Поиск
Шырав ĕçĕ:
Питех кирлӗ ун мӑйӑрӗ Анушкана!
XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл та ҫартан таврӑнсан тракторпа ҫапла чунтан хавхаланса ӗҫлерӗ, хӗрачана катаччи чуптарнӑ пек, Анушкана хир тавра пилӗк-ултӑ хутчен ҫавӑрчӗ.
XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Комбайнер пуласси те чыслӑ ӗҫ ӗнтӗ, ку таранччен ашшӗ ывӑлне комбайнер тӑвас ӗмӗтпе пурӑнатчӗ, инженера тухасшӑн-тӑк — тухтӑр, Ятман каларӗш, комбайн ҫине Анушкана та лартма пулать.
XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Темшӗн Анушкана Карачӑм ҫара каяс умӗн ӗҫ вӑхӑтӗнче тракторне чарсах ҫывӑрма выртни аса килчӗ, вара вӑл тӳрккес кӑмӑллӑ каччӑна тата хытӑрах вӑрҫасшӑн пулчӗ.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тепӗр кунне вӑл, Анушкана памашкӑн тем вӑрӑмӑш ҫыру хӑварса, вӑрман питомникне тухса кайрӗ.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Карачӑм пӗрре те шӳт туман иккен, тата темиҫе кунран вӑл Анушкана хӑй ҫирӗм ҫухрӑмри вӑрман питомникне ӗҫлеме кӗни ҫинчен пӗлтерчӗ.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тӳрем ҫӗре тухсан, Карачӑм тӳсеймерӗ, сылтӑм аллине руль ҫине хучӗ те Анушкана ларкӑч ҫинчен хӗссе кӑларчӗ.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Левентей Анушкана Тутаркаса кулса ҫеҫ ӑсатрӗ:
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ыранхи нормӑна та кӑшт ҫеҫ тултарайман, Анушкана ҫырса ярсан, ӗненес те ҫук.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Анушкана ҫеҫ мар, аҫуна курсан, ӑна та каласа кӑтартатӑп.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ак каҫхине вӗсен бригадине каятӑп та Анушкана сан ҫинчен каласа паратӑп.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тӗттӗм пулас умӗн Липа, кок-сагыз ӗҫӗсенчен хӑтӑлнӑ пек пулса, лашине леҫмелле «Атӑл» колхоза кайрӗ,витене ҫитнӗ май Кӗтерне инке патне кӗчӗ те унта тин ҫеҫ МТС-ран таврӑннӑ Анушкана курчӗ.
ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ытах килмесен, хам Анушкана паратӑп.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Анушкана ӗнтӗ вӑл темиҫе эрне тӗл пулман: хӗрача яла килме те вӑхӑт тупаймасть.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Куҫӗсемпе хӗрсене, вӗсен хушшинче Анушкана шырарӗ пулас, анчах тӑрӑшса ӗҫлекен стариксемсӗр пуҫне никама та курмарӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ӑна Анушкана хӑй кунтине систерсе купӑсне мӗнпур вӑйран тӑсса ярасси килчӗ, анчах кӑна тума хӑюллӑхӗ ҫитеймерӗ.
VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Карачӑм Анушкана ҫывӑхранах курать, икӗ утӑм ҫеҫ вӗсен хушши, вӗсене уйӑрса тӑраканни хупӑ кантӑк ҫеҫ.
VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Левентей, тем пек турткалансан та, Анушкана вӗренме яма килӗшрӗ-килӗшрех.
VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Левентей Анушкана ӗненесшӗн те пулмарӗ.
VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ку шухӑш Анушкана тата акӑ мӗншӗн кӑмӑла кайрӗ: унӑн тантӑшӗ (савнийӗ теме хӑяймасть-ха вӑл) трактористра ӗҫлет, тен, ун патне ҫакланма та тӳр килет.

- 1
- 2