Новые
Тӑваттӑмӗш кунне ирхине вӑрмантан таврӑннӑ пӗр старик хыпар кӗрсе пӗлтерчӗ: Ахтупайпа ун юлташӗсем Астакасси ҫырми патне пырса тухнӑ, килтисене вӗсем часрах лавпа пыма хушса янӑ.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Виҫӗ кун сехӗрленсе кӗтрӗ ӑна амӑшӗ яланхи пекех вучахри вутта сӳнтермесӗр тата хуранран вӗри шыв татмасӑр.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Виҫӗ кун киле таврӑнмарӗ Ахтупай сунара тухса кайнӑранпа.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хырлӑхри тепӗр ҫӗр пӳртре вӑл хӑйсен ялӗнчен килнӗ сунарҫӑсене шыраса тупрӗ, вӗсем вара ӑна упа тытакансен эртелне хаваслансах йышӑнчӗҫ.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫыннисене кӑшт паллать пулсан та, Ахтупай ют ялсемпе кайма шутламарӗ, йыттине ертрӗ те йӗлтӗрне Турханкасси еннелле шутарчӗ.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кунта вӑл пӗрле ҫӳреме юлташ тупасса шаннӑччӗ, анчах сунарҫӑсен ҫуртӗнче кӳршӗ ял ҫыннисем кӑна пулчӗҫ, юмансарсем, паллах, ушкӑнланса паҫӑрах йӗр тӑрӑх кайма ӗлкӗрнӗ.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Шӑп ҫак ҫурта ҫитрӗ ӗнтӗ Ахтупай хӑйӗн усӑк хӑлхаллӑ та вӑрӑм ураллӑ хаяр йыттипе.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Сӗм вӑрманти ҫынсен саккунӗ ҫирӗп: юлташусенне мӗн те пулин илтӗн тӗк, вӗсем валли те пайта хӑвар, вӑрманта инкек куракансем сан хыҫҫӑн та нумай пулаҫҫӗ.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Сунарҫӑ ку ҫурта мӗнле сӑлтавпа кӗрет-тӗр — нушапа-и е нушасӑр — вӑл хӑйӗн тивӗҫне те манмасть, хӑй те мӗн те пулин пӑрахса хӑварать.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Енчен никама та тӗл пулмасассӑн та ҫын унта хӑйне кирлине тупатех: ҫӳлӗк ҫинче типӗ ӑвӑпа чакма (ҫулу) пур, кӑмакара типӗ вутӑ, сӗтел сунтӑхӗнче — мӑка ҫӗҫӗпе пӑшатан, урай айӗнче — пӗҫермен какай татӑкӗ.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Урӑхла май та ҫук, мӗншӗн тесен кирек мӗнле сунарҫӑ та унта пӗрле ҫӳренӗ чух ӑнсӑртран ҫухатнӑ юлташӗсене тупма, шӑнса ӗнтӗркенӗ пулсан — вучах умӗнче ӑшӑнма, тискер кайӑк хыҫҫӑн вуншар ҫухрӑм чупни ахалех пулсан — хӑйӗн пекех «телейсӗр» сунарҫӑпа шӳт туса кӑмӑлне ҫемҫетме пултарать.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Сайра сунарҫӑ пӑрӑнса иртет ку пӳрт тӗлӗнчен.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Таркӑнсем тунӑ-и ӑна, сунарҫӑсем-и — пӗлме хӗн, анчах унта кирек мӗнле усал ҫанталӑкра пырса кӗрсен те — хӗлле-и, ҫулла-и — канма кӗнӗ темиҫе сунарҫӑ пикенсех халап янине е пӑсланса тӑракан тутлӑ какай шӳрпи ҫинине, е тата пӗр-пӗр аманнӑ ҫын хӑйӗн суранӗсене ҫыхнине курма пулать.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ялтан пӗр пилӗк ҫухрӑмра, Атӑл хӗрринчи сӑртлӑ вырӑнта, сунарҫӑсен ҫурчӗ текен пысӑках мар пӳрт ларать.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тӑраниччен ҫӳрет ӗнтӗ вӑл халь тӗпсӗр ҫырмасемпе упа варӗсем тӑрӑх, тилӗпе мулкача, пӑсарапа хӑнтӑра ывӑниччен йӗрлет!
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ахтупай мӑрса хапхаран тухса кайнине курчӗ те хӑпӑл-хапӑл хатӗрленсе ниме пӑхмасӑр вӑрмана тапса сикрӗ.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тукай Хусана кайма хатӗрленет тесессӗн ку хыпаршӑн чи малтан ун тарҫисемпе тӗкӗрҫисем хӗпӗртесе ӳкеҫҫӗ: тарҫӑсемшӗн вӑл ҫук чух ӗҫ сахалтарах пулать, тӗкӗрҫӗсем темиҫе кун хушши хӑйсен килӗсенче ӗҫлесе ашшӗ-амӑшӗсемпе тӑванӗсене пулӑшма пултараҫҫӗ.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑл туйрӗ: ун пурнӑҫӗнче паян кӗтмен ҫӗртен темле пысӑк та савӑнӑҫлӑ улшӑну пулса иртрӗ.
9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Алӑра Ахтупай ҫӑп-ҫӑмӑл сӗрме купӑс тытса пычӗ, анчах чунӗпе сисрӗ: ун аллинче халь кӗвӗ калама юрӑхлӑ хатӗр ҫеҫ мар, унтан темиҫе хут кирлӗрех, Иливан вилнӗ хыҫҫӑн хӑй нумайранпа шыранӑ хаклӑран та хаклӑ япала.
9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ятламас калама ҫук ырӑ кӑмӑллӑ ҫын иккенне мӗнле маларах чухласа илеймен-ха вӑл?