Корпус чувашского языка

Новые

Анчах ҫынна айӑпсӑр тытса хупни те пулкалать пирӗн ӗҫре.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, пач сӑлтавсӑр ӑна тытса каймаҫҫӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытларах чухне, паллах, ҫынна айӑплани тӳрре тухать.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ну, мӗнле калас, следствире тӗрлӗ пулать.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пӗлетӗн-и, Улька, — терӗ вара шӑппӑн, — Ваньккан темле пысӑк айӑп пур тенине эпӗ те…

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах мӗн тӑвӑн.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав вӑхӑтрах юратнӑ хӗрӗ Ванькка ҫинчен усал шухӑшлани Крапивин чӗрине ыраттарчӗ, качча та, хӗре те харӑсах шеллеттерчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах хӑй Ваньккана мӗн тери хӑрушӑ ӗҫ хушнине аса илчӗ те калама хӑяймарӗ: ҫав ӗҫе пурнӑҫа кӗртмешкӗн Телегина нимӗнле ӑнсӑртлӑх та кансӗрлемелле мар!

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тахӑш самантра вӑл, ҫынни шанчӑклӑ тесе, Ольга Матвеевнӑна вӑрттӑнлӑха уҫса пама та хатӗрччӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин чылайччен кирлӗ сӑмахсем шыраса ларчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахӑртнех, унӑн Ванькка ятне асӑнас та килмерӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ӑхӑ, — пуҫне сулчӗ Ольга Матвеевна, вара тутине пӗрсе лартрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин Иван пирки-и? — ҫавӑн ҫинченнине пӗлсех ыйтрӗ Крапивин.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Урӑхран шанчӑк ҫук ӗнтӗ, ҫемье таврашӗ ҫинчен тек шухӑшлас та килмест.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак таранччен ҫавна тавҫӑрса илеймен эпӗ…

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах… ҫынни путсӗрскер иккен.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Юлашки вӑхӑтра унашкал шухӑш пурччӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пурӑна киле, тен, эпӗ те ҫемьеллӗ пулӑттӑм-и, — тунмарӗ Ольга Матвеевна.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эсӗ вара ялта, тӑван ялта пурӑнатӑн.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эпӗ ӗмӗр тӑршшӗпе унта та кунта пурӑнакан ҫын, ҫавӑнпа манран ҫемьешӗн пархатар пулас ҫук.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней