Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак интереслӗ экскурси вӑхӑтӗнче ачасем ҫак светуй ҫӑлкуҫ вырӑнӗпе тата историйӗпе паллашнӑ.
Ҫутҫанталӑка сыхламалла тата упрамалла // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... la-3392177
Вӑл Нифонт ятлӑччӗ, пӗчӗккӗ те кӑвакскерччӗ, светуй майлӑскерччӗ, час-часах вӑл хӗвӗнчен ҫарӑк, улма тата пӗр ывӑҫ пӑрҫа туртса кӑларатчӗ те: — Ме-ха, тусӑм, эпӗ сан валли кучченеҫ хатӗрлерӗм, ҫи, — тесе мана тыттаратчӗ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Марфа Петровна ӑнран кайса ӳкнӗ, ун хулӗ айне пӗчӗк турӑш чиксе хунӑ, турӑшӗ ӑшӗнче Антипий светуй ӳчӗ пулнӑ; молдаванка пӳлӗме темле тӗлӗнмелле нӑшӑкласа чупса кӗнӗ те, урайне тӑкӑннӑ йӳҫӗ купӑста шӳрпи ҫинче шуҫса кайса, кӑшт кӑна урине хуҫайман.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
— Светуй Патрик! — тесе йывӑррӑн сывлакаласа илнӗ шанчӑклӑ тарҫи.
XXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Светуй Иосиф…
V // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.
— Тӑванӑм! — тет пулӑҫӑ, — светуй Иосиф ячӗпе тархаслатӑп, тархасшӑн уҫӑр хапхӑра.— Брат! — отвечает рыбак, — отворите ворота ради святого Иосифа.
II // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.
— Светуй Иосиф сыхлатӑрах пирӗн моряксене.
I // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.
— Яланах ҫакна асра тыт: тӳпере турӑ пур, Римра — унӑн светуй «папежӗ».— Помни всегда, что на небе есть бог, а в Риме святой его «папеж».
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
— Усал вилӗмпе вилчӗ Макҫӑм, — тенӗ пансем хӑйсен ӑшӗнче; ҫакна вӗсем светуй Петӗр хӑйсен наместникӗн хутне кӗни вырӑнне шутланӑ.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Чылай вӑхӑт ирттерчӗҫ вӗсем, анчах ӗҫе вӗҫне ҫитичченех туса пӗтерчӗҫ: светуй Варфоломейран нимӗн те юлмарӗ.
VI // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Кӗнекене светуй Варфоломей сӑнарне ӳкернӗ пысӑк гравюра тӗлӗнчен уҫса хунӑ.
V // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫав аналой ҫинче «Светуй Варфоломей пурнӑҫӗ» ятлӑ чаплӑ кӗнеке выртнӑ.На этом аналое лежал экземпляр знаменитого «Евангелия от Варфоломея».
V // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вара, урнӑ пек сиксе ӳкрӗ те вӑл — светуй старике вӗлерчӗ.
XV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Светуй атте, кулатӑн эс манран!»
XV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Светуй старик сӑхсӑхса илчӗ, кӗнекине кӑларчӗ, унтан ӑна уҫса пӑхрӗ те, ҫав тери хӑраса, каялла чакрӗ, кӗнекине ҫӗре ӳкерчӗ:Святой схимник перекрестился, достал книгу, развернул — и в ужасе отступил назад и выронил книгу.
XV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Светуй атте, кӗлту! кӗлту! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл ӑнран каяс пек: — Пӗтнӗ чуншӑн кӗлту!» ҫапла каларӗ те тӳрех ҫӗре персе анчӗ.— Отец, молись! молись! — закричал он отчаянно, — молись о погибшей душе! — и грянулся на землю.
XV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Светуй хӑйӗн кӗнекине хупрӗ те кӗлтума пуҫларӗ…
XV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Ҫак стенасенчен те хӑрамӑттӑм эпӗ, вӗсем витӗрех тухса кайӑттӑм; анчах ҫак стенасем мӗнлине сан упӑшку хӑй те пӗлмест: вӗсене светуя тухнӑ ҫын тунӑ, ҫав светуй усӑ курнӑ ҫӑраҫҫипе уҫса тухмасан, ку пӳлӗмрен нимӗнле усал вӑй та тухаймӗ.
VI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Кайран ӳкӗннӗ те — светуй пулса тӑнӑ».
VI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пӗлтӗрех-ха вӑл, хам ляхсемпе пӗрле Крым ҫине кайма хатӗрленнӗ чух (ун чух эп ҫав суя тӗнлӗ халӑх майлӑччӗ-ха), Братски монастырьти игумен каласа пачӗ мана (вӑл, арӑм, светуй ҫын), антихрист кашни ҫын чуннех чӗнсе илме пултарать, терӗ; чун вӑл, ҫынни ҫывӑрса кайсан, хӑй ирӗккӗн ҫӳрет, турӑ ҫурчӗ патӗнче архангелсемпе пӗрле вӗҫсе ҫӳрет.
V // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
- 1
- 2