Новые
— Санран пытармалли ҫук ӗнтӗ, Орлова юлташ, — тенӗ вӑл юлашкинчен лӑпкӑ сасӑпа, анчах малалла пӗр сӑмах та чӗнмен.
3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Ҫак вӑхӑтра Петр Петрович Зоя чӗрине итленӗ.
3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
«Ниҫта та мар, Свердловсках!» — пулнӑ вӗсем ҫине пӗртен-пӗр ҫӑмӑл ответ.
3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Ыйтусемпе шухӑшсен вӗҫӗ-хӗрри те пулман.
3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Мӗн калӑн-ха ӑна хирӗҫ?
3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Малалла мӗнле ӗненмелле-ха ӗнтӗ сана, анне?»
3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
«Анне, эсӗ мана ку таранччен суйса пурӑннӑ, — тейӗ ҫитӗннӗ хӗр — Эсӗ ман аттене юратманнишӗн эпӗ те айӑплӑ-и, уншӑн эпӗ унӑн ятне те пӗлмесӗрех пурӑнма тивӗҫлӗ пултӑм-и?
3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Шупашкартах пурӑнсан, ку пулатех.
3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Вунтӑхӑр ҫула ҫитиччен тӑван шутланнӑ ҫынна сасартӑках тӑван мар теме пуҫламалла-и?
3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Халь мӗншӗн улӑштармалла вара ӑна?
3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Хӑй вӑхӑтӗнче ҫапла кирлӗ пулнӑ.
3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Зоя халь хӑйӗн тӑван ашшӗ камне пӗлмест, вӑл Свердловскра вилнӗ ашшӗне тӑван тесе шутлать.
3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Часах акӑ унӑн Зоя умӗнче те ответ тытмалла пулӗ.
3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Апла пулсан, Лидия Алексеевнӑн каялла Свердловска каймалла.
3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Икӗ ҫынна — упӑшкипе арӑмӗ пулнӑскерсене — пысӑк Шупашкарта тӑвӑр пулнӑ.
3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Лида хӑшне ытларах юратнӑ-ши?
3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Ӑҫта пулнӑ-ши чи пысӑк юрату?
3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Иккӗмӗш упӑшки те ырӑ кӑмӑллӑччӗ.
3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Вӑл ӑна нихҫан та усал сӑмах каласа курман-ҫке.
3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Тен, вӑл, Петр Петрович, Лидӑна чӑннипех юратнӑ пулнӑ?