Корпус чувашского языка

Новые

Пӗр сыпкӑмччӗ, пӗр тумлам ҫеҫ…

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Турӑҫӑм, Илемпи пушхире лекнӗ те шывсӑр касӑлса ҫитнӗ пек.

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Кашни юн тумламӗ таранччен, кашни клетка таранччен туйса, арҫын вӑйне парӑнчӗ…

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пачах урӑхла, нимӗн ҫинчен шухӑшламасӑр, нимӗн ҫинчен те шухӑшласшӑн та пулмасӑр, — хӗллехи вӑрман уҫланкинче кӑвайт ӑшшипе вӑраннӑ хурт-кӑпшанкӑлла, — ӑнтӑлса-ӗненсе кӗтекен арҫын ытамне, хӑй те ҫавнашкалах ӑнтӑлса-ӗненсе, пӗтӗм хӗрӳлӗхпе ыткӑнчӗ.

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Халӗ ӗнтӗ унра хӑйӗншӗн ҫав тери ҫывӑх, ҫав тери хаклӑ пулса тӑнӑ ҫынна хирӗҫлеме пултаракан вӑй пӗр чӗптӗм те тупӑнмарӗ.

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эпӗ хама пӗтӗмпех сана паратӑп, парнелетӗп.

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пулсам манӑн, ӗненсем…

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Эс ирӗк памасӑр эп хӑяймӑп.

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Пӗтӗмпех санран килет, Илемпи, — хӗрӳллӗн пӑшӑлтатрӗ арҫын хӗрарӑм ҫине тӗмсӗлсе пӑхса.

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эверкки, Илемпине хӑйӗнчен вӗҫертмесӗрех, хӑрах аллипе ӑна ыталарӗ, тепринпе ҫав хушӑрах вырӑн сарчӗ, унтан савнине ҫӑмӑллӑн йӑтса илсе, тӳшек ҫине вырттарчӗ, хӑй юнашар сӗвенчӗ.

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Илемпи, епле тавҫӑруллӑскер эсӗ.

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Эсӗ те карӑк пекех: асӑрханусӑр, хӑлхасӑр-куҫсӑр.

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Шӑпах ҫак самантра ҫывхарать те ӗнтӗ ун патне сунарҫӑ…

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Сӑмси унӑн, хачӑ пек, кӑкӗнчен илӗнсе карӑнать те хӑлха ҫурхахӗсене икӗ енчен те хупласа хурать.

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Каҫса кайса юрланӑ вӑхӑтра карӑк аҫи — вӑрман патриархӗ — куҫне хупать, ҫӑварне карса пӑрахать.

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Мӗнле-ха капла — курмасть те, илтмест те?

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Вӑрман кайӑкӗсенчен чи сисӗмлӗскер, халь вӑл нимӗн те илтмест, нимӗн те курмасть.

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Савнисӗр пуҫне ӑна ҫак вӑхӑтра никам та, нимӗн те кирлӗ мар, вӑл пӗтӗм тӗнчене манса каять, ҫӑмарта сӑхса тухичченех ҫутҫанталӑк панӑ сыхлӑхне ҫухатать.

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Малтан вӑл ток, ток, ток-ток туса хӑй пуррине систерет, унтан хурӑн хуппи ҫурхи ҫилпе чӑшӑлтатса ларнӑ чухнехи пек сас-чӗвпе юррине пуҫласа ярать: ток-ток-ток-чш-ш, чӑввӑш…

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Карӑк аҫи хӑйӗн савнине капӑр тумтирӗпе ҫеҫ мар, юррипе те илӗртет-йыхӑрать: уҫланкӑ ҫумӗнчи пӗр-пӗр ҫӳлӗ хыр тӑррине килсе ларать те хӑйне кӑна килӗшӳллӗ юррине шӑрантарать.

Помоги переводом

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней