Корпус чувашского языка

Новые

…Ҫӗрле алтӑраса ӳкрӗ Кӗҫени.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗҫени чирличчен те хаваслӑхӗ, йӑлкӑшлӑхӗ тарманччӗ-ха арҫыннӑн шухӑшлӑ питӗнчен, мӑшӑрӗ чирленӗ хыҫҫӑн вара чӑмӑр пит шӑммисемлӗ сӑнӗ унӑн талӑкӗ-талӑкӗлех хӗвелсӗр, хурлӑ, сулхӑн.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӗрилӗхӗ, кӑмӑлӗ ҫеҫ юлнӑ пулӗ унӑн унчченхи, сӑмаххисем, тыткаларӑшӗ вара йӑлт ку чухнехи — сулӑмлӑ, виҫеллӗ, йывӑрӑшлӑ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Унчченрех, ҫамрӑкрах чухне вӑл, пӗр вунсакӑр-ҫирӗм ҫул каялла, сӑмаха та суйласа-алласа тӑмастчӗ, ытлашши-и, ытлашши мар-и — сапатчӗ кӑна ывӑҫласа хунӑ пӑрҫалла.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӗлӗкхи мар, ӗлӗкхи мар Матви.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тутанчӗ те, ӑна-кӑна пӑртак…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Лаши у, мур тӗлне, тулӑксӑрри кӳлӗннӗ-мӗн те, пырать-ха лӑпӑстатса.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Килте те, ак, янах шӑмми ыратичченех калаҫса савӑнӑпӑр.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эс вырт, вырт, Кӗҫени, ан пӑшӑрхан, — канӑҫсӑррӑн хускӑлкаласа илчӗ, арӑмӗ ҫине шеллесе, хӗрхенсе пӑхрӗ Матви.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шуйттан ҫырминчен те каҫрӑмӑр.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Часах, ак, Анат Сӑрмӑш та.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Нумаях юлмарӗ ӗнтӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Тем те курӑн ҫав, асӑрханса пымасан.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Тавтапуҫах ӗнтӗ сана, Матви! — терӗ вӑл халсӑр сассипе чӗререн.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Мӗн эс, Матви… — тӑвайккинче пулса иртни пирки калаҫса ӑшне пусарасси килнӗрен тата ун пирки тапратма кирлипе-кирлӗ маррине те тӗшмӗртсе пӗтерейменрен, упӑшкине пӑт-пат сӑмах хушрӗ Кӗҫени.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хушӑран-хушӑ ҫеҫ, чалака астутарасла, ӑна ятлаҫанҫи-хӑтӑранҫи туса пырать.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сӑнӗ-пичӗ те тӳлекленнӗ ӗнтӗ унӑн, тӑл-пӑвӗ-шӑнӑрӗ те сулчӑланнӑ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Курӑсӑн: нимӗн те, нимӗн те пулса иртмен тейӗн Матвие пӑхсан.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тухса вӗҫетчӗ унра халиччен упраннӑ сывлӑш, ыратакан, ҫӗр ҫывӑрттарман кӗлетке туххӑмрах канлӗхленсе выртатчӗ ӗнтӗ юр ҫине…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чикелентерчӗ те ӗнтӗ ӑна вӑл пӗр-пӗр хытӑрах ҫӗре — ҫукчӗ ӗнтӗ вара Кӗҫени яланлӑхах.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней