Новые
Вунӑ ҫул таран вӗренчӗ, салтака кайса килчӗ, халӗ колхозрах тӑрӑшса ӗҫлет, ялта ун пирки усал калаҫнине илтмен — маттур каччӑ.
VII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Начар упӑшка пулас ҫук.
VII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Чунӗпе те, ашшӗ пекех, йӑваш, калаҫсах каймасть, амӑшне итлет.
VII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Ун пекех сарлака хулпуҫҫиллӗ, тӗреклӗ, ҫӳҫӗ сарӑ, куҫӗ сенкер.
VII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
«Ывӑлӗ, асли — каснӑ-лартнӑ ашшӗ», — тет, Иван ҫинчен калаҫнӑ чух амӑшӗ.
VII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Кӑлӑх мар ӑна иртнӗ ҫул колхозри комсомол организацийӗн секретарьне суйланӑ.
VII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Ӗҫре те, вӑйӑра та маттур, теҫҫӗ ун ҫинчен ялта.
VII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Халӗ сӗт-ҫу ферминче ӗне сӑвакан хӗр.
VII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Асран та катӑк мар, анчах нумай вӗренеймерӗ — ҫичӗ класс пӗтерчӗ те колхоза ӗҫлеме ҫӳреме тытӑнчӗ.
VII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Теветкел хӗрача.
VII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хӑтланкӑшӗ те, ҫамрӑк чухнехи амӑшӗнни пекех, вӑр-вар, чӗлхи ҫивӗч.
VII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Хӗрӗ, Таиҫӗ, тӗсрен-питрен, кӗлеткерен амӑшне хунӑ: йӑрӑс пӳллӗ, чӑп-чӑмӑр ҫӳлӗ кӑкӑрлӑ, хӑмӑр куҫлӑ, улма пек ҫаврака питлӗ; ҫӗлен пек явкаланса выртакан икӗ хура ҫивӗтӗ пилӗкӗнчен иртет.
VII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Мӗн тӑвӑн — пурӑннӑ, хӑнӑхкаланӑ, ачасем ҫуратнӑ, вӗсене пӑхса ҫитӗнтернӗ.
VII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Каччи ӑна — Иванӑн ашшӗ — ҫав тери юратнӑ, хӑй вӑл пулас упӑшкине савман.
VII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Укахвийӗн таҫта аякка каясси килмен, вӑл вара ҫавӑ пӑшӑрхантарнӑ ҫул хӑвӑртрах, тиркесе тӑмасӑрах, качча тухса яла юлнӑ.
VII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Ял ҫыннисем колхозсене пӗрлешме тытӑнсан, унӑн ашшӗне, ҫын ӗҫӗпе пуйса пурӑннӑ тесе (вӑл сӑмах тӗрӗсне пурте пӗлнӗ), инҫете ямалла тунӑ.
VII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Таврари ялсенчен пайтах каччӑсем ун ашшӗ-амӑшӗ патне евчӗсем чуптарнӑ, анчах Укахвин тиркес, суйлас йӑла пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл, ваттисем каларӑшле, тӑван йӑвинчен ҫамрӑклах вӗҫсе тухман.
VII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Пуян килте ӳссе ҫитӗннӗ.
VII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Ҫамрӑк чухне вӑл питӗ хитре хӗр пулнӑ, теҫҫӗ.
VII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.
Сӑнӗ-пичӗ те унӑн, ӗмӗрӗнче хуйхӑ-суйхӑ курман мар пулин те хӑй — упӑшки вӑрҫӑра пуҫне хунӑ — тӗркеленменпе пӗрех, куҫ айӗсем кӑна хӑпартланса тӑраҫҫӗ, тата сӑмса ҫунаттисем ҫумӗнчен икӗ тарӑнрах йӗр анать, тутисем, хаяр хӗрарӑмӑнни пек, ҫӳхе.