Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хывӑнса тӑхӑнччӑр-иҫ, — асра-тӗсре пулман халапсем калама пӑхрӗ Левен; сӑмах сыппа пымасть.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Халапсем тӑрӑх яла ҫавӑн пекех Мелекасово ялӗнчен тухнисем куҫса килнӗ, ҫакна икӗ ялти пӗрешкел йӑх тӑрӑмӗсем пурри ҫирӗплетет: Метейпе Тугыз.
Лемез-Тамак // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... 0%B0%D0%BA
Ҫапла, халапсем тӑрӑх, Ярастау ялӗн (1802 ҫултанпа Ярославка) ҫыннисен ҫӗнӗ вырӑна куҫма тивнӗ.
Лемез-Тамак // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... 0%B0%D0%BA
Анук ҫеҫ, ял хушшинче ҫӳрекен усал халапсем ҫинчен нимӗн те илтмен-пӗлменскер, хӗрарӑмсем мӗншӗн васкаса саланнине тавҫӑраймарӗ.
XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тата Анука укҫа Михха паман, вӑл ыйткаласа ҫӳрекене ҫаратнӑ теме хӑтланакансем те тупӑнчӗҫ, анчах ку халапсем витӗмлех пулмарӗҫ.
XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ӗмӗрсем хушшинче ку мифла халапсем тӗлӗнмелле улшӑннӑ, кӳршӗллӗ халӑхсен сӑмахлӑхӗнчи сӑнарсемпе, илемлӗх мелӗсемпе тата ыттисемпе те пуянланнӑ.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
Уйрӑм томсенче чӑваш фольклорӗн тӗрлӗ жанрӗ пулӗ: юмахсем, мифсемпе халапсем, ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсем, мешехе поэзийӗ, юрӑсем, вӗрӳ-суру чӗлхи, ача-пӑча сӑмахлӑхӗ, ӗненӳсем, шӳтсем т. ыт. те.
Редколлегирен // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 4с.
Малтанах вӑл юмахсемпе халапсем ҫине таяннӑ, каярах вара хӑй тӗллӗн вӑй илнӗ.
«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html
Аслӑ кинӗ — ҫирӗп кин, Ҫиҫӗм пекех куҫ-пуҫсем, Хуньяшшӗнӗн сӑмаххи — Уншӑн хӗскӗч халапсем.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫавӑнпа та халапсем Итлемешкӗн вӗҫкӗн пек, Ҫавӑнпа та хастарсем Пулассинчен иртнӗ пек..
XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Вӗсем вӑрман илемӗпе пачах та интересленмен пек сукмак тӑрӑх юрӑсем юрласа утрӗҫ, тӗрлӗрен шӳтлӗ халапсем каларӗҫ.
8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Вӑл нихӑҫан тунсӑхлама, кулянса ҫӳреме юратмасть, кирек мӗнле йывӑр самантсенче те шӳтлеме, путишле халапсем яма пултарать.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Малашне ун ҫинчен халӑх халапсем калӗ, поэтсем сӑвӑсем ҫырӗҫ, композиторсем юрӑ хывӗҫ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ӗнел халӑхӗ хушшинче ҫуйлӑ халапсем хускатрӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анук ӑна курмарӗ, Элекҫейпе иккӗшин хушшинче пулса иртнӗ ӗҫпе кӗҫӗрхи халапсем мӗнрен пуҫланса кайнине тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ку халапсем суя мар иккен…
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ӗлӗкхи халапсем тӑрӑх вӑл пӗр тӗттӗм каҫ пӗлӗт ҫинчен ҫунса ӳкнӗ-мӗн.
Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Фронтри «халапсем» тени — революцилле пропаганда унта та пуррине пӗлтернӗ — вӑл паллӑ.
8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Салам калӑр ӑна, ун пек халапсем кунта та пур — тӑшмана ҫӗнтеретпӗрех!
8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Кашни ачаран каникулсем хыҫҫӑн Бобровников халӑх юррисем, халапсем ҫырса илнине пухать.
8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.