Корпус чувашского языка

Новые

Унпа танци тума та ҫӑмӑл.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Калаҫма та ҫепӗҫҫӗн калаҫать.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Хӗрӗ сӑн-сӑпачӗпе ыттисенчен тӗксӗмтереххипе палӑрса тӑрать: тӗм хура куҫӗсем Кирюк ҫине пӑхнӑ чух хӗм сапнӑн ялкӑшаҫҫӗ, кулнӑ чух пичӗсем илемлӗн путӑкланаҫҫӗ, тикӗс ларса тухнӑ шӑлӗсем чӑлт шурӑ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Пӗр савӑнӑҫлӑ каҫра ҫав хӗре пӗрремӗш хут танци тума илсе тухнӑччӗ вӑл.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Хӑйӗнчен инҫех те мар Маюк йывӑр сумкӑпа килнелле утать.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Уроксем вӗҫленсен Кирюк шкултан тухрӗ ҫеҫ тулти ҫанталӑк ун ӳт-пӗвне темле хӑват кӗртрӗ, кӑмӑлӗ те ҫав тери ҫӗкленсе кайрӗ — ҫак самантрах мӗнле те пулсан ырӑ ӗҫ туса хурас килчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫак куна кӗтнӗ пекех, ав, хура кураксем те вӗҫсе килнӗ, шкул тавра лартса тухнӑ йӑмрасем ҫинче ӑмӑртсах кранклатаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Сывлӑш тем вӑхӑтра улшӑнчӗ — ҫуркунне шӑрши сӑмсана кӳ кӗрет.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Тӳпене талккишӗпех карса илнӗ пӗлӗтсем чӑл-пар сирӗлчӗҫ те сар хӗвел ҫӗр питне хӑй ӑшшипе ҫупӑрла пуҫларӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Пуш уйӑхӗн ҫурринче кӑнтӑртан ӑшӑ ҫил вӗрме пуҫ ларӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Хаҫат редакцийӗ тивӗҫтернӗ.

Помоги переводом

Сикчевлӗ кун-ҫул // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

«Сувар» хаҫатра пичетленнӗ Виталий Елтов повеҫӗн варианчӗ.

Помоги переводом

Сикчевлӗ кун-ҫул // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Аттила пек пулар-и, йӗкӗтсем?!

Помоги переводом

Чун ыратӑвӗ // Серте Мишши. https://chuvash.org/lib/haylav/7402.html

Ҫитет пире пулма вак-тӗвексем!

Помоги переводом

Чун ыратӑвӗ // Серте Мишши. https://chuvash.org/lib/haylav/7402.html

Ылхантӑр вӑл хаярлӑх вӑрҫине!

Помоги переводом

Чун ыратӑвӗ // Серте Мишши. https://chuvash.org/lib/haylav/7402.html

Кӑтарттӑр ҪЫН телейшӗн выҫҫине!

Помоги переводом

Чун ыратӑвӗ // Серте Мишши. https://chuvash.org/lib/haylav/7402.html

Каллех тӑрар-ха урасем ҫине Тӗнче асилтӗр хӑйӗн хуҫине.

Помоги переводом

Чун ыратӑвӗ // Серте Мишши. https://chuvash.org/lib/haylav/7402.html

Ӑҫта ҫити пултарӑпӑр анма?!

Помоги переводом

Чун ыратӑвӗ // Серте Мишши. https://chuvash.org/lib/haylav/7402.html

Ҫитет пуль ӗнтӗ вӑхӑт вӑтанма!

Помоги переводом

Чун ыратӑвӗ // Серте Мишши. https://chuvash.org/lib/haylav/7402.html

Е тӗнчипех-и лартӑмӑр канма?

Помоги переводом

Чун ыратӑвӗ // Серте Мишши. https://chuvash.org/lib/haylav/7402.html

Сайт:

 

Статистика

...подробней