Корпус чувашского языка

Новые

Чӑваш ҫыравҫисен ячӗпе Пӗтӗм Союзри писательсен 1-мӗш съездӗнче Аркадий Золотов тухса калаҫать.

Помоги переводом

Совет писателӗсен Союзӗ — хӗрӗхре // Василий Игнатьев. «Ялав». — 1974, 9№ — 3 с.

Совет писателӗсен Союзӗн пӗрремӗш Уставӗнче литература юхӑмӗ партипе Совет влаҫӗн политикинчи ҫивӗч ыйтусемпе ҫывӑх ҫыхӑнса тӑмалли ҫинчен, совет писателӗсене социализм тӑвас ӗҫе хастарлӑн хутшӑнтарса пымалли ҫинчен, конкретлӑ пурнӑҫа тӗплӗн, тарӑннӑн вӗренмелли ҫинчен тӳррӗн, такам та ӑнланмалла уҫҫӑн каланӑ.

Помоги переводом

Совет писателӗсен Союзӗ — хӗрӗхре // Василий Игнатьев. «Ялав». — 1974, 9№ — 3 с.

«Канаш» союзӗн ӗҫӗ-хӗлӗнче ырламаллисем ҫук тесе каламастпӑр эпир, анчах хӑйӗн тӗллевӗсемпе Пӗтӗм Союзри писательсен съезчӗ йышӑннӑ Устав патне ҫитме унӑн инҫе те инҫе пулнӑ-ха.

Помоги переводом

Совет писателӗсен Союзӗ — хӗрӗхре // Василий Игнатьев. «Ялав». — 1974, 9№ — 3 с.

Партин облаҫри комитечӗ ертсе пынипе ҫав элементсене пирӗн малта пыракан ҫыравҫӑсен отрячӗ идеологи хирӗнчен ҫум ҫумланӑ пек ҫумласа тасатнӑ та 1923 ҫулхи июнь уйӑхӗнче «Канаш» ятлӑ союз туса хунӑ.

Помоги переводом

Совет писателӗсен Союзӗ — хӗрӗхре // Василий Игнатьев. «Ялав». — 1974, 9№ — 3 с.

Пӗр вӑхӑтра литературӑра национализмла элементсем ҫине тӑрсах йӑва ҫавӑрма хӑтланнӑ.

Помоги переводом

Совет писателӗсен Союзӗ — хӗрӗхре // Василий Игнатьев. «Ялав». — 1974, 9№ — 3 с.

Йӑнӑшсем те пулман мар, паллах, ун чухне.

Помоги переводом

Совет писателӗсен Союзӗ — хӗрӗхре // Василий Игнатьев. «Ялав». — 1974, 9№ — 3 с.

Чӑваш литератури, ытти халӑхсен литературисем пекех, организациллӗ ҫул ҫине 1934 ҫулчченех чылай малтан тӑма хӑтланса пӑхнӑ.

Помоги переводом

Совет писателӗсен Союзӗ — хӗрӗхре // Василий Игнатьев. «Ялав». — 1974, 9№ — 3 с.

«Ҫӗнӗ хаваслӑхпа — пултаруллӑ ӗҫе!» статьяри сӑмахсем ку тапхӑрти чӑваш литературине, пирӗн шутпа, тӗрӗс хак панӑ: «Пролетариллӗ революци ҫулӑмӗнче ҫуралса тухнӑ чӑваш литератури, — тенӗ унта, — 17 ҫул хушшинче тарӑн тымарсем ярса ҫирӗпленчӗ, вӑл ҫамрӑк, вӑйлӑ пултаруллӑ хунавсемпе сарӑлса кайрӗ. Паянхи куна вӑл ӳссе ҫитнӗ вӑйпитти пултаруллӑ вӑйсемпе пуянланса кӗчӗ».

Помоги переводом

Совет писателӗсен Союзӗ — хӗрӗхре // Василий Игнатьев. «Ялав». — 1974, 9№ — 3 с.

Ҫав ҫулсенче поэзире Элкерпе Хусанкай, Ухсайпа Митта хӑйсен сӑвви-юррисемпе пӗтӗм чӑваш вулаканне савӑнтарса килентернӗ, тӗлӗнтернӗ, прозӑра Хумма Ҫеменӗпе Данилов-Чалтун, Еллиевпа Талвир ҫанӑ тавӑрса ӗҫленӗ.

Помоги переводом

Совет писателӗсен Союзӗ — хӗрӗхре // Василий Игнатьев. «Ялав». — 1974, 9№ — 3 с.

