Новые
Эпӗ унта, хальхи пек, ҫӗр ҫине хӑра-хӑра пусмӑттӑм, шикленсе таврана пӑхкаламӑттӑм.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Чикӗ урлӑ анчах каҫасчӗ, вӑл киле ҫитнипе пӗрех пулӗччӗ, унта эпӗ тӑван чӗлхепе калаҫнине илтӗттӗм, унта мана выҫсан такам та ҫӑкӑр парӗччӗ, ӑш хыпсан шыв ӗҫтерӗччӗ, ывӑнсан ҫӗр выртма кӗртӗччӗ.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Кил манӑн — тӑван ҫӗршывӑм.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Мана, халтан кайсан, ирӗклӗх вӑй парӗччӗ, ӗмӗт ҫунат хушӗччӗ — хӑҫан та пулин ҫитӗттӗмех, ҫитсе ӳкӗттӗмех киле.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, ниҫта чарӑнса тӑмасӑр, сивӗ ҫумӑрсене уямасӑр васкӑттӑм.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Ирӗк пулсан, терӗм, халь тесен халӗ ҫуран тухса утӑттӑм.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Ҫапла та шухӑшласа илтӗм эпӗ, айванскер, хам каллех хӗвелтухӑҫнелле пуҫа ҫӗклерӗм.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Миҫе километр пулӗ ҫакӑнтан киле ҫитме?
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Эсир кӑна иккен, самантлӑха кӑна чуна кӑштах ӑшӑтма пултаратӑр.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Эх, ӗмӗтсем, ӗмӗтсем!
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Унтан… унтан мӗн тӑваттӑм-ши эпӗ?
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Эпӗ сивӗре ҫунса тухас пек хӗрелсе кайнӑ сӑн-питпе, кулса ҫиҫсе, пӳрте вӑр-вар кӗрсе тӑратӑп, аннене ыталаса илетӗп; вӑл мана салтӑнма пулӑшать, хӑвӑртрах сӗтел хушшине лартать, чей тултарса парать, умма ӑшӑ кукӑль каса-каса хурать, хӑй вӗҫӗмех калаҫать, эпӗ ӑҫта-ӑҫта пулнине ыйта-ыйта пӗлет.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Унта мана ӑшӑ пӳртре паҫӑртанпах анне кӗтет, ларсан-ларсан пӗр чӳречерен пыра-пыра пӑхать.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Акӑ пырӑп-пырӑп та киле персе ҫитӗп.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Анчах вӑл мана нимех те мар.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Кӗрхи ҫанталӑк сивӗ.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Таҫта хулана кайнӑ пек те, халӗ киле таврӑнатӑп пек.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Хам ӑҫтине манса кайрӑм пулас.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Пулин — мана хирӗҫех хӗвел йӑлтӑртатса пӑхнӑн туйӑнчӗ чуна.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Тӳпе сӑрӑ пӗлӗтсемпе хупланнӑ.