Корпус чувашского языка

Новые

Крапивин Экеҫ патнелле ҫывхарнӑҫемӗн пӑлхана пуҫларӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Иккӗшӗ те шухӑша путрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа ирӗксӗрех майӗпен кайма тиврӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Райӗҫтӑвкомӑн ҫулҫӳрев ӑйӑрӗ — мӗн каламалли! — чаплӑскер, тилхепене купарчи ҫинче хӗреслетсе илсенех тапса сикӗ, анчах ҫӗр йӗпе чухне ҫӳренӗ урапа йӗррисем хытнӑ та ҫул тӑнкӑр-танкӑрланнӑ, урхамах чупма тытӑнсан, ҫемҫе тӑрантас ҫинче те ӑша кисретет.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫук ӗнтӗ, нихӑш самантра та тӗнче илемпе хӗсӗр мар, асӑрхама кӑна пӗлмелле ӑна.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӑн ҫулран сулахаярах пӑрӑнса тӑсӑлакан вӑрманта шурӑ хурӑнпа симӗс хыр-чӑрӑш кӑна мар, сарӑ та хӗрлӗ ҫулҫӑсене тӑкса пӗтереймен вӗренепе каврӑҫ та, ҫӑкапа юман та илемӗпе самай палӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Уй хурине кӗртыррисен тӗллӗн-тӗллӗн курӑнакан лаптӑкӗсем ешӗл сӑн кӗртеҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытлашши тӗксӗм те мар иккен-ха вӑл халлӗхе.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗнер кӑна-ха тӗксӗммӗн курӑнакан, ҫавна пула салху шухӑшсем ҫуратакан тавралӑха чун кӗчӗ тейӗн.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫул пӗр кун хушшинче самаях типсе кушӑрканӑ, ҫырма хӗррисемпе ланкашкасенче кӑна кӳлленчӗксем йӑлтӑр та ялтӑр ҫиҫеҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Никифоров та парӑнчӗ ӑна, симӗс хӑмӑр кительне хывса аллине тытрӗ те уҫӑ та ӑшӑ сывлӑша киленсех кӑкӑр туллин сывласа пычӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивина сӑран хура пиншакне ирӗксӗрсх хывтарчӗ вӑл.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗвел пӗтӗм ҫӗре, пӗтӗм тавралӑха ӑшшӑн савса пӑхать, хӗмне-хӑватне пачах та шеллемест.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин ӗнер Йӗпреҫе килнӗ чухне шухӑшлани тӳрре тухрӗ пулас, вырӑссем — «хӗрарӑм ҫӑвӗ», чӑвашсем ылтӑн кӗркунне текен вӑхӑт ҫитрӗ курӑнать.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр кун Крапивинпа Никифоров ирхи апат хыҫҫӑнах райӗҫтӑвком лашипе Экеҫе тухса кайрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков эшкерне тытассипе ҫыхӑннисене кӑна мар, ытти нумай-нумай ыйтӑва та тӗплӗн сӳтсе яврӗҫ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унта вӗсем Деминпа мӗн ҫӗрлеччен канашласа ларчӗҫ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла калаҫса татӑлсан, вӗсем ӑшшӑн уйрӑлчӗҫ те — Крапивин каллех милици уйрӑмне тухса утрӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑрӑ-хурахсем тесен, вӗсем пирки эпӗ хам каласа кӑтартӑп.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ман шутпа, приговорта ҫӗкленӗ ыйтӑва халлӗхе ҫапла кӑна татса пама пулать.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней