Корпус чувашского языка

Новые

— Михал Иванч! — чӗнчӗ Ирина аппӑшӗ, пӗр арҫынна хӑлхаран кӑшкӑрса.

Помоги переводом

V // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Исмуковӑпа Ирина йӗтем варрине ҫитсе тӑчӗҫ.

Помоги переводом

V // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Ӗҫлекенсем кунта пӗтӗмпех — ура тупанӗнчен тытӑнса пуҫ тӳпи таранах — тусанланса пӗтнӗ, вӗсем ҫинче пусма-тавартан ҫӗленӗ кӗпе мар, урисенче сӑран атӑ е сӑран пушмак мар, кӗпи-тумӗсемпе атӑ-пушмакӗсене темле майпа хывӑх тусанӗнченех тӗртсе тунӑ та ҫӗлесе тӑхӑнса янӑн туйӑнса каять; вӗтӗ-вӗтӗ тусан питсем ҫине ларнӑ, ҫыннӑн калаҫнӑ е кулнӑ чух шӑлӗсем кӑна шап-шуррӑн курӑнаҫҫӗ, куҫӗсем кӑна вут пек чӗррӗн пӑхса илеҫҫӗ; ҫынсене сывлама йывӑр, пӑчӑ, анчах вӗсемех ҫакӑ тӳсме те ҫук пек кансӗрлӗхе, йывӑрлӑха хисепе хумаҫҫӗ, уямаҫҫӗ — калаҫса, кулкаласа, шавласа, ахӑрашса ӗҫлеҫҫӗ, пӗр вырӑнта тӑмалли ҫӗрте выляса тӑраҫҫӗ пек, чупмалли самантра чупаҫҫӗ, пӗшкӗнмелле пулсан пӗшкӗнеҫҫӗ, кӗлтесем, михӗсем йӑтаҫҫӗ, мекӗрленеҫҫӗ, ҫав хушӑрах пӗр-пӗринпе шӳт сӑмахӗсемпе перкелешсе, иртӗнкелесе илме те ӳркенмеҫҫӗ — капла ӗҫлеме хаваслӑрах пулас, — сехет хыҫҫӑн сехет шӑвӑннине ҫынсем туймаҫҫӗ, ҫиес килекен пулсан кӑна хӗвел ҫине пӑхса илеҫҫӗ.

Помоги переводом

V // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Машина кутӗнче кӗлте парса тӑракан хӗрсем, лашасемпе улӑм турттаракан ачасем, ҫав улӑма купалакан арҫынсем, ҫулланса пӗтнӗ машинистсем, юнашарах тӑраҫҫӗ пулин те, пӗр-пӗринпе хӑлхаран хытӑ кӑшкӑрса калаҫаҫҫӗ — ҫакна пурне те пӗтӗмпе илсен, йӗтем тесе каламӑн, ку вӑл — хир варрине вӑхӑтлӑха туса лартнӑ тырӑ завочӗ, тейӗн.

Помоги переводом

V // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Машинӑсене ӗҫлеттерекен тракторсем пак та пак тӗтӗм кӑларса лараҫҫӗ.

Помоги переводом

V // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Унта — тырӑ сӑвӑракан машина; вӑл тусанне вӗҫтерет, хывӑхне айккинелле кӑларса ывӑтать, шакӑл тыррине, тап-тасине, тусан ҫук ҫӗре, шӑналӑк ҫине юхтарать; ӑна та, купаланса пынӑҫемӗн, ҫавӑнтах михӗсене тултараҫҫӗ те, пӗри те тепри ҫав михӗсене, ҫурӑмӗсем ҫине хурса, пӗшкӗнсе, урисемпе тӑн та тан пускаласа, кӗтсе тӑракан грузовик патнелле йӑтса каяҫҫӗ.

Помоги переводом

V // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Ҫӳлӗ те сарлака лупас айӗнче авӑн ҫапакан элес-мелес машина пӗр чарӑнми кӗрлет, унӑн шӑллӑ барабанӗ ҫаврӑнни курӑнмасть, ҫуталса-хуралса кайнӑ чӗнӗ, ҫӗлен пек вӑшт та вӑшт шӑвӑнса, вылянса тӑрать, алисем каллӗ-маллӗ тепле лӑсканса ҫӳресе ӗлкӗреҫҫӗ, хулӑн кӗлте барабана паш! пашлатса кӗрсе каять те, ӑна хурҫӑ шӑл ҫатӑртаттарса ҫыртса илет, кӑшлать, вара тылласа нӳтӗркенӗ тӗш тыррине, «юнне», ӗмсе пӗтернӗ улӑма тепӗр тӗлтен вӑшт! кӑна кӑларса пӑрахать; сарӑ тырри аяла юхса тӑрать, купаланать, ӑна ҫавӑнтах хӗрарӑмсем пӑтавккана тултараҫҫӗ те, хулпуҫҫийӗсем ҫине лартса, тепӗр машина патнелле утса каяҫҫӗ.

Помоги переводом

V // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Ватӑ чӑрӑшсем ҫӳлӗш сарлака капансем, тӑрринелле шӗвӗрттерсе купаланисем, экран ҫинче курнӑ таҫти авалхи пирамидӑсем пек, янкӑр кӑвак тӳпене кармашаҫҫӗ, таҫтан ӑнсӑртран килсе тухнӑ шурӑ пӗлӗт татӑкӗ вӗсене тивсе иртсе каяс пек е вӗсем ҫине канма утланса ларассӑн туйӑнать; унтан та кунтан вӑхӑтлӑх ҫулсемпе кӗлте тиенӗ урапасем, тӑнкӑртатса та лӑнкӑртатса, е кӗлтесемех тиенӗ машинӑсем, хыҫран тусан кӑларса, шӑхӑрта-шӑхӑрта — пурте йӗтем ҫинелле туртӑнаҫҫӗ, вара ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ капансем, ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпасем пек, ҫума-ҫумӑн шӑта-шӑта лараҫҫӗ.

Помоги переводом

V // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Йӗтем ҫинче ӗҫ вӗресе тӑрать.

Помоги переводом

V // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Урама тухсан, сылтӑмра вӗсем Валерий Валерьянович Иринӑсем еннелле килнине курчӗҫ, кӗтсе тӑмарӗҫ, тӑкӑрлӑка пӑрӑнчӗҫ.

Помоги переводом

IV // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Хӑвӑрт-хӑвӑрт тумланчӗ те, тухса кайрӗҫ.

Помоги переводом

IV // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Пыратӑп! — терӗ вӑл юлашкинчен.

Помоги переводом

IV // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Акӑ мӗне ӑнкартӑм.

Помоги переводом

IV // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

— Икӗ ӗҫ тӑвас пулать.

Помоги переводом

IV // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

«Пултарас ҫук» теме аван мар, килӗшме те темӗн шиклентерет.

Помоги переводом

IV // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Мӗн ӑнлантӑн? — ыйтрӗ Исмукова.

Помоги переводом

IV // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

— Пултарас пек туйӑнать-и хӑвна?

Помоги переводом

IV // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

— Ӑнлантӑм, Настук аппа, — терӗ Ирина питӗ шухӑшлӑн, салхуллӑн.

Помоги переводом

IV // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Мӗншӗн йывӑррине ӑнлантӑн-и ӗнтӗ?

Помоги переводом

IV // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Пӗтӗм зал ахӑлтатса кулать, эпир, ҫак ялтисем, ҫӗр тӗпне анса кайма хатӗр, хӗрелсе ларатпӑр…

Помоги переводом

IV // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней