Новые
Акӑ мӗншӗн вӑл (ҫиелтен пӑхсан) кирлӗ-кирлӗ мар ҫинчен пуплешнӗн туйӑнать, шухӑшӑн чӑн тӗшшине таҫта шалах пытарать вӑлтма, юптарма ӑста писатель.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫитменне, шухӑша кӗскен, лапидарлӑн ҫавӑрас хевте те кирлӗ чӑваш публицистне, унта пытарӑнчӑк ытарлӑх тупасси те ырӑ.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Тӑхтин ав хӑй аталантарса пыракан сӑмах таппине иленесси, ҫав энергие парӑнасси килет.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Анчах Чехова кунашкал ӗҫ екки ҫӗнме хӗн ситуацие сӑнлама кирлӗ-мӗн, абхаз прозаикӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн амаланса пыракан ироние майӗпен гротеск шайне ҫитерет, произведенин жанр никӗсне вырнаҫтарать.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Шырав анине анлӑлататӑн та М. Зощенкӑн искусствинчи поэтика хатӗрӗсем те ҫаврӑнса тухаҫҫӗ.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Унччен асӑннӑ тӗслӗх патне таврӑнар — И. Тӑхтин тӑрӑхлас екки хӑш тӗлӗшрен Чеховӑнни, Искандерӑнни пек тенӗччӗ маларах.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Тишкерӳҫӗн вара танлаштаруллӑ мелпе пусӑрӑнарах ӗҫлеме лекет.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Тӗрлӗ стиль паллисене ытти литературӑсенчипе шайлаштарсан калас шухӑш суя пулни те палӑрма пултарать.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Паллӑ — кунашкал ӗҫ хапине тӗпе хурсан тӗпчевҫӗн тивӗҫӗ самай йывӑрланать, ҫак е леш пулӑм чӑваш культуришӗн кӑтартуллӑ тесе каласси питӗ яваплӑ пулса тӑрать.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Шак хурса калаҫас йӑла, калас сӑмаха аяккалла пӑрса янӑ пек туса пуплешни, ытарлӑ халапсемпе усӑ курма кӑмӑллани, сӑмаха вӑрӑма ямасӑр, кӗскен калаҫасси… — ҫакӑ пурӗ пӗрле, тӗсерех пӑхсан, прозӑн пулӑхлӑ, чи тутлӑхлӑ поэтики пулни чӗррӗн курӑнать, нацилӗхӗн чи таса, чи вӑйлӑ енӗсене упрать вӑл.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Эпир пӗлекен сӑнлӑх-сӑнар ҫакна кура тӑркача расна пӗлтерӗш йышӑнать.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ку ҫеҫ те мар, чӑваш чӗлхин чӑн нациллӗ уйрӑмлӑхӗсене асӑрхани те самай пулӑш тӗпчевҫӗшӗн.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫакнашкал ҫӗршӗр ыйту тухать тӗпчевҫӗ умне, халӑхӑн ӑс-хакӑл, чун-сипет историне тарӑннӑн сӑнама хистет.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Тӗнчен йӗрки-шывӗ пирки шухӑшланӑ чухне чӑваш сӑмахӗн ӑстисем мӗнле мел-мехелпе усӑ кураҫҫӗ?..
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Тен, вӑл коллективизаци, вӑрҫӑ, революци йышши пулӑмсене ӑсланинчен тарӑнрах кайман та.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Е, тен, историн социаллӑ енӗсене курни те ҫителӗклӗ-ши уншӑн?
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫут ҫанталӑкпа этем хушшинчи ҫыхӑнусене еплерех йышӑнать вӑл, ҫавна кура пурнӑҫра хӑйне мӗнле тыткалать?
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Чӑнах та, этем кун-ҫулӗ, ун обществӑри вырӑнӗ пирки мӗн шухӑшлать-ши чӑваш ҫынни?
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Паллах, ку тӗллеве пурнӑҫлама философиллӗ шухӑшлавӑн чӑн чӑвашла палӑрӑмӗсене шута хумалла, вӑл фольклорта, халӑхӑн кулленхи пурнӑҫӗнче мӗнле аталаннине ӑсласа илмелле.
Ум сӑмах // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Хайхи, литературӑна наци тымарӗсем енчен сӑнамалли ҫул тата лайӑхрах уҫӑлать.