Корпус чувашского языка

Новые

Ялхуҫалӑхӗнче те коллективизацие ытлашши сарса яма кирлӗ мар-мӗн, мӗншӗн тесен яла социализм ҫулӗ ҫине кӑлармашкӑн суту-илӳ кооперацине йӗркелени те ҫитет.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Бухарин майлисен шухӑшӗпе, ятарласа тунӑ индустриализаци усси пысӑках мар-мӗн, экономика хӑй саккунӗсемпе кӑна аталаннине нимӗн те ҫитмест.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хаҫатсем ҫырнӑ тӑрӑх, Бухарин ертсе пыракан ушкӑн, сылтӑм оппортунистсен ятне тивӗҫнӗскер, партипе ҫӗршыва ертсе пыракансем халӑх хуҫалӑхне йӑнӑш ҫул ҫине кӗртсе ячӗҫ теме тытӑннӑ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑнах та, ун чухнехи лару-тӑру кашни тӳрӗ чунлӑ ҫынна пӑлхантарнӑ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кун пек чухне пӗр юлташлӑха ҫухатни фронтра питӗ кирлӗ тӳпем вырӑна ҫухатнипе пӗрех.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗршыври тата тӗнчери пӗтӗмӗшле лару-тӑрӑва илер-ха…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хурахсем алхаснӑ пирки кӑна каламастӑп эпӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑхӑчӗ пӑтранчӑк-ха.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Анчах, унашкал анлӑ уйсем ытларах пулччӑр тесен, паян пирӗн Экеҫри юлташлӑха хӳтӗлесе, ҫирӗплетсе хӑвармалла.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Паллах , эпӗ сирӗнпе пӗтӗмпех килӗшетӗп, — пуҫне сулчӗ Крапивин.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эй, ҫав, мӗн кӑна тумасть-ши вӑхӑт таппи этеме!

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр шутласан, ӗмӗрӗпе халӑха ҫутта кӑларас енӗпе ӗҫленӗ, интеллигент юнӗ витӗр ҫапнӑ ҫын ҫакнашкал калаҫни тӗлӗнмелле те пек.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Э, мӗнле пек, сан шутупа?

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шӑпах вӗсем валли ӗнтӗ ҫак анлӑ уйсем.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шанатӑп, унашкал техника пирӗн те пулӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Европӑри ҫӗршывсенче ҫӗре халӗ ытларах та ытларах тракторпа сухалаҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Анлӑрах вӗсем, ҫавӑнпа темле мӑнаҫлӑрах, хӑватлӑрах пек туйӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тавлаша-тавлаша тем патне ҫитетчӗҫ вӗсем — калама хӗн, Крапивина ҫак самантра Никифоров кӑт! тӗксе илчӗ те: — Кур-ха, юлташлӑхсен уйӗсене, хуть те мӗн каласан та, пӑхма кӑмӑллӑрах, — терӗ тулли кӑмӑлтан, ыраш калчи ешерекен самай пысӑк лаптӑк енне пуҫне сӗлтсе.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Сӑпани ашшӗпе амӑшне, халӑх тӑшманӗ вырӑнне хурса, таҫта аякка ӑсатнӑ, халь пушали ӑнлантар ӑна Совет влаҫӗн тӑшманне тытасси коммунистӑн, чекистӑн тасаран та таса тивӗҫӗ тесе», — каллех кулчӗ аслӑраххи.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ара, пӗр енчен, Веня вӑл хӑй перӗнсе вилнӗ; тепӗр енчен, вӑл — хураха тухнӑ ҫынччӗ, ӑна Совет влаҫӗ умӗнче айӑпа кӗнӗшӗн тытма тивнӗ-ҫке», — тӳрре тухасшӑн тӑрӑшрӗ ҫамрӑкки.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней