа ҫавӑн ҫинчен заклад хурса тупӑшма хатӗр пулнӑ, анчах хӑрах куҫлӑ Иван Иванович городничие заклада хӑйӗн суранлӑ урине хума сӗннӗ, вӑл тата, хӑй енчен, курман куҫне хума пулсан, килӗшсе татӑлайман; апла калаҫни городничие кӑшт кӳрентернӗ те пулас, хӑнисем вӑрттӑн кулкаласа та илнӗ.
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Юлашкинчен Иван Иванович, леш Иван Ивановичӗ мар, тепри, хӑрах куҫли, каласа ячӗ: «темӗн тӗлӗнмелле тухать-ха маншӑн, терӗ (хӑрах куҫлӑ Иван Иванович яланах хӑйне хӑй тӑрӑхласа калаҫма юратать), манӑн сылтӑм куҫӑм кунта Иван Никифорович Довгочхун господина курмасть-ха», терӗ.
VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Анчах Миргородри суд, яланхи пекех икӗ питлӗ пулса, ҫак ӗҫсемпе вӑрттӑн килӗшнӗ, ҫавӑн пек килӗшӳ пулман пулсан, сысна ниепле те хут вӑрлама кӗме пултарайман: мӗншӗн тесен, Миргородри повет сучӗн хурал-тарҫӑ тавраш та ҫителӗклӗ, ку тӗлӗшрен приёмнӑйра ялан тӑракан пӗр салтак ҫине кӑтартсан та пырӗччӗ, ҫав салтакӑн, хӑй хӑрах куҫлӑ та хӑрах алли кӑшт чӑлах пулин те, сыснана чукмарпа хӳтерсе ямалӑх вӑйӗ пурах.
VI сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Темиҫе утӑм эпир чӗнмесӗр утрӑмӑр та, сасартӑк палаткӑран юлнӑ шӑтӑкра пӗр ҫынна курах карӑмӑр: вӑл шӑтӑк тӗпӗнче хӑрах аяккӑн тайӑнса, хулпуҫҫийӗпе окоп стени ҫумнелле сӗвенсе ларатчӗ, пальто унӑн хӑрах енчен хӑлхинчен ҫӳлӗрех хӑпарса кайнӑ, вӑл ӑна хывма тытӑннӑ та хывса пӑрахайман пек туйӑнатчӗ.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Калама пуҫличчен кепкине хӑрах куҫӗ ҫине антарса лартать те хӑрах пӳрнипе тӑнлавӗ патӗнчен хыҫса илет — акӑ, епле кулмалла ӗҫсем пулаҫҫӗ! тенӗ пек тӑвать.Кепку на один глаз сдвинет и почешет пальцем у виска — вот, дескать, дела-то какие смехотворные!
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
Малтанхи пекех, вӑл хӑрах пушмакпаччӗ, ҫавӑнпа та, утнинчен ытларах, хӑрах ури ҫинче сикрӗ, мӗншӗн тесен мартри шӗвек юр ҫийӗн ҫара уран утасси ытла кӑмӑла каймалла япалах мар.
2 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Акӑ халь-халь шаман хӑй еннелле ҫаврӑнса: «Эпӗ сан куҫна чиксе шӑтарма килтӗм. Эпӗ хӑрах куҫлӑ, эсӗ те хӑрах куҫлӑ пулӑн», — тесе калассӑн туйӑнать.
Пӑрлӑ чикӗ леш енче // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Эпӗ хӑрах куҫлӑ, эсӗ те хӑрах куҫлӑ пулатӑн.
Пӑрлӑ чикӗ леш енче // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Эх, хӑрах куҫ, хӑрах куҫлӑ чун ҫав эсӗ!
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Укҫук хӑрах аллипе кӗпе аркине пуҫтаркаласа тытрӗ те икӗ аллипе те суллама май ҫук пирки хӑрах аллипе икӗ хут вӑйлӑрах суллантарса вӗҫтерчӗ.
XII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.