Новые
Ахаль чухне Антун унпа унашкал япала ҫинчен сӑмахлас ҫук та-ха, тӑвӑлса ҫитнӗ самантра ҫыннӑн чунне уҫас, капланнӑ тунсӑха ҫапла майпа кӑларса, кӑшт лӑпланас килет-ҫке.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Антун тусӑм, эс мӗн пит шухӑша кайса ҫӳрен? — терӗ ӑна пӗррехинче Король, каҫхи апат хыҫҫӑнхи пушӑ вӑхӑтра ун ҫумне пырса ларнӑскер.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӑл ялан пӗччен ҫӳреме тӑрӑшрӗ, никампа та питех хутшӑнмарӗ, кулӑ таврашӗ вара унӑн питӗнче ӗмӗрне пулман тейӗн.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӑлаки килсе кайнӑ хыҫҫӑн, ҫапла шутла-шутла, Антун мӗскӗнленсех кайрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ара, тӗрмере ларнӑ ҫынпа хӑш ҫамрӑкӑн мухтанас килтӗр…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тен, ашшӗне паллас та темӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Антун тухнӑ тӗле унӑн ачи эй-эй мӗн мӑнӑш ӳссе ҫитӗнӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Утьӑкка сиктереймӗ вӑл ӑна, хӑй ӗҫлесе илнӗ ҫӑкӑра ҫитерсе ӳстереймӗ, пурӑнма вӗрентеймӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Мӗн усси ачана унашкал ашшӗнчен.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫаплаччӗ те ҫав, эх, анчах!
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Антун ашшӗ пулса тӑрӗ…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хальхи пурнӑҫпа хӗр те аптрамасть.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тен, кӗҫех ывӑл ҫуратса парӗ вӑл.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Никама май килмесен, Санюка кӑна куҫран пӑхса илесчӗ те ҫав…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапах мӗн тӑвӑн…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫав тери, самантлӑха та пулин курас килчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫемйи, тӑванӗсем, пӗлӗшӗсем ҫинчен каласа кӑна панипе ниепле те ҫырлахаймарӗ Антун, унӑн Санюка, ашшӗпе амӑшне, шӑллӗне, ялйыша хӑйӗн куҫӗпе курас килчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӑлаки килсе кайни, пӗр енчен, савӑнтарчӗ ӑна, каярах вара ҫавна пула тунсӑх чуна пушшех хытӑрах кишеклеме тытӑнчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах кашни эрне, кашни кун иртнӗҫемӗн тунсӑх вӑйлӑрах та вӑйлӑрах пуса пуҫларӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пирвай тӗрмери пурнӑҫа хӑнӑхма йывӑрччӗ, ҫапах вӑл хӑнӑхса ҫитрӗ.