Поиск
Шырав ĕçĕ:
Алефтина Анатольевна уҫӑ кӑмӑллӑ, хаваслӑ, яваплӑ хӗрарӑм, пурнӑҫшӑн тӗлӗнме, савӑнма тата хӑй ҫине кулса пӑхма пӗлет.
Кистенлӗпуҫ волонтерӗ Алефтина Мордвинова ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3878911
Урхамаху ан путтӑр сан, — кинеми Вихтӗр салтак ҫулне хӑвӑрт ҫитнинчен тӗлӗнме тытӑнать.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Шӑвӑна-шӑвӑна кӗрекен студентсене курсан та Вадим шӑв-шав ҫӗклеменрен, вӗсене хӑваламанран, унчченхи пекех пӗр ӗҫсӗр явӑнса ҫӳренӗрен тӗлӗнме пуҫлаҫҫӗ интернат ачисем: «Мӗскер явӑнать ку пирӗн тавра? Ӗҫлӗ лашана ҫыпҫӑнакан пӑван пекех…»
8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Вӗрентекенсем Мишшаран тӗлӗнме тытӑнаҫҫӗ.
5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Ирина хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнме пуҫларӗ, мӗншӗн вӑл хӑйне темӗн чул пӑшӑрхантарнӑ, нервине хавшатнӑ, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн амаланма пуҫланӑ юратӑвне туртса илме пулӑшнӑ ӗҫ вырӑнне талпӑнать-туртӑнать.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Иртыш шывӗн юппи ҫинчи тайгари тӗттӗм поселокран тухса ҫын пулнӑскер, вӑл икӗ теҫетке ҫул Тутарстанра хӗсметре тӑрать, анчах пиҫсе ҫитнӗ панулми евӗрлӗ Атӑлҫи пикисен пӗлӗтри хитрелӗхӗнчен тӗлӗнме пӑрахмасть.
Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Тӗлӗнме кирлӗ-и: ҫакӑн хыҫҫӑн манӑн, ултӑ ҫултискерӗн, чаплӑ художник пулас ӗмӗт лап сӳнсе ларчӗ.Вот как случилось, что шести лет я отказался от блестящей карьеры художника.
I // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
…Кунта ытлашши тӗлӗнме кирлӗ мар пуль.
«Асамлӑ самант» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Вӑл усала тухсан вара — пурте калаҫма тытӑннӑ, унран пурте тӗлӗнме тытӑннӑ, тинех шухӑшлаттарма тытӑннӑ вӑл сире…»
XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ак сана ме! — кӑшкӑрсах ячӗ пур-ҫукшӑнах тӗлӗнме пӑхакан Еньков.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Сӑмахӑн универсаллӑхӗнчен тӗлӗнме те пулать.
Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html
Ҫав кунах НРП партийӗн ҫамрӑксен уйрӑмӗн президенчӗ Генкосман Киллик ҫапла каланӑ: «Пӗр-пӗр ҫын аллине ялавсем парса ӑна штаб-хваттере яракансен ытлашши тӗлӗнме е хӑйсен чӑтӑмлӑхне ҫухатмалла мар. НРП ҫамрӑкӗсене ҫӗр-ҫӗр пинпе виҫме май ҫук».
Кемаль Кылычдароглу // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BB%D1%83
Кун пек чухне Петр Васильевич хулана телеграмма ҫаптарнинчен тӗлӗнме кирлех те мар.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫавӑнпа та Таранов хайхи Нарспи Гавриловнӑпа чарӑнса тӑрсах калаҫма шут тытнинчен ним чухлӗ те тӗлӗнме кирлӗ мар.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫанталӑк йӗпе-сапаллӑ тӑрать пулсан кун йӗрки пӑсӑлнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар пек: тӑтӑшах ҫумӑр шӑпӑртатни кирек мӗнле ҫын кӑмӑлне те хӑш енчен те пулин пӑсать, йӑмшаклатать, сӳтӗклетет.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Эпир хамӑрӑн хаклӑ ветерансен, концлагерьсенче асап тӳснӗ ҫынсен, тыл ӗҫченӗсен ҫирӗплӗхӗпе паттӑрлӑхӗнчен халӗ те тӗлӗнме пӑрахаймастпӑр тата Раҫҫее аталантарас, унӑн тӗнчери тӑрӑмне тата ят-сумне ӳстерес тесе мӗн кирлине пурне те тума тӑрӑшатпӑр.
Олег Николаев Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/09/ole ... nem-pobedi
Кун пек чухне ҫурт-йӗр чаплӑ пулманнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Урпа хӗрсе тухнинчен ним чухлӗ те тӗлӗнме кирлӗ мар.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
— Пилӗк пинех, эппин, — ҫаплах тӗлӗнме пӑрахмарӗ анне.
III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.
«Кур-ха эс ӑна, — ҫаплах тӗлӗнме пӑрахмарӗ Савантер, — хӑй вырӑс, чӑвашсене кӳрентересси пирки шухӑшламасть те.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.