Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Акӑ кам-кам: малтан Василий Николаич, аслӑ кассир пулать; вара Петр конторщик: Петрӑн шӑлнӗ Иван конторщик; Коскенкин Наркизов, вӑл та конторщик, тата эпӗ, — пурне те каласа та пӗтереймен.
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
Ҫав «осаднӑй» цензура, I Петрӑн ҫар регламентне тата грексен Номоканонне пӑхӑнса, эпӗ ҫырнисене пурне те пичетлеме чарнӑ, ан тив, хуть те вӑл вӑрттӑн полиципе уҫҫӑн курӑнакан самодержави ҫинчен ҫырни е туссем патне крепостной пурнӑҫ, ҫынсене хӗнесе наказани пани тата рекрутсем пухни усӑллӑ пулни ҫинчен ҫырса яни пултӑр.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Петрӑн шӑллӗнчен тата нумай ыйтса пӗлес килчӗ, анчах вӑл Алексей манма пултарнисене аса илтерме хӑрарӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Петрӑн нимӗн те ӑнланас килмерӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Петрӑн ӑна шеллес килсе кайрӗ, урайӗнчен тӑмасӑрах, вӑл шӑллӗне: — Пар ӑна, — терӗ.Петру стало жалко её, не вставая с пола, он сказал брату: — Дай ей.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Петрӑн ҫывӑрас килмест, хутран-ситрен вӑрӑмтунасем ҫырткалаҫҫӗ, стена хыҫӗнче виҫӗ саспа темле ҫынсем мӑкӑртатрӗҫ; Петра вӑл ҫынсем — пекарь Мурзин, ури ыратакан купец тата кастарнӑ арҫын сӑнлӗ ҫын пулнӑ пек туйӑнчӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Кельйӑра пӑчӑ пулса тӑчӗ, кӑмрӑк тата лампадкӑри ҫӑвӑн йӳҫек шӑрши кӗчӗ, ҫав шӑршӑ Петрӑн шухӑшӗсене сӳнтерсе пычӗ.В келье стало душно, стоял кисленький запах углей и лампадного масла, запах, гасивший мысли Пётра.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Петрӑн Никитӑна каллех путарса лартас килсе кайрӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл нумайччен темӗн ҫинчен каларӗ, мӗн калаҫнине хӑй те лайӑххӑн пӗлеймерӗ: Ольга сӗтел ҫине чавсаланса, ӑна тимлӗн итлерӗ, Петрӑн сӑмахсем пӗтсе ҫитсен: — Халь ӗнтӗ мана итле… — терӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӑйӗн ҫӑмӑл аллипе Петрӑн ҫӑмламас аллине ачашласа илсе, Ольга: — Ку ӗҫ — манран урӑх ниҫта та каймӗ, — терӗ.Погладив лёгкой рукой своей его волосатую руку, Ольга сказала: — Дальше меня это не пойдёт.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Петрӑн та хӑйӗн арӑмӗ ҫавӑн пек куллине курас килнӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Кашкӑр тытакан ватӑ йытӑ Тулун, хӑйне сӑнчӑрланӑшӑн ҫилленнӗскер, Тихонсӑр пуҫне хӑй патне никама та яман, ҫавӑн пекех Петрӑн аслӑ ывӑлӗ Илья та, хӑйне майлӑ кӑмӑллӑскер, дворнике ашшӗпе амӑшӗнчен те ытларах итленӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Петрӑн кӑмӑлӗ тата ытларах ҫемҫелчӗ, ӑна хӑйне те лайӑх мар пулчӗ, вӑл ҫирӗппӗн сӑмах пачӗ:
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Петрӑн ӗҫлес пултарулӑхне каҫса кайсах мухтать; тата вӑл Алексейӗн тӑрӑхласа пӑхакан куҫӗнчен те шикленет пулас, унпа ачашшӑн шӳт тӑвать, унпа темӗн ҫинчен пӑшӑлтатса калаҫать, час-часах ӑна парнесем парать; менелнӗк кунӗ вӑл ӑна фарфортан тунӑ сехет парнелерӗ, сехет ҫинче сурӑх кӗлеткисем тата чечексемпе илемлетнӗ хӗрарӑм кӗлетки пулнӑ; ҫак хитре те питӗ ӑста тунӑ япала пурне те тӗлӗнтерчӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Петрӑн хӗрӳлӗх ҫук, ҫавӑ пӗтерет!
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫак сӑмахсем пӗр минутлӑха Петрӑн хӑлхине пырса кӗреҫҫӗ, анчах та Наталья чӗркуҫҫийӗ е чавси сӗртӗнсе унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвне чӗтретсе ярсанах, вӑл вӗсем ҫинчен манса каять.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫар сыннисем хушнине кӗртсе ярас сӑлтавпа ӑна Павел Ягужинскипе паллаштарнӑ, Петрӑн юратнӑ юлташӗ вара ӑна часах карапсем тӑвакан верфе вырнаҫтарнӑ.
Гилакс-фиорд заливӗнче // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Петрӑн сылтӑм алли чӗтренсе илнӗ.
Петр маневрӗ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Петрӑн вичкӗн илтекен хӑлхисене такамсем калаҫнӑ сасӑ пырса кӗнӗ.
Петр маневрӗ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Анчах Петрӑн тӗп задачи — вӑл вӑхӑтра вӑйлӑ Швеция ҫирӗппӗн тытса тӑнӑ Балти тинӗсӗн ҫыранӗсене Россия ҫумне тепӗр хут пӗрлештересси пулнӑ.
Вырӑс флочӗ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.