Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Калиныч (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калиныч, ларчӑк ҫинче сиккелесе ларса пынӑ май мӑкӑртатса юрлама тытӑнчӗ те, ҫаплах куҫ сиктермесӗр шурӑмпуҫ ҫине пӑхса пырать…

Калиныч запел вполголоса, подпрыгивая на облучке, и все глядел да глядел на зарю…

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

«Ҫук, ҫумӑр пулать, — терӗ мана хирӗҫ Калиныч: — ав, кӑвакалсем шапӑлтатаҫҫӗ, курӑкран та шӑршӑ перет».

«Нет, дождь пойдет, — возразил мне Калиныч, — утки вон плещутся, да и трава больно сильно пахнет».

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Калиныч самаях кӑмӑла каймалла юрлать, кӑштах тӑмрапа вылякалать.

Калиныч пел довольно приятно и поигрывал на балалайке.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Калиныч тарӑхнипе пӑрӑнса ларать, Хорь ахӑлтатса кулма тытӑнать те, унӑн пӗчӗк куҫӗсем вара татах шалалла путса кӗрсе каяҫҫӗ.

Калиныч с досадой отворачивался, а Хорь заливался смехом, причем его маленькие глазки исчезали совершенно.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

«Эх, эсӗ пирӗн пек мар ҫав!» тесе хирӗҫ тавӑрать Калиныч.

«Эх, да ты разве наш брат!» — отвечал Калиныч.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

«Эсӗ, Хорь, ӑна, манӑнне ан тив», терӗ Калиныч.

«Уж ты, Хорь, у меня его не трогай», — говорил Калиныч.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Унӑн пӗлӗвӗсем, хӑйне май, питех те анлӑ, анчах вӑл вулама-ҫырма пӗлмест; Калиныч — пӗлет.

Его познанья были довольно, по-своему, обширны, но читать он не умел; Калиныч — умел.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

«А! Ах, турӑҫӑм, санӑн ирӗк!» тесе хыттӑн каласа пычӗ Калиныч эпӗ каласа панӑ хушӑра; Хорь нимӗн те чӗнмест, ҫӑра куҫхаршисене вылятать, хутран-ситрен ҫеҫ: «Ку пирӗн патӑмӑрта килӗшмен пулӗччӗ, ку вӑт лайӑх — ку йӗркелех», текелесе ҫеҫ сӑмах хушкалать.

 — «А! ах, Господи, твоя воля!» — восклицал Калиныч во время моего рассказа; Хорь молчал, хмурил густые брови и лишь изредка замечал, что, «дескать, это у нас не шло бы, а вот это хорошо — это порядок».

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Калиныч та унран юлмасть; анчах Калиныча пуринчен ытларах ҫутҫанталӑк, сӑрт-тусем, шывсиккисем, тӗлӗнмелле ҫуртсем, пысӑк хуласем ҫинчен каласа панисем кӑмӑла кайрӗҫ; Хоре администраци тата государство ыйтӑвӗсем интереслентереҫҫӗ.

Калиныч от него не отставал; но Калиныча более трогали описания природы, гор, водопадов, необыкновенных зданий, больших городов; Хоря занимали вопросы административные и государственные.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Калиныч ҫутҫанталӑка ҫывӑхрах тӑрать; Хорь вара — ҫынсене, обществӑна ҫывӑхарах тӑрать; Калиныч калаҫма, сӳтсе явма юратмасть, мӗн каланине пурне те ҫаплипех ӗненет; Хорь пурнӑҫ ҫине, тепӗр чухне тӑрӑхласа та пӑхать.

Калиныч стоял ближе к природе; Хорь же — к людям, к обществу; Калиныч не любил рассуждать и всему верил слепо; Хорь возвышался даже до иронической точки зрения на жизнь.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Ман куҫ умӗнчех Хорь ӑна хӑйӗн тин ҫеҫ илнӗ лашине витерен ҫавӑтса тухма хушрӗ, Калиныч вара ватӑ ҫын ыйтнине тӳрӗ кӑмӑлпа турӗ.

Хорь при мне попросил его ввести в конюшню новокупленную лошадь, и Калиныч с добросовестною важностью исполнил просьбу старого скептика.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Хорь сахал калаҫать, кула-кула хӑй ӑшӗнче ытларах шухӑшлать; Калиныч, фабрикӑра ӗҫлекен хӑюллӑ ҫын пек шӑпчӑк евӗрлӗ юрламасть пулин те, хӗрсе кайсах калаҫать…

Хорь говорил мало, посмеивался и разумел про себя; Калиныч объяснялся с жаром, хотя и не пел соловьем, как бойкий фабричный человек…

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Хорь Калиныча юратать, ӑна пулӑшу парать; Калиныч Хоре юратса савать.

Хорь любил Калиныча и оказывал ему покровительство; Калиныч любил и уважал Хоря.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Хорь Полутыкин господина витӗрех курать; Калиныч хӑйӗн улпучӗ умӗнче чура пулса тӑрать.

Хорь насквозь видел г-на Полутыкина; Калиныч благоговел перед своим господином.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Хорь чӑн-чӑн пурнӑҫа ӑнланса илнӗ, урӑхла каласан: ҫурт лартнӑ, укҫа пухнӑ, улпутпа тата ытти влаҫсемпе те килӗштерсе пурӑнать; Калиныч ҫӑпатапа ҫӳрет, аран-аран йӳнеҫтеркелесе пыркалать.

Хорь понимал действительность, то есть: обстроился, накопил деньжонку, ладил с барином и с прочими властями; Калиныч ходил в лаптях и перебивался кое-как.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Хорь — пурнӑҫа пӗлекен ҫын, администратор, рационалист; Калиныч, пачах урӑхла, идеалист, романтик, хӑпартланса ӗмӗтленекен ҫын.

Хорь был человек положительный, практический, административная голова, рационалист; Калиныч, напротив, принадлежал к числу идеалистов, романтиков, людей восторженных и мечтательных.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Эпӗ Калиныч ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑтӑм: тӗрӗссипе каласан, эпӗ хресченрен ҫав тери «ҫепӗҫлӗхе» кӗтменччӗ.

Я с изумлением поглядел на Калиныча: признаюсь, я не ожидал таких «нежностей» от мужика.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

— Хорь килте-и? — тенӗ паллакан сасӑ илтӗнчӗ те, алӑк хыҫӗнчен пӳрте аллине уйра ҫитӗнекен хурӑн ҫырли ҫыххи тытнӑ Калиныч кӗрсе тӑчӗ, ӑна вӑл хӑйӗн тусӗ Хорь валли пухнӑ-мӗн.

— Дома Хорь? — раздался за дверью знакомый голос, — и Калиныч вошел в избу с пучком полевой земляники в руках, которую нарвал он для своего друга, Хоря.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

«Калиныч — ырӑ ҫын, — терӗ мана Полутыкин господин: — ӗҫчен те усӑ пама тӑрӑшакан ҫын; хуҫалӑхӗ унӑн типтерлӗ, анчах вӑл ӑна тытса усрама пултараймасть: эпӗ ӑна час-часах хуҫалӑхри ӗҫрен уйӑратӑп.

«Калиныч — добрый мужик, — сказал мне г. Полутыкин, — усердный и услужливый мужик; хозяйство в исправности, одначе, содержать не может: я его все оттягиваю.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Каҫхи апат вӑхӑтӗнче эпӗ татах Хорь ҫинчен те, Калиныч ҫинчен те сӑмах тапратса ятӑм.

За ужином я заговорил опять о Хоре да о Калиныче.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней