Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эверкки кӗнеке шкапӗпе юнашар ҫакса хуна ылтӑнланӑ рама (пӗртен-пӗр рама вӑл унӑн ҫакнашкалли) умне пырса тӑчӗ.
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Замазка хӑйпӑнса пӗтре, пӑтасем тӳрӗленчӗҫ; анчах Николай рама урлашкинчен тытса мӗнпур вӑйӗпе туртрӗ пулин те, рама хускалмарӗ.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӳречесем хушшинче, ҫуллӑн йӑлтӑртатакан ылтӑнланӑ хулан рама ӑшӗнче, патша портречӗ ҫакӑнса тӑрать, чӳречесем ҫинчи кӗрен тӗслӗ йывӑр чаршавсем рамӑна ик енчен тӳрӗ хутламсемпе хуплаҫҫӗ.
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пӗлтӗр Фроська ҫӗрулми сутса нумай укҫа тусан, вӑл чӳречесене ҫӗнӗ рама, урлӑ патак хумасӑр, вӑрӑмӗшпех кантӑк лартнӑ рама, лартма шутланӑччӗ.
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ытла ҫӳлтен те мар нимӗҫ самолечӗ, рама текенскер, васкамасӑр вӗҫсе иртрӗ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫирӗм ултталла ҫитнӗ, мӑйӑхӗпе сухалне ӳстернӗрен хӑй ҫулӗнчен аслӑрах курӑнакан ҫамрӑк ҫын рама чарчӗ, подрамщикпа пӗрле ӗҫ вырӑнне тасатрӗ, цехран тухрӗ.
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ваҫикпа иккӗшӗ рама айне вырнаҫтарнӑ пӗренене ку вӗҫӗнчен пусрӗҫ, машина кӑштах ҫӗкленсен, ӑна хыҫалалла хирнӗ май: «Айта, туртӑр!» — тесе кӑшкӑрчӗ «Хӑравҫӑ Михаҫ».
Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.
Пӗри, кӗске мӑйӑхлӑ та курпунтарах сӑмсалли, ҫиллес те ҫӳхе туталли, рама ӑшӗнчен ҫынна ҫисе ярас пек пӑхса ларать.
12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Нимӗн тума аптранипе вӑл чӳрече ҫумӗнчи стенара ҫакӑнса тӑракан рама умне пычӗ, кӗленче айӗнчи сӑнӳкерчӗксене пӑхма пуҫларӗ.
12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Кашни хваттер валли икшер алӑк, ик хутлӑ виҫшер чӳрече пулнӑ пулсан, сакӑр алӑк та ҫирӗм тӑватӑ рама тухать.
Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.
Ҫук, рама хӑйӑр ҫинче выртнӑ чухне мар, кӑштах ҫӗклесе илсен тин фрезасем ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ.
Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.
Сӗтел тӗлне, стена ҫумне, Ленинӑн рама ӑшне вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗкне ҫакнӑ.
Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ун питӗ хитре ӳкерчӗк пур, виҫӗ портрет валли рама касса тума пулать, — терӗ те пальто тӑхӑнчӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Паллах ӗнтӗ рама тупмалли тепӗр меслет те пурччӗ Илемпипе Валери Соловинӑн: художество галерейинчен тата ытти ҫӗртен укҫа-тенкӗ енӗпе пулӑшу ыйтма май пурччӗ.
XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ак, рама тавраш ҫитменни палӑрчӗ те лавккасем тӑрӑх ҫӳресе хӑшкӑлма тиврӗ, анчах усси питех сисӗнмерӗ — ӑна кирлӗ япала пулмарӗ.
XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн профессор вӑтӑр ултӑ ученикне рама ҫине тухса тӑнӑ сӑмахсене васкамасӑр строка хыҫҫӑн строка вуласа пыма хушрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫак рама ҫирӗм тӑваткал фут шутланать, ӑна пӳлӗм варрине вырнаҫтарса лартнӑ.Рама эта имела двадцать квадратных футов и помещалась посередине комнаты.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Мана самантрах пӳлӗмӗн пысӑк пайне йышӑнса тӑракан рама тӗлӗнтерчӗ.Меня сразу же поразила огромная рама, занимавшая большую часть комнаты.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ларкӑч айӗнче — чугунтан тунӑ рама, михӗ ӑшне хунӑ шрифтсем, картонран ҫыпӑҫтарса тунӑ кассӑсем, верстатка, валиксем…
XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Шараҫ станӗ тенӗскерне пӗчӗкҫӗ теме май ҫук, ку вӑл 148-150 см тӑршшӗ рама.Станок для тканья тесьмы — «шараҫ станӗ» маленьким не назовешь, это рама длиной 148-150 см.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.