Новые
Чӗнсе илсен, хӑвна вӑрҫса хӑварать те — тулли кӑмӑлпа бригадӑна таврӑнать, кайран — тепӗр ҫыру чарлаттарать.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Халь мӗн тӑвайӑн унпа?
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Шел, Ярусов стройучастокра мар-тӑк, ӑна чӗнсе илсе хирме, ӗҫрен сирпӗтессипе хӑратма пулатчӗ.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пӗлесех килет-тӗк, строительство пайӗн кадрсене воспитани пама вӑхӑт ҫук — плансене тултармалла, ҫуртсене хута ямалла, уйӑрса панӑ укҫа-тенкӗпе вӑхӑтра усӑ курмалла, ҫак тӗллевпе строительсене васкатмалла, вӑрҫмалла, хытармалла.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ах, ытла та ӑслӑ-ҫке!
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Лунатиков темиҫе ҫул каярах каланине, Ярусов ҫырура ӳпкелешнине ӗненес-тӗк, вӗсене ертсе пымалла та мар иккен, ун вырӑнне стройкӑри парторганизаципе ӗҫлемелле имӗш, парторганизаци ҫине таянса, кадрсене тӗрӗс вырнаҫтарма, воспитани пама тӑрӑшмалла.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пӗр сӑмахпа, ҫарти чӗлхе кирлӗ.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Строительсене вӗсене ансат дипломати юрӑхлӑ: чӗнсе илмелле те сӗтел ҫапса ӑнлантармалла, сассуна ан шелле, наказанисем пирки те ан хыт.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Строительство пайӗнче вара, — унта хӑй чылай ҫул ӗҫленӗрен пӗлет, — ҫирӗп, хӑйсен характерне кӑтартма, ҫине тӑма, хӑйсене итлеттерме пултаракан ҫынсем кирлӗ.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Урӑхла майпа ун чухлӗ организацисемпе предприятисене, учрежденисемпе стройкӑсене мӗнле ертсе пырӑн-ха?
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Хӑраччӑр хула комитетӗнчен.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Хисеплеччӗр хула комитетне.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Унсӑрӑн сана ҫӳлтисем кирлӗ ӗҫрен аякра юлнӑшӑн ҫунтарса илеҫҫӗ.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ирӗксӗрех тытатӑн та.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Эсӗ пуриншӗн те, пур ӗҫшӗн те ответлӑ, эппин, пурне те, пур ӗҫе те ҫирӗп алӑра тытмалла.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Парти ӗҫӗ вӑл — ай-ай нумай тӗрлӗ, нумай енлӗ, вӗҫӗ-хӗрри ҫук унӑн.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Паллах, ҫапла каласшӑнччӗ.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫапларах каласшӑнччӗ ӗнтӗ Лунатиков?»
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Унсӑрӑн пурнӑҫ юххи аяккалла ыйтать…
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пиртен килмест ку, ҫак йӗркепех ӗҫлеме тивет.