Ун чухне пурӑннӑ писательсен нумай произведенине паянхи кун эпир шкул хрестоматийӗсенче куратпӑр.

Помоги переводом

Совет писателӗсен Союзӗ — хӗрӗхре // Василий Игнатьев. «Ялав». — 1974, 9№ — 3 с.

Пӗтӗм Союзри писательсен 1-мӗш съезчӗ уҫӑлнӑ тӗле чӑваш совет литературинче те ҫитӗнӳсем сахал мар пулнӑ.

Помоги переводом

Совет писателӗсен Союзӗ — хӗрӗхре // Василий Игнатьев. «Ялав». — 1974, 9№ — 3 с.

Вӑл, пӗтӗмӗшпех тӗплӗнех пултарулӑх ыйтӑвӗсем ҫинче чарӑнса тӑрса, совет писателӗсен паянхи, ыранхи ӗҫӗсене кӑтартса паракан, писательсене ҫак аслӑ ӗҫе тума хаваслантарса вӑйлӑ хӗҫпӑшал паракан съезд пулчӗ».

Помоги переводом

Совет писателӗсен Союзӗ — хӗрӗхре // Василий Игнатьев. «Ялав». — 1974, 9№ — 3 с.

«Пирӗн 1-мӗш съезд чӑваш совет литературишӗн чӑнласах та ҫӗнӗ сыпӑк пуҫарса яракан съезд пулчӗ.

Помоги переводом

Совет писателӗсен Союзӗ — хӗрӗхре // Василий Игнатьев. «Ялав». — 1974, 9№ — 3 с.

Ку съезд пирки «Сунтал» журнал «Ҫӗнӗ хаваслӑхпа — пултаруллӑ ӗҫе» ятлӑ ум-статьяра акӑ епле ҫырса хӑварать:

Помоги переводом

Совет писателӗсен Союзӗ — хӗрӗхре // Василий Игнатьев. «Ялав». — 1974, 9№ — 3 с.

Унччен, 1934 ҫулхи июлӗн 11 — 13-мӗшӗсенче, Шупашкарта чӑваш ҫыравҫисен 1-мӗш съездне ирттернӗ.

Помоги переводом

Совет писателӗсен Союзӗ — хӗрӗхре // Василий Игнатьев. «Ялав». — 1974, 9№ — 3 с.

Чӑваш республикинчен Пӗтӗм Союзри писательсен 1-мӗш съездне ҫичӗ ҫын кайнӑ: И. С. Максимов-Кошкинский, Н. В. Шупуҫҫынни, А. И. Золотов (ЧАССР писателӗсен союзӗн правлени председателӗ), М. Н. Чалтун, Трубина Марфи, П. П. Хусанкай, Г. А. Молостовкин.

Помоги переводом

Совет писателӗсен Союзӗ — хӗрӗхре // Василий Игнатьев. «Ялав». — 1974, 9№ — 3 с.

— Ҫакнашкал шухӑшпа каланисем Максим Горький докладӗнче темиҫе ҫӗрте те тӗл пулаҫҫӗ.

Помоги переводом

Совет писателӗсен Союзӗ — хӗрӗхре // Василий Игнатьев. «Ялав». — 1974, 9№ — 3 с.

«Манӑн вӗсене (тӑванла республикӑсен представителӗсене) уйрӑм вырӑна лартмашкӑн нимӗнле сӑлтав та, туртӑм та ҫук, мӗншӗн тесен вӗсем кашниех хӑйсен халӑхӗ валли ҫеҫ мар, Социализмла Республикӑсен Союзӗсемпе автономиллӗ облаҫсенчи пӗтӗм халӑхсем валли ӗҫлеҫҫӗ».

Помоги переводом

Совет писателӗсен Союзӗ — хӗрӗхре // Василий Игнатьев. «Ялав». — 1974, 9№ — 3 с.

Эпир, вырӑссем, хамӑр нумай тесе, пӗчӗк нацисен литературӑллӑ творчествине ниепле те йышӑнмасӑр тӑма пултараймастпӑр».

Помоги переводом

Совет писателӗсен Союзӗ — хӗрӗхре // Василий Игнатьев. «Ялав». — 1974, 9№ — 3 с.

«Совет литератури вырӑс чӗлхин литератури ҫеҫ мар, вӑл — пӗтӗм Совет Союзӗн литератури…

Помоги переводом

Совет писателӗсен Союзӗ — хӗрӗхре // Василий Игнатьев. «Ялав». — 1974, 9№ — 3 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней