Корпус чувашского языка

Новые

Ачалӑх мӗнне пӗлме ӗлкӗреймен ача, ҫара уранскер, кӑвак пиртен ҫӗленӗ йӗм пӗҫҫийӗсене тавӑрнӑскер, «шип-шип аттине» тӑхӑнса янӑскер, тарпа та тусанпа хуралса кайнӑ питне шӑлкаласа, ун-кун пӑхса йӑпӑртатса утать.

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Алран кайми аки-сухи: пир кӗпе тӑхӑннӑ, ҫӑпата сырнӑ хресчен ҫӳҫне-пуҫне вӗлкӗштерсе суха пуҫне сулланса тытса пырать.

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫак юрра илтсен куҫ умне аваллӑх тухса тӑрать.

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Алран кайми аки-сухи-и-и…

Авалхи юрӑ — паянхи кунӑн вӑхӑтлӑх хӑни — каллех мӑнаҫлӑн янӑраса каять:

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫамрӑксем Атӑл еннелле анса ҫухалаҫҫӗ.

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Суррогат!

Тӑнласа, ӑша хывса итлеме пуҫлатӑн та тӗлӗнетӗн: мӗн чухлӗ итлемен пулӗ кунашкал тӗнкӗл-тенкӗле, чун киленмест, ним те асра юлмасть.

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Шутламасӑртарах итлесе ларсан, чип-чипер юррах шӑрантарать пек транзистор.

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Транзисторӗ илемлӗ, модӑна кӗнӗ кӗвӗ тӗнкӗлтеттерет.

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Пӗри хул-пуҫҫи урлӑ транзистор ҫакса янӑ.

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Каччӑсем.

Кӗтмен, чӗнмен-туман хӑнасем евӗр таплаттарса ҫумранах икӗ ҫамрӑк иртет.

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Алран кайми аки-сухи-и-и…

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Таҫтан аякран, туратран турат ҫине сиксе ҫывхаракан сар кайӑк евӗр, авалхи юрӑ хӑюсӑррӑн килсе ҫитет:

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хӗвел пир тӗртет: ҫулҫӑсем хушшипе карӑнса иртекен ылтӑн шевле ҫипсем пӗр улшӑнса, пӗр ҫӗнелсе тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӗсем такам тем каласса итлеме хатӗрленнӗ тейӗн: пӗр ҫулҫӑ та хускалмасть.

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Лапсӑркка та кӑтра ҫӑкасем, ташша чупса тухнӑ хӗрсем пекех тӑпӑлккаскерсем, шӑп тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Аттепе аннене, Григорий Степановичпа Лукерья Матвеевнӑна, халаллатӑп

Помоги переводом

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ытти кашкӑрӗсем те ун ҫине харӑссӑн сиксе ӳкрӗҫ, ҫи-пуҫӗпе кӗлеткине татӑкӑн-татӑкӑн ҫурма пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницы:

Сайт:

Статистика

...подробней