Корпус чувашского языка

Новые

Тӳтер Якурӗ килкарти варринче ҫунакан кӑвайта сӳнтернине тата ҫав арҫын стена ҫумне лӑпчӑннӑ Шӗшлӗ Мирунне урамалла сӗтӗрсе тухса кайнине чӳречерен пӑхса тӑнӑ Валентина майӗпен лӑпланчӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

Кӑвайт ҫутатнӑ килкартинче мӗн пурри тӗттӗм пӳрт чӳречинчен янках курӑнать.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

Валентина, ниҫта кайса кӗрейми вӗткеленекенскер, чӑлхана-чӑлхана тумланчӗ те, кӑмака ҫине лартнӑ кӑҫаттине тӑхӑнса, хӗрлӗ ҫутӑ хӗмлентерекен чӳрече умне чупрӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

Вӑл, ӳсӗрскер, тарӑн ыйха путнӑ-мӗн: ҫӳҫрен лӑскасан та сисмерӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

Аристан ҫур литр кӗленчине пӗччен тенӗ пекех типӗтнӗччӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

Ҫывӑрма выртиччен вӗсем пирӗн кӗҫӗр пӗчӗк туй пекки пултӑр тесе эрех ӗҫнӗччӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

Малтантарах Шӗшлӗ Мирунӗ алӑка хӑнтӑртаттарни Валентинӑна ним чухлӗ те пӑлхантарманччӗ, — халь вара вӑл шикленсе ӳкрӗ, шӑлне шаклаттарсах чӗтреме пуҫланӑскер, Аристана вӑратма пикенчӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

Ҫав каҫхине Валентина, хӑйне хӑй асамлӑ юмах тӗнчине ҫакланнӑ пек туяканскер, тахӑшӗ, чӳречерен чӑнкӑртаттарса: «Ҫунатӑр вӗт, ҫунатӑр!» — тесе кӑшкӑрсан тин тӑна кӗнӗ пек пулчӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

Хальхинче ҫамрӑк хӗрарӑм ячӗшӗн кӑна каялла туртӑнкаларӗ, чунӗпе вара улах пӳртеллех хыпкаланчӗ, унта кӗрсен, Аристан мӑйӗнчен уртӑнчӗ, ӑна антӑха-антӑха чуптума тытӑнчӗ — уншӑн телей ҫитрӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

Вӑл, хӑйсен тӗлне ҫитсен, Валентинӑна, пилӗкрен ҫирӗппӗн ҫупӑрласа, ирӗксӗрлесе тенӗ пек, хапха патнелле уттарчӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

Таса кӗпе-йӗм те юлмарӗ манӑн.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

— Асту, Валя, эс кӗҫӗр манпа мирлешме килӗшмесен, эп ыранах арӑм шырама тытӑнатӑп, мӗншӗн тесен ялта арҫын пуҫӑн пӗччен пурӑнма кансӗр.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

Унта-кунта хӑй ҫутисем мӗлтлетекен хӗллехи урамра унӑн ҫулне каллех Аристан пӳлчӗ:

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

Валентина, ӳт-пӗвне пиншер йӗп тирӗннӗ пек, асаплӑн чӗтре-чӗтре, ҫырма тӗпӗнчен тӑкӑрлӑка чупса хӑпарчӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

— Санашкал чура мана кирлӗ мар.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

— Эп паянтан пуҫласа мӗн виличченех санӑн чуру пулма хатӗр.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

— Ним чухлӗ те ан шиклен, Валя, — ӑна ҫупӑрласа илчӗ Аристан.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

— Ху маншӑн ырӑ ҫын пулӑн-ши? — иккӗленчӗ Валентина.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

— Тархасшӑн, хӗрхен мана, тархасшӑн, ырӑ ҫын пул маншӑн.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

— Пирӗн пӗр-пӗрне каҫармалла та ӗмӗрлӗхех мирлешмелле, пӗрле пурӑнма тытӑнмалла, — сӗнчӗ вӑл.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней