Новые
— Нияз пӗтӗм ясака халех исада турттарма хушрӗ, — терӗ обозпа пӗрле каялла килнӗ Чапкун.
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Алманчӑ иҫниксем пулӑшнипе кӳршӗ ялсенчен ясак пуҫтарса таврӑнӑччӗ ҫеҫ, Криушран ҫич-сакӑр лавлӑ обоз персе те ҫитрӗ.
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Анчах пӳлӗхҫӗ алманчӑна ӑспа чеелӗх ҫителӗклех панӑ пулсассӑн та ҫут тӗнчере ӗҫсем ялан Урасмет шутланӑ пек пулмаҫҫӗ иккен.
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ку пурлӑхӑн хуҫи халь алманчӑ мар-и вара, ясакшӑн илнӗ выльӑха мӗнле хакпа сутасси Урасметран килмест-и вара?
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Нумай хаклӑ тир кӗчӗ паян мӑрса кӗлетне, нумай выльӑх хӑваласа пычӗҫ иҫниксем ун пысӑк витисене.
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑл паян ӗҫтернӗшӗн-ҫитернӗшӗн тата парне парса тӑкакланнӑшӑн князь ывӑлне ӳлӗмрен, пуҫтарнӑ япалана исада леҫнӗ чухне, тавӑрма шутларӗ.
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
«Ҫав вӗҫкӗн Нияза пӗр тӗрке хӑнтӑр тирӗ патӑм, ну, ухмах та эпӗ! — терӗ вӑл. — Ун усал чӗлхинчен хӑрарӑм пулать ӗнтӗ. Ҫук, кун пек санран пуясси пулмасть, алманчӑ…»
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Урак ывӑлӗ тухса кайсан алманчӑ ҫерем ҫине лачлаттарса сурчӗ те хӑйне хӑй вӑрҫса лупас айнелле утрӗ.
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ҫулу телейлӗ пултӑр ӗнтӗ санӑн, пурнӑҫра бехмет пултӑр.
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ан пӑшӑрхан, ырӑ князь, эпир хамӑр памаллине вӑхӑтра парӑпӑр, — терӗ Урасмет.
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Асту ӗнтӗ, Уразмат тусӑм, кӑҫалхи ҫулшӑн мӗн пурне вӑхӑтра леҫӗр, тек килсе ҫӳремелле ан пултӑр.
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Князь ывӑлӗ алманчӑна ясак пирки ячӗшӗн тепре асӑрхаттарчӗ.
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӑйсем килӗрен пуҫтарнӑ «ясака» пӗр-пӗрне кӑтартма ҫеҫ тытӑннӑ иҫниксем мӗн пур ӑпӑр-тапӑра хутаҫсемпе михӗсене чиксе утсем патне ыткӑнчӗҫ.
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Часрах урхамаха йӗнерлӗр, ҫӗрлеччен Ураккассине ҫитсе ӳкетпӗр! — терӗ.
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пӗр тирӗкрен какай татӑкӗ илсе хыпрӗ, тепӗр тирӗкрен чӑкӑт хуҫса илчӗ, ытти ӗҫме-ҫимесене тӗрӗслесе тухрӗ те кӑшкӑрса ячӗ:
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӑна чӑваш мӑрсисемпе алманчӑсен пуянлӑхӗ ҫинчен сӑмахлама тытӑнчӗ, унтан, алманчӑ парнине пӗр иҫнике тыттарса, каллех сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ.
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ара, алманчӑ ӑна ашшӗнче чӗннӗ пекех князь тесе чӗнет-ҫке.
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Урак ывӑлӗн кӑмӑлӗ ҫемҫелнӗ пек пулчӗ.
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Йышӑнсамӑр ҫакна манран, ырӑ князь, — терӗ вӑл шӑл витӗр.
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Юлашкинчен тӳсеймерӗ, ку выҫӑ эшкере хӑвӑртрах кӑларса ярас тесе кӗлетрен пӗр тӗрке хӑнтӑр тирӗ илсе кӗчӗ.