Корпус чувашского языка

Новые

Ушкӑна кӗнӗ хресченсем, пӗр-пӗрне пулӑша-пулӑша ӗҫлесе, нушаллӑ ҫулсене ирттерсе ячӗҫ, Кашкӑр Микули патне пуҫҫапма каймарӗҫ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Революцичченех-ха ялта ниме ушкӑнӗ йӗркелерӗ вал.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах Ҫӑпата Матви пурнӑҫ тӑнӑҫлӑхне ҫухатманччӗ, тӗрӗслӗхшӗн хытӑ тӑратчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл та пурнӑҫне синкерлӗ вӗҫлерӗ — Кашкӑр Алюшне ирӗксӗртен качча тухнӑскер, савнийӗ Хӗлимун Крапивин яппун вӑрҫинчен таврӑнсан, хуняҫи арманӗн пӗвине сиксе вилчӗ…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсенчен аслӑрах хӗр те пулнӑ Ҫӑпата Матвин, Альтюк ятлӑскер, Ванькка хӗреснашшӗн малтанхи юратӑвӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах, чӑн сӑмахӑн суйи ҫук, ялти шкул пуҫлӑхӗ, таса чунлӑ Ольга Матвеевна та, вунтӑххӑрмӗш ҫулта чипер арӑмӗн асамлӑ туртӑмне пула пуҫне ҫухатнӑ Веня та — унӑн ачисем.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла, пӗр тымартанах помидор та, пӑрӑҫ та ӳсет тесен, никам ӗненмӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Килӗ ку, тӗрӗсрех каласан, Улька ашшӗн, Ҫӑпата Матвин-ха.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗвелтухӑҫ шупкалма тытӑннӑ тӗлелле Улька килӗ патне ҫитрӗҫ те калинкке умӗнче калаҫса тӑмасӑрах уйрӑлчӗҫ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах, тем пек хуллен пырсан та, чи вӑрӑм ҫулӑнне те вӗҫне тухатӑнах.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йӑмӑкӗ пӑрахса кайнӑ хыҫҫӑн именнипе нимӗн калама пӗлмерӗ пулин те, Телегина хӗрпе юнашар ҫапла васкамасӑр утмашкӑн ырӑран та ырӑ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр Ванькка ҫеҫ ҫаплипех авланман-ха, учительницӑпа ҫемье йӗркелессинчен те вӑл хӑрас ҫук та ҫав…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, Улька педтехникум пӗтернӗ, пысӑк пуҫлӑх, унашкаллисене вара чӑваш хресченӗ ҫемьене кӗртесшӗнех мар: вӗреннӗ ҫынна хисеплессе хисеплет вӑл, анчах, ҫав ҫын хресчен ҫемйинченех тухнине пӗле тӑркач, хура ӗҫре ӑна шанмасть.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑй вара, ял виҫипе шутласан, ватӑ хӗр ӗнтӗ, ӑна качча илес йӗкӗтсем тахҫанах авланса пӗтнӗ, темиҫешер ача ӳстереҫҫӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла, Давид Никифоров вилнӗренпе ултӑ ҫул ӗнтӗ, ҫапах Улька никама та качча тухмарӗ, тухма шухӑшламасть те пулас.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӗрене вара хушнипе мар, ӑс панипе те итлеттереймӗн…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах Улька чӗри ҫамрӑкранах урӑххи енне туртӑнчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахаль хӗр мар-ҫке Улька уншӑн, мӗн астӑвасса кӑмӑлланӑ, каярах чунран ӗмӗр хӑпӑтайми юратса пӑрахнӑ пике.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унашкалли пуласса сайра пулать, ҫапах теплерен пӗрре ӑнсӑртран Ольга Матвеевнӑпа, ачалӑхра ҫивӗтрен те турткаласа курнӑ Ҫӑпата Улькипе, куҫа-куҫӑн юлкаланӑ чухне вӑл хӑйне ялан ҫапла арпашуллӑ туять.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӗлхи вуҫех ҫыхланчӗ унӑн, алли-ури чӑлханчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней