Поиск
Шырав ĕçĕ:
Александр Артемьев пурӑннӑ чухне унпа тӗл пулса калаҫнӑ самантсем паянхи кун та ентешсен асӗнче.
«Салампи» авторӗ 100 ҫулта // Оксана БАРХАТКИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABsalampi%C2% ... culta.html
Литература каҫӗнче «Ветеран» ветерансен хорӗ Александр Артемьев сӑввисем тӑрӑх кӗвӗленӗ юрӑсене шӑрантарчӗҫ.
«Салампи» авторӗ 100 ҫулта // Оксана БАРХАТКИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABsalampi%C2% ... culta.html
Сентябрӗн 14-мӗшӗнче пирӗн паллӑ ентешӗмӗр – Тури Выла ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Александр Спиридонович Артемьев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр.
«Салампи» авторӗ 100 ҫулта // Оксана БАРХАТКИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABsalampi%C2% ... culta.html
Кӗнекисем вырӑсла та, чӑвашла та: Пушкин, Достоевский, Флобер, Гейне, Айтматов, Юхма Мишши, Александр Артемьев тата ытти писательсемпе поэтсен уйрӑм произведенийӗсем.
I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, професси хатӗрлӗхӗ тата Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн территорийӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхне профилактикӑланӑ ҫӗрте лайӑх кӑтартусем тунӑшӑн тата Раҫҫей пушар надзорне йӗркеленӗренпе 375 ҫул ҫитнӗ май, 114 номерлӗ пушарпа ҫӑлав пайӗн караулӗн начальникӗсем Андриян Николаевич Артемьев, Ильмир Ильгизович Исхаков, пушар сӳнтерекен автомобилӗн шоферӗ Эдуард Дмитриевич Каргин, уйрӑмӑнн командирӗ Ирдан Марсович Фахрутдинов район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне тивӗҫлӗ пулчӗҫ.
Ӗҫӗсене хисеплесе // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... 1715165051
Унта ТР вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ Раис Гумаров, ТР Экологи министерствинчи управляющий Алексей Сарафанов, Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Петр Артемьев, ял тӑрӑхӗн ветеранӗсен Совечӗн ертӳҫи Валерий Марков, вӗрентекенсемпе вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ.
Симӗсленет йӗри-тавралӑх // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... i-tavralax
18-29 ҫулсенчи арҫынсенчен пӗрремӗш — А.Васильев /Шупашкар/, иккӗмӗш — Н.Артемьев /Ҫӗнӗ Мӑнтӑр/, виҫҫӗмӗш — М.Николаев /Чупай/ пулчӗҫ.
Владимир Сергеев паттӑра асӑнса — йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ // Зинаида ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11717-vladim ... t-r-m-rt-v
Александр Артемьев ҫыравҫӑн анчах вулакансем патне ҫитнӗ «Салампи» повеҫри геройсен шӑпи ҫинчен калаҫса пынӑ май, ҫамрӑксем икӗ урам хӗресленнӗ кӗтесри ҫурт умне ҫитсе те тӑчӗҫ.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Вырӑна ҫитсен пире вӑрман хуралӗн яваплӑ ӗҫченӗ Вячеслав Артемьев кӗтсе илчӗ.
Хунавран йывӑҫ ӳстермешкӗн сахал мар вӑй хумалла // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%85%d1% ... b9-%d1%85/
Студент тапхӑрӗ, Александр Артемьев сӑмахӗсемпе каласан, чи пылак вӑхӑт: вӗренӳ, ӗҫ, юрату.
Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/
Литература тӗпчевҫи Юрий Артемьев та тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне тишкерсе пысӑк хак пачӗ.
Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/
ЮРИЙ АРТЕМЬЕВ:
«Ҫутлӑх ӗҫӗн сӳнми ҫути» курав уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=T8vit9fj4Sk
«Хӑвна ху сунтал тетӗн пулсан – тӳс, мӑлатук тетӗн пулсан – ҫап», – тесе ҫырнӑ Александр Артемьев «Симӗс ылтӑн» повеҫре.
Ӗҫпе юсанаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60570
Куравра, тӗслӗхрен Артемьев Геннадий Фёдорович кун-ҫулӗпе паллашма пулать, вӑл «Иван Кукша пурнӑҫӗ» трилоги авторӗ.
Етӗрнери тӗп вулавӑшра литературӑпа ҫыхӑннӑ педагогсем пирки курав ӗҫлет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34891.html
НИКОЛАЙ АРТЕМЬЕВ:
Пӗрле тӑрӑшса ӗҫлемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60804
«Н. Мартынов ытларах прозӑпа ӗҫлет пулин те, хутран-ситрен пичетлекен поэзи тӗслӗхӗсенче вӑл чӑн-чӑн поэт пулни курӑнать», — тенӗччӗ Ю. Артемьев тахҫанах.
Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.
Асилер-ха: виҫӗ-тӑватӑ ҫул маларах Александр Артемьев та хӑйӗн тӑван ялӗнче, Выл тӑрӑхӗнчи Тури Вылта, вулав ҫуртӗнче ӗҫленӗ, ялта хӑйӗн вилӗмсӗр «Салампине» ҫырнӑ.
Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.
Литература критикӗсемпе тӗпчевҫисем хушшинче Н. Мартынов талантне чи малтан асӑрхаса тивӗҫлӗн хаклакан Ю. Артемьев пулнӑ: ҫыравҫӑн «Урпашра та вутчуль пур» ятпа тухнӑ иккӗмӗш кӗнекине (ку кӗнеке авторӑн — «Этем илемӗ» пӗрремӗш кӗнеки хыҫҫӑн ҫирӗм ҫултан тин кун ҫути курнӑ) тишкерсе вӑл чӑваш писателӗсен йышне тепӗр пултаруллӑ ҫыравҫӑ хушӑннине палӑртать.
Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.
ХХ ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи чӑваш прозин чи паллӑ тӗпчевҫисенчен пӗри Г. Федоров та Н. Мартынов калавӗ-повеҫне яланах Хв. Уяр, А. Артемьев, Ю. Скворцов, В. Игнатьев пултарулӑхӗпе пӗр шая лартса тӗпченӗ.
Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.
«Хветӗр Уяр, Александр Артемьев, Юрий Скворцов прозаиксем пекех, Николай Мартынов пысӑк чыса тивӗҫлӗ», — текен сӑмахсемпе вӗҫленет ҫак уйрӑлу сӑмахӗ